Хресчен хуçалăхĕ - тĕнче умĕнче
1984 çулта Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра Аркадий Айдак пуçарнипе «Ĕлĕкхи хресчен кил-хуçалăхĕ» музей комплексĕ тума пуçланă. Пÿртне, кĕлечĕ-хуралтине, лаçне, мунчине, картишне, çатан картине... майласа лартаççĕ. Колхоз председателĕн çумĕпе Н.Сапожниковпа ялти шкул учителĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ П.Яжейкин ялсем тăрăх килтен киле çÿресе XIX ĕмĕрти савăт-сапана, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре пухма тытăнаççĕ. Н.Сапожников Красноярск крайĕнчен пĕр михĕ кантăр вăрри турттарса килнĕ. Музейĕн 1 гектар çĕр пур.