Ял сăвăçĕ

9 Ака, 2014

Гаврил Алексеевич Кореньков – Каринкке Кавĕрли – чăвашсен çыруллă поэзине пуçаракансенчен пĕри, педагог, куçаруçă, шкул учебникĕсен авторĕ. Куславкка чăвашĕ. Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче 1884 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Лара-тăра пĕлмен ача çирĕп сывлăхлă ÿснĕ. Ашшĕ матрос пулнă, икĕ çул вăл ачине Атăл тăрăх илсе çÿренĕ. Хăйăр çинче ÿкерчĕксем тутарнă, картунран сас паллисем касса хутла вĕрентнĕ – тавра курăмне ÿстернĕ.

Саккăрта ашшĕ ăна ялти шкула

илсе каять. Хутла пĕлет тесе Кавĕрлене тÿрех иккĕмĕш класа илеççĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрсен И.Я.Яковлев ăна хутла япăх пĕлет тесе хĕр ачасен класĕнчи парта хушшине лартать. Паллах, класра Кавĕрле хăйне шурă курак пек туйнă. Тен, çавăн чухне кÿренни каярахпа сăвăçа хăйĕн хайлавĕсенче хĕрарăм сăнарне питĕ хăйне евĕрлĕ калăплама май панă. Икĕ çултан тин вăл ар­çын ачасемпе пĕрле вĕренме тытăнать.

Пулас поэт литература ĕçне 1901 çулта тытăннă. Шкулта вăл çамрăк сăвăçсен ушкăнне йĕркеленĕ. Пĕр вăхăт алăпа çырса журнал кăларса тăнă. "Вĕреннĕ чухне Пушкина, Лермонтова тата Крылова каçса кайса вулаттăм, хам та çыркалаттăм, – аса илнĕ каярахпа Гаврил Алексеевич. – Ун чухне чăваш литератури аталанса ĕлкĕрейменччĕ, çавăнпа мана сăвăсем çырма çăмăлах марччĕ..." Çамрăк Кавĕрле шкулти литературăпа музыка каçĕсене çÿрет, спектакльсем лартма хутшăнать.

Гаврил Кореньков мĕн ачаран тăван яла чунтан юратнă. Ытарайми тавралăхпа, Тĕрлемес урамĕсемпе пахчисен илемĕпе киленнĕ. Пĕтĕм пурнăçа ÿнерçĕ куçĕпе курнă. Ял ялах ĕнтĕ. Юнашар чукун çул станцийĕ. Тарăн çырма урлă – Йăлăм, Çĕнĕ Тĕрлемес. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă теççĕ те, ялăн куçĕ те, хăлхи те пĕрле. Вăл йăлтах курать, пĕтĕмпех илтет. Пурте ал лаппи çинчи пек. Кам кампа тĕл пулнă, мĕн калаçнă, кам пирки мĕн каланă. Кам пахча хыçĕпе çÿрет, камăн качаки кĕтÿрен килмен... Кунта нимĕнле пытарăнчăк ĕç-пуç та çук. Пулма та пултараймасть. Эс паян мĕн турăн – ыран ăна пĕтĕм ял-йыш пĕлет. Çывăхри уй та куçлă, вăрман та хăлхаллă – пурнăç çавнашкал. Унăн малтанхи сăвви те "Пирĕн ял" ятлă.

Икĕ çырма хушшинче
Эпир ÿснĕ ял ларать.
Аслă урам варринче
Чиркÿ тăрри курăнать.
 
Ялăн икĕ айккипе
Хурăн çулĕ çаврăнать,
Икĕ çырма тăрăшпе
Йăмра ушкăнь чашкăрать.
 

Ăста сăнарланă Кивĕ Тĕрлемес тăрăхне сăвăç! Уйра ешĕл калча тăррисем хумханаççĕ, вĕсене курса тÿпере тăрисем савăнаççĕ. Юнашар хура вăрман сарăлса ларать. Ун умĕнчен пăравус шăхăрса иртет. Шухă лаша çил-тăманра çул хыттине туйнă пекех туять вăл чĕлхе илемне, тирпейлĕхне.

Сăвăç ХХ ĕмĕрĕн малтанхи çулĕсенче 150-а яхăн сăвă-юрă, юмах-поэма хайланă. Унăн лирикинче пейзаж, юрату, философи темисем паллă вырăн йышăнаççĕ. Сăввисенче лирик тата сатирик кăмăлĕ çураçуллă пĕрлешнĕ. Вăл И.А.Крыловăн 20 юптарăвне, А.С.Пушкинăн "Пулăçпа ылтăн пулă" юмахне чăвашла куçарнă. Мĕтри Юман аса илнĕ тăрăх – "Кавĕрле Атăл çинче çĕнĕрен таса чăваш хули тăвас, çав хулана пĕтĕм маттур чăвашсене пухса культура ĕçне хăвăрт­латса ярас тесе" ĕмĕтленнĕ. Çапла шухăшламан çын алла калем те илмĕччĕ. Вăл "Хыпар" хаçатпа çыхăну тытать, унта "Ĕçлеме чĕнни", "Тăлăх арăм" сăввисене тата темиçе куçарăвне пичетлет. 1903 çултан пуçласа мĕн виличченех тăван ялĕнче, Кивĕ Тĕрлемесре, учитель, завуч, унтан шкул директорĕ пулса ĕçлет.

Саманапа пĕр тан утать ял сăвăçĕ. 1904-1905 çулсенче Раççей Яппун вăр­çинче пысăк çухатусем тÿсет. "Хăрушла çумăр" сăвăра Кореньков халăхăн нушаллă пурнăçне хăрушла çумăрпа танлаштарать.

Самани те латлă мар,
Кунĕн-çĕрĕн юн юхать.
Тырри-пулли пит начар,
Вăл та пулин хуралать.
 

Унăн куçару ĕçĕсем уйрăмах ăнăçлă пулса пынă. Вырăс литературин стильне упраса хăварас тесе тăрăшать, халăх сăмахлăхĕнче çирĕпленнĕ çаврăнăшсемпе усă курать. Пурăна киле вĕсем вĕренÿ кĕнекисенче пичетленеççĕ, сцена çинчен янăраççĕ. Ахальтен мар Петĕр Хусанкай "Улмуççиллĕ Тĕрлемес" поэмăра Гаврил Коренькова "Крылов тăлмачĕ" тесе ят панă. "Шăрчăкпа Кăткă" юптарăвăн йĕркисене аса илер-ха:

Тринкки-тринкки сикекен
Шăрчăк тусăн юрласа,
Çу иртни те сисĕнмен...
 

Ачасене питĕ юратнă вăл. Вĕсемпе спектакльсем лартнă, хор йĕркеленĕ. Империализм вăрçи вăхăтĕнче учительсем ĕç укçи питĕ сахал илнĕ. Ял çыннисем ăна пупра ĕçлеме те сĕннĕ теççĕ. Вăл килĕшмен. "Выçса вилес патне çитсен те шкултан кайма пултараймастăп", – лăплантарнă вĕсене.

1914 çулта вăл "Хурăн юрри" тĕрленчĕк çырать. Хĕр пек тÿп-тÿрĕ хурăн – тăван вырăн палли, ĕлккен те, савăнăçлă йывăç. Сип-симĕс тумлă, шурă ураллă. Чĕрченлĕхĕ – ытарайми. Тăван тавралăх юрăçи шурă хурăнăн икĕ пĕчĕкçĕ турачĕ çинчен тунсăхлă юрă кĕвĕлет. Пач çĕнĕлле, хăйне майлă.

Гаврил Кореньков чăваш литерату-

ринче савăшу лирикине – "эротикăллă реализма" – пуçарса яракансенчен пĕри. Чылай сăвви ятсăр. Туйăмсен серепине лекнĕ сăвăç хăйĕн чунне вулакана ĕненмелле уçса парать. Пĕрре вăл улăп пек арçын, тепре мемме – пуçне çухатнă ("Эпĕ çÿп пек сан куçра"). Туллашать, кĕвĕçет, асапланать, иккĕленет, йĕрĕнет, намăсланать, вут пек çунать...

Вуласа пăхар-ха сăвăç хĕрарăмпа епле киленнине:
"Эсĕ манăн сар чечек.
Пĕрмай сана шăршлăттăм..."
"Сана курсан кашнинче
Пĕчĕк ача пулăттăм"...
Хитре хĕрарăма курсан, сăвăçăн юнĕ выляма пуçлать:
Миçе хĕре юратса,
Миçе хĕртен уйрăлтăм.
Кайран пĕрне тĕл пулса,
Хĕр чĕрине тин пĕлтĕм...
 

Поэт туйăмсен тÿпинче эротика туртăмĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕпе хурса çырнă. "Ват çын вăтанманнине эпир ăмма вăтанас?" – тет вăл юратăвăн çак вăрттăнлăх енне аса илтерсе. Хĕрарăма тĕрлĕ енчен хак парать, хирĕçÿллĕ сăнлать: "Малтан астаран – кайран пистерен". "Пит кăмăла килетĕн, анчах пăртак куштанрах". Хĕрарăм уншăн "чечек", "сар кайăк", "сар чечек", çав хушăрах "ансăр çамка", "шуйттан"...

Тепĕр чух сăвăç хăй те вăрçăнса каять.
Хĕрарăмăн вăрçасси –
Пĕр наччасах пулать-мĕн.
Хĕн вĕсемпе пурнасси.
Пит час турти татлать-мĕн.
Пит час вĕсем пĕр-пĕрне
Яра-яра илеççĕ,
Чипер ларас вырăнне
Пĕрне-пĕри çиеççĕ:
"Пĕрин кĕпи кĕскерех,
Теприн арки йĕперех".
Шуйттан пĕлет вĕсене!
Этем пĕлмĕ вĕсене.
 

Савăшу сăввисене поэт 1906-1915 çулсенче çырнă. Унăн "Иванпа Хĕветле" поэма-юмахне те асăнса хăвармалла. Хайлавра арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсене чăваш фольклорĕнчи евĕр шÿтлесе сăнлать. "Тавçăруллă арçынсем" "айванрах хĕрарăмсен" пуçĕсене çавăрнисем, тем тĕрлĕ пăтăрмах пулса иртеççĕ кунта. "Иванпа Хĕветле" Константин Ивановăн "Нарспи" поэмине çывăх. Иккĕшĕн те сюжет никĕсĕ чухăн каччăпа пуян хĕр юратăвĕ çинче аталанать. Гаврил Кореньков поэминчи ар хутшăнăвĕсем уççăнрах тухса тăраççĕ, "Нарспире" – пытарăнчăклă та трагедиллĕ. Хайлав вĕçĕнче Иванпа Хĕветле телейлĕ: вĕсем – пĕрле, мул тупаççĕ, ар канăçлăхĕпе килĕшÿлĕх тĕнчинче киленеççĕ. Çут çанталăк панă телейпе савăнаççĕ.

Гаврил Кореньков совет саманинче сахал пичетленнĕ. Хаçат-журнал редакцийĕсене çÿремен. Вăхăчĕ те пулман. Унăн пултарулăхĕнче Октябрьти революцие, çул пуçсене мухтакан сăвăсем те курăнмаççĕ. 1919 çулта вăл хăйĕн сăввисене уйрăм кĕнекен кăларма хатĕрленĕ. Пăтрашуллă лару-тăрура унăн ал çырăвне Мускава илсе кайнă чухне çухатнă. 1920-1930 çулсенче вăл шкулта вĕренмелли кĕнекесем кăларнă. Вĕсен хушшинче – "Рабочая книга по математике", "Учебник русского языка", "Санитарипе гигиена навыкĕсем" ятлисем пур.

Кăмпа ялта ÿсет, анчах ăна хулара

та пĕлеççĕ тетпĕр-и-ха? Гаврил Кореньковăн поэзири пултарулăхĕ нумай çамрăк чĕринче тарăн йĕр хăварнă. "Чăваш литературипе чи малтан букварьти пĕчĕк калавсем тăрăх, унтан "Хыпар" хаçатра пичетленнĕ сăвăсемпе калавсем тăрăх паллашнă, – çырнă Çемен Элкер "Чăваш совет литературин калчисем" аса илĕвĕнче (ал çыру). – Ун чухнехи "Хыпар" тин çеç литература ĕçне тытăннă çамрăк чăваш поэчĕсен сăввисене час-часах пичетлесе кăларатчĕ. Вĕсенчен мана Тайăр Тимккипе Гаврил Кореньков, Яков Турханпа Тăван ялсем (Сорокин) тата Николай Полоруссов сăввисем кăмăла каятчĕç".

Шел, чăваш вулаканĕсем патне паян кун та Гаврил Кореньков поэмисемпе сăввисем çитеймерĕç-ха. Хăй вăхăтĕнче Михаил Сироткин профессор унăн хайлавĕсене "Незначительные интимно-лирические произведения" тесе хакланă. Геннадий Юмарт, Юрий Артемьев, Анатолий Васильев-Васан, Валентин Абрамов тĕпчевçĕсем Кореньков поэзийĕ революцичченхи чăваш литературинче паллă вырăн йышăннине палăртрĕç. "Каринкке Кавĕрлин поэзийĕ, унăн хăйне евĕрлĕхĕ – пирĕн куç умĕнче тенĕ пекех, халĕ çеç, – тĕлĕнтерсе, куçа шартарса уçăлать, – тесе çирĕплетнĕ Геннадий Айхи поэт. – Чăннипех парадокслă поэзи! Каринкке – пирĕн лирикăри пĕрремĕш модернçă, пурнăçра çÿлтипе аялти шайсене чăрсăррăн, артистла хÿхĕмлĕхпе пĕрлештерсе, калама юраман япаласенчен ирĕклĕн, шÿтле çăмăллăхпа чăн-чăн поэзи паллисем туса, пирĕн поэзие вăл... пуянлăхăн паллисене те кĕртет! – тĕлĕнмелле, çакна тума тытăннин çĕр çуллăхне те палăртмалла пулать ĕнтĕ".

Çут ĕçĕнче нумай вăхăт хушши пархатарлă ĕçленĕшĕн Гаврил Кореньков "РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ" ята тивĕçнĕ, ăна Ленин орденĕ парса чысланă. Поэт 1949 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.