Чăваш юрри - чун киленĕçĕ
Чăваш юррисем. Темĕн тĕрлĕ хитре сăвăсем. Тĕлĕнмелле илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсем. Çĕнĕ пурнăç кĕввисемпе пĕрле сĕм авалхи çемĕсем те илтетпĕр. Вĕсем ĕмĕртен ĕмĕре куçса паянхи куна çитнĕ. Ватти-вĕтти пĕччен чух та, ушкăнпа та, ĕçре те, каннă вăхăтра та юрлаççĕ вĕсене. Эпĕ паллаштарас текен хĕрарăм та - Людмила Селиванова-Унгерова - чăваш юррисене кăмăллать.
- Кирек хăш ăрури хĕрсен хушшинче те: «Эпĕ юрăç пулатăп», - тесе ĕмĕтленекенсем тĕлпулаççĕ. Санăн юрăç пулас шухăш хăçан çуралнă? Хĕр шутне кĕричченхи пултарулăх утăмĕсем çинчен каласан та аванччĕ.
- Паянхи хĕр-упраç эпĕ мĕн каланине тĕрĕс ăнланса ăша илĕ-ши? Халĕ юррисем те пач расна-çке.
Çапах юрă - халăхăн пысăк пуянлăхĕ, сăмахлăхăн чи вăйлă аталаннă тĕсĕ. Ахаль мар ваттисем юрăсăр пурнăç та, савăнăç та çук тенĕ. Чăн та, юрăра тăван халăхăн хĕпĕртевĕпе хуйхи, шухăшĕпе ĕмĕчĕ, юратăвĕпе курайманлăхĕ сăнарлă ÿкерĕнет.
Пуçласа хамăрăн Палтиел клубĕн сцени çине эпĕ пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне «Шăнкăрч» юрăпа тухнăччĕ. Купăсçăсăр, пĕччен шикленсе утрăм халăх умне. Сцена варрине çитме çур çухрăм тейĕн. Пĕчĕк ура тăп чарăнса тăнă ĕнтĕ, чĕтрет. Вăтаннипе юрă сăмахĕсене те манма пуçланă. Мĕн чухлĕ халăх пăхать тата? Юрласа ятăм хайхи. Клубри çынсен сăн-пичĕсем çуталчĕç, куçĕсем йăл-йăл хĕм сапаççĕ. Чунăма тĕлĕнмелле туйăм ăшшăн-ăшшăн сăрхăнса кĕнине туятăп. Вăл мана вăй-хал парать... Унтанпа миçе çул иртрĕ ĕнтĕ, анчах çав самант ĕнер çеç пулнă пек туйăнать.
Сцена туртăмĕ - асамлă. Вăл пĕр вĕçĕмсĕр йыхăрать, тархасласа чĕнет. Манăн сасă уçă та янравлă пулнине малтан класс ертÿçи Т.Антонова, унтан ытти вĕрентекен асăрхарĕ. Вĕсем чăваш халăх юррисене çывăх кĕвĕ-çемĕллĕскерсене пĕрин хыççăн теприне юрлама сĕнчĕç. Ял-йышра «Палтиел шăпчăкĕ» теме тытăнчĕç. Шкул директорĕ Р.Минева тĕрлĕ конкурса хутшăнма ырă сĕнÿсем паратчĕ. Çапла районта парнесем çĕнсе илме пуçларăм. Шкул ачине урăх нимĕн те кирлĕ мар вĕт.
Килте ирĕн-каçăн радио итлеттĕм. З.Селиванова пĕччен юрланисене килĕштереттĕм. Пÿртре пĕрле юрлаттăмăр. Пирĕн хушаматсем те пĕр пек пулнăран, хăть çурăлса каям, чăн-чăн юрăç ятне илтессĕм килетчĕ.
Шупашкара, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине, кайрăм. «Питĕ çамрăк. Сасă çирĕпленсе çитмен, - хак пачĕç йышăну комиссийĕнче. - Тен, дирижерсен класĕнче вĕренме килĕшетĕн?» - сĕнет дирижерсен класĕн ертÿçи, СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ Ф.Лукин композитор. «Манăн юрлас килет», - пуçа çĕклесе пăхма та вăтантăм. «Апла чăваш халăхĕн пĕр-пĕр юррине шăрантарсамăр», - каллех ман хута кĕрет Филипп Миронович. Эпĕ «Вĕç, вĕç, куккук» юрра пуçларăм. Манăн сасă пÿлĕмри уçă кантăксенчен хула урамне вирхĕнсе тухса Етĕрне çулĕ çинех çитрĕ пуль, анчах композитор питĕ хăвăрт аллипе сулса илчĕ. «Чăн, хĕрĕ юрăç пулма çуралнă, - татăклăн калалрĕ вăл. - Кăçал йышăнма васкамăпăр. Вăтам шкул хыççăн тÿрех пирĕн пата вĕçсе килет».
- Пирĕн калаçу йывăр асаилĕве çаврăнчĕ-çке. Çапла вара вĕренме йышăнмарĕç. Тен, дирижерсен класне каймаллаччĕ...
- Пĕлместĕп. Куç хуралса килчĕ. Урама тухрăм та чĕлхе вĕçне тунсăхлă та хурлăхлă юрăсем тĕрткелеме пуçларĕç. Чун кÿтсе çитнĕ самантсенче юрă тус-юлташ пек, çын чĕрине вут хурса чĕртет, ăш-чике хĕсекен тунсăха хăвалать, çутă шанчăк парать. Тăван ялти шкула таврăнмарăм эпĕ. Виçĕ çул Шупашкарта, çĕвĕçсем хатĕрлекен профтехучилищĕре вĕрентĕм. Пионерсен çуртĕнче юрларăм. Каçхи вăтам шкула «пиллĕк» паллăсемпе пĕтертĕм. Яла та манмарăм. Техучилище пуçлăхĕсем мана пысăк хисеп турĕç: хĕрлĕ дипломпа Ленинградри пир-авăр институтне вĕренме кайма направлени пачĕç.
Виçĕ çул хыççăн пурнăç çулĕ мана каллех музыка училищине илсе çитерчĕ. 1986 çулхи кĕркунне пире çаран çинче ешерекен чечексем пек 50 çамрăкран вокал уйрăмĕнче вĕренмешкĕн тăххăрăшне суйласа илчĕç. Манăн вĕрентекен питĕ ырă чунлă узбек хĕрарăмĕ Р.Ахметбекова пулчĕ. Хăй вăхăтĕнче «Шывармань» оперăри Сарпи партине чи малтан юрласа чапа тухнă вăл.
- Ĕмĕт çитрĕ. Тинех чăн-чăн юрăç пулса тăтăн-и?
- Чăн та, виççĕмĕш курс хыççăн Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме пытăм. Çав хушăрах музыка училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухрăм. Патшалăх комиссийĕ консерваторие вĕренме кайма сĕнчĕ. Эпĕ хортах юлтăм.
- Сисмесĕрех хĕр шутне те кĕтĕн ĕнтĕ...
- Училищĕре пĕр ушкăнра вĕренекен Çĕмĕрле район ачине Ю.Унгерова качча тухрăм. Ытарайми ачасем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килчĕç. Вĕсене пула юратнă ĕçе те хăвартăм. Чăваш юррине юратсах 2000 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне вĕренме кĕтĕм. Телейĕ хамран çакăнсах çÿрерĕ тейĕн, вокал класĕнче мана РФ халăх артисчĕ А.Зинкина вĕрентме тытăнчĕ.
- Вĕреннипе кăна çырлахрăн-им?
- Эстрада концерчĕсене хастар хутшăнтăм. Тăваттăмĕш курс хыççăн манăн сасса Чăваш патшалăх академи симфонийĕн капеллинче тĕрĕслесе пăхрĕç те хорта юрлама йышăнчĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕпе Е.Шевелевăпа юнашар лартрĕç. Хыçра - ЧР халăх артисчĕ А.Орлов. Кунтах ЧР халăх артисчĕ Т.Гурьева. Институтра вĕсем çинчен эпĕ рефератсем çырнă, халĕ, акă, пĕр йышра юрăсем шăрантаратпăр. Каярах халăх умне юрă хыççăн юрăпа хортан уйрăм тухма пуçларăм.
- Хисеплĕ ятсем пирки нимĕн те калаçмарăмăр-çке.
- Пысăк сцена çинче 20 çул юрлатăп. Ку ыйтăва мана тăтăшах параççĕ. Манăн кунта Ф.Раневская сăмахĕсемпе хуравлас килет: артистсене виçĕ ушкăна уйăраççĕ. Пĕрисем хисеплĕ ятсене тивĕçнисем, вĕсене влаçрисем те, халăх та юратать. Иккĕмĕшсене ăнсăртран, уйрăмах - юбилей ячĕпе, парса чыслаççĕ. Виççĕмĕшĕсен нимĕнле ят та çук, анчах вĕсене халăх юратать, хисеплет. Эпĕ юлашкисен йышне кĕретĕп пулĕ. Ÿкĕнместĕп. Чăваш тĕнчи çинчен тулли кăмăлпа юрлатăп. Чăваш юррисем - чун киленĕçĕ.
- Тавтапуç. Пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем сунатăп.
Герман ЖЕЛТУХИН.
Комментари хушас