Агроном ĕçĕ - пархатарлă
Хресченшĕн çĕр-анне яланах пурнăç çăлкуçĕ пулнă. Çын çĕре мĕн чухлĕ юратса, чунне парса ĕçлет, вăл ăна çавăн чухлех ырлăх-пурлăх тавăрса парать.
Пирĕн йăхри тăвансем, çав шутра атте-анне те, çĕр ĕçĕпе пурăннă. Атте тата хурт-хăмăр пăхса хамăр тăрăхра чапа тухнă. Колхоз утарĕнче вăл 100 вĕллерен кая мар пыл хурчĕ тытнă. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна «Республикăри чи лайăх хурт-хăмăр ăсти» ятне панă.
Çĕнĕ Эйпеçри пуçламăш, Лаш Таяпари вăтам шкулсенче вĕреннĕ çулсенче эпĕ колхозри пур ĕçре те хутшăннă. Уй-хирте, фермăсенче, йĕтем çинче - çĕр тĕрлĕ ĕç кĕтетчĕ пире. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн, хам та сисмерĕм, салтак ячĕ тухрĕ...
Пурнăçра йăлтах атте каланă пек пулса тухрĕ. Вăл мана ачаран агронома вĕрентесшĕнччĕ. «Агроном - çутçанталăк хуçи», - тетчĕ. Çартан килсен тÿрех Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне çул тытрăм. Ăна лайăх паллăсемпе пĕтерсе агроном дипломĕпе тăван Елчĕк районне таврăнтăм.
Тăватă уйăх «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕнче аслă агрономра ĕçлерĕм. Пĕр канашлура пирĕн «Слава» колхоз председателĕ И.Я.Денисов манпа тĕл пулса калаçрĕ, тăван хуçалăха ĕçлеме пыма чĕнчĕ. Çапла эпĕ хамăр тăрăхра ĕçе кÿлĕнтĕм. Колхозăн тĕп агрономĕпе С.И.Ивановпа хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăм. Хуçалăх çĕрĕсене тĕплĕн тĕпчесе тишкертĕмĕр. Хăш уя мĕн чухлĕ тутлăхлă япаласем - тислĕк, минерал удобренийĕ кирлине палăртрăмăр та вĕсемпе тăпрана пуянлатрăмăр. Лайăх кăпкалатнă çĕрсем çине элита е паха сортлă вăрлăх акнăран пур культура та пысăк тухăçпа савăнтарма тытăнчĕ.
Кун каçа ăçта кăна çитместĕмччĕ-ши? Кампа кăна курса калаçмастăмччĕ-ши? Кашни ялта, бригадăра пулаттăм. Пур çĕрте те ĕç пирки калаçнă, ÿркенмен. Манăн профессипе тÿрремĕн çыхăнман пулин те фермăсемпе витесене кĕрсе тухаттăм. Вĕсенче уйрăмах тислĕке мĕнле упранипе кăсăкланаттăм.
Колхоз председателĕ эпĕ çынсемпе кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр чĕлхе тупма пултарнине асăрхарĕ пулас. Çуркунне, шыв-шур тапранас умĕн, сĕллĕн çĕнĕ йышши Сельма сорчĕ пирки калаçма пуçларĕ. Ăçтан туянмалла-ха ăна? Иван Яковлевич пуçне нумай ватмарĕ: машина çине 4 тонна вика вăрлăхне тиеттерчĕ те, мĕнле те пулин çĕнĕ сорт тупса улăштарма тесе, мана Толя Егоров шоферпа Латви республикине кăларса ячĕ.
Ик-виçĕ çухрăм кайрăмăр-и, манăн шофер шухăша путрĕ. Унтан эпĕ те калаçайми пултăм. Ку ĕçе пурнăçлама питĕ чăнкă пулмалла. Машина тулли викăна каялла турттарса килĕпĕр-и? Канаш хули хыçа юлчĕ - шофер çаплипех чĕнмест. Кун пек чухне мăлатука йывăр, сунтала та çăмăл мар теççĕ мар-и-ха.
Вăрăм çула тухнăскерсем çапла сехет хушши чĕнмесĕр пытăмăр та пуçсене çĕклесе пĕр-пĕрне куçран пăхрăмăр. Сасартăк иксĕмĕр те пĕр харăссăн ахăлтатса кулса ятăмăр. Ăнлантăмăр: Латвине çул уçă.
Çул çинче çил-тăман пĕрре те аптратмарĕ. Икĕ талăкран Вильнюс хулине çитрĕмĕр. Шурă çуртри ялхуçалăх министерствине хамăр ыйтупа кĕтĕмĕр. Шалт тĕлĕнмелле: пирĕнпе пĕр çын та вырăсла калаçасшăн мар. Пÿлĕмсен алăкĕсене хуллен уçа-уçа пăхма тытăнтăм. Чăн та, пĕр пÿлĕмре вырăс сăнлă çутă пит-куçлă арçын ларать-мĕн. Алăка шаккарăм та - кĕтĕм. Пĕчченех. Сывлăх сунтăм. Вăл та сывлăх сунчĕ те ларма сĕнчĕ. Вырăсла калаçать, анчах хуллен. Манăн ыйтăва тимлĕн итлерĕ те çур сехетре веçех татса пачĕ. «Вильнюсран пĕр çирĕм çухрăмри совхозра сире кĕтеççĕ, - кăмăллăн сывпуллашса мана хут татăкĕ тыттарчĕ. - Кунта ăçта, кам патне пымаллине веçех çырнă. Хăюллăрах пулăр. Веçех ок-кей пулать».
Совхозне хăвăрт тупрăмăр. Кунта та пирĕнпе пĕр çын та вырăсла калаçмасть. Вĕсен хăйсен хушшинчи калаçăвĕнчен совхоза вика вăрлăхĕ кирлĕ пулнине чухласа илтĕм. Ку - Турă пулăшни пулнăнах туйăнчĕ. Пуçпа, куçпа, алăсемпе ытларах калаçрăм та - пирĕн ĕçсем пурнăçланчĕç. Сĕлĕ миххисене те машина çине хăйсемех тиерĕç.
Машинăра икĕ талăк тылланса килнĕрен самай ывăннăччĕ. Поселокри хăна çуртне кайса выртас терĕмĕр. Кунта та вырăсла калаçмаççĕ. Куçран кăн-н пăхрĕç те сĕтел çинчи «Пушă вырăнсем çук» тесе çырнă хута тĕллесе кăтартрĕç. Мĕн тумалла? Эпĕ Тольăпа чăвашла хыттăн калаçма пуçларăм. Илтеççĕ иккен. Хăш халăх каччисем пулнине ыйтрĕç. Темиçе минутранах пĕр пушă пÿлĕм алăкĕсем пирĕн валли уçăлчĕç.
Пĕр эрне хушшинче, 1977 çулхи мартăн 8-мĕшĕ тĕлне, эпир Лаш Таяпара вырнаçнă «Слава» колхоз правленийĕ умне çитсе чарăнтăмăр.
Инкеке кĕтмеççĕ, вăл хăй çулĕпе хăех çÿрет теççĕ. Сĕлĕ вăрлăхне çуракиччен кĕлете хума колхоз ертÿçисемпе пĕрле кайрăмăр. Йĕри-тавра савăнăçлă йыш. Пĕрремĕш миххе питĕ хумханса салтрĕç. Анине уçса виççĕн-тăваттăн аллисемпе тытса пăхрĕç те пĕççисене çат! çапрĕç: «Эй, ача-пăча! Мĕн ку? Вăрлăх мар, сĕлĕ хывăхĕ тултарса янă?» Мана пурте сивĕ куçпа пăхаççĕ. Пирĕн енче çĕнĕ сорта никам та курман-çке, палламаççĕ. Уйăх ытла пусăрăннă кăмăлпа çÿрерĕм. Çапах çуракинче çĕнĕ сорта 20 гектар çине акса хăвартăмăр. Кĕркунне кашни гектартан 30 центнера яхăн пухса илтĕмĕр. Акă сана сĕлĕ хывăхĕ!
Тепĕр çул мана Рязань облаçне сухан вăрри туянма ăсатрĕç. «Хăть çурăлса кай, пурпĕр икĕ тонна вăрăсăр ан таврăн», - тилмĕрнĕ пекех ыйтрĕ Иван Яковлевич.
Лаша та такăнмасăр чупаймасть те, Рязане çитесси 50 çухрăм пек юлсан, бензин сахалланнине сисрĕмĕр. Пĕр 30 çухрăм кайрăмăр, машинăна нихăш станцире те бензин тултарса памаççĕ. Аптрамалла. Хулана кĕрес умĕн пĕр машина та тăман станцине çаврăнса кĕтĕмĕр те грузовика унăн чÿречипе тĕлме тĕл лартрăмăр. Эпĕ бензин тултаракансен пÿлĕмне утрăм. Алăка питĕрмен иккен. Шаккаса кĕтĕм. Пÿлĕмре икĕ хĕрарăм кантăкран пăхса тăраççĕ. Сывлăх сунтăм. Хама вăрçма çеç мар, кăшкăрса пăрахасса кĕтнĕччĕ. Чĕнмерĕç.
- Мана 20 литр та пулин бензин тултарса памăр-ши? - ыйтрăм эпĕ.
- Эсĕ Чуг номерлĕ машинăран вĕт? Чăваш тăрăхĕнчен-и? - ыйту çине ыйту пачĕ çамрăкрах хĕрарăмĕ. - Хăш районсем вара?
- Елчĕксем эп. Тутарсем енчен. Чикĕре.
- Эпĕ - Пăвасем. Пĕр енчен. Пĕр сывлăша сывласа ÿснĕ.
Эй, тĕнче! Турăçăм! Ентеш хĕрарăм пирĕн бака та, канистра та бензин тултарса пачĕ. Тепĕр кунхине 2 тонна сухан вăррине тăван колхоза илсе çитертĕмĕр.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче «Слава» вăйлă хуçалăхчĕ. Усă куракан çĕрсем 5834 гектар, сухалакан çĕрсем 5541 гектар йышăнатчĕç. Çичĕ ялти колхозниксене 5 бригадăна пĕрлештернĕччĕ. Хуçалăхра 68 трактор, 66 автомашина, 19 комбайн пулнă. Тĕрлĕ йышши техника - 200 ытла.
Чунра - хавхалану. Çĕршыв çыннисем тĕнче уçлăхĕнче хуçаланаççĕ, юханшывсене, тинĕссене, океансене пăхăнтараççĕ, çĕр айĕнчен нефтьпе газ кăлараççĕ, çăкăр вара яланах çăкăр шутланать.
Аслă та хăватлă пирĕн тăрăхри чăваш çĕрĕ! 80-мĕш çулсем тĕлне вăл 4 наука докторĕпе кандидачĕ çитĕнтернĕ. Кунтан 79 учитель, 54 инженер, 32 агроном, 32 врач, 14 зоотехник, Антарктида пăрĕсене парăнтаракан, юристсемпе экономистсем, çар çыннисем тухнă.
1978 çулхи кĕркунне мана колхозра партком секретарьне суйларĕç. Мĕн чухлĕ хаçат-журнал, кĕнеке вуламарăм-ши? Халăх ĕçлекен вырăнсенче яланах калаçу ирттернĕ. Çав çулсенче колхоз çыннисемпе тата çывăхлантăм. Хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ яланах тĕп вырăнта пулнă.
Тăватă çултан районти ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче вăй хума чĕнсе илчĕç. Ĕçе анлă шухăш-ĕмĕтсемпе кÿлĕнтĕм. Уй-хирĕсем те куç умĕнче, ялсене асфальт çулсем саратпăр, пур çĕрте те стройка ĕçĕсем пыраççĕ...
1986 çулта кĕрхи пĕр каçхине килте телефон сасси янăраса каять: «Пушар! Чкалов ячĕллĕ колхозра тин ĕçе кĕртнĕ вите çунать. Пĕр ĕне те тухайман!..» Пĕтрĕ пуç! Вырăна çитсен çакă палăрать: вут-çулăм ăратлă 30 ытла ĕнене вĕлернĕ. Пурте пĕтĕ пулнă. Хÿтлĕх оборудованийĕ ĕçлесе каяйман та пурне те - электроток çапнă. Прокуратура колхоз пурлăхне пысăк сиен кÿнĕшĕн явап тыттарма уголовлă ĕç пуçарать.
Айăплисем шырамасăрах паллă. Стройкăри йăнăшшăн йышăну комиссийĕн председателĕ пулнă çын - эпĕ тата комисси членĕсем. Ĕçĕн статйи хăрушă - нумай çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Эпĕ хамăн айăпа тÿрех йышăнтăм.
Мăшăрпа ачасене хытă шеллеттĕм. Мĕн чухлĕ куççуль юхрĕ. Следстви палăртнă пысăк тăкаксене эпир пурте икĕ талăкра саплаштартăмăр та прокуратура уголовлă ĕçе чарса лартрĕ. Çапах та хăрушă инкек çÿçе кăвакартрĕ, чĕрене хăвăрт-хăвăрт таптарчĕ.
1990 çулта мана «Слава» колхоз председательне суйларĕç. Ĕçлеме йывăр пулин те нихăш енĕпе те кая юлса пымастăмăр. 1995 çулта çĕрулми уйрăмах ăнса пулчĕ. 180 гектар лартнăччĕ. Тухăçĕ вăтамран 250 центнерпа танлашрĕ. Çĕрулмине ниçта хурса пĕтерейместпĕр. Шупашкарти предпринимательсем Муса ятлă хитре те сăпайлă бизнесменпа паллаштарчĕç. Куçĕнченех паллă: панă сăмаха тытакан арçын. Часах усламçăпа Чечняна ултă вакун çĕрулми ăсатма, лерен выльăх-чĕрлĕх валли виçĕ вакун комбикорм ярса пама килĕшÿ турăмăр. Çĕрулми тиенĕ вакунсем хăвăрт кайрĕç. Кăшт тăхтасан Çурçĕр Кавказ енчен икĕ вакун комбикорм çитрĕ те пирĕн çыхăнусем татăлчĕç.
Намăс вĕт. Колхоз çыннисен умне курăнма вăтанатăп. Чуна хытарса хамăн бизнесмена шыраса тупрăм. Вăл сăнран пăхсах мана ăнланчĕ. Хăйĕн те тăван киле çитсе курмалла тесе мана та вутри Чечняна пыма чĕнчĕ.
Çитрĕмĕр вĕт. Аргун текен тем çÿллĕш сăрт-тусем хушшинче вырнаçнă Шали районне çитсе чарăнтăмăр. Ку тăрăхра Раççейпе Чечня вăрçи пырать-мĕн. Пĕлнĕ-ха, анчах шухăшпа вăл çапла тесе куç умне кăларман вĕт. Мусапа темиçе сехетлĕхе çеç уйрăлтăмăр, мана Дудаевăн çывăх юлташĕн Басаев ушкăнĕнчи хĕçпăшаллă çынсем çавăрса илчĕç. «Эй, чăнкă вырăс ачи! Мĕн ĕçпе çÿретĕн?» - кăшкăраççĕ автоматсемпе тĕллесе. Эпĕ кĕсье телефонĕпе Муса тетĕшĕпе /вăл ун чухнехи правительствăра министрччĕ/ калаçаттăм. Вĕсем пирĕн калаçăва итлерĕç-итлерĕç те айккинелле пăрăнчĕç.
Çав кунах Мусапа унăн юлташĕсем мана элеватора лартса кайрĕç. Хыçран хĕçпăшаллă çынсем сыхласа пычĕç. Чăн та, элеваторта пĕр вакун комбикорм тиерĕç те вакун алăкĕсене пичетлесе илсе, тĕп чукун çул çине лартрĕç.
Таврăнма питĕ йывăр пулчĕ. Пур çĕрте те снарядсем çурăлнăран самолетсем ниçта та вĕçмеççĕ. Тахăш самантра пĕр самолета Йошкар-Олана вĕçсе тухма ирĕк панă иккен. Унпа аран-аран ларса килтĕм.
Чăнах та, темиçе кунран комбикорм тиесе ăсатнă вакун Канаша çитсе чарăнчĕ. Çапла чипер пурнăçрах пăшăрханмаллисем тупăнсах пыраççĕ-çке. Курманнине куртăм ĕнтĕ, илтменнине илтрĕм, пĕлменнине пĕлтĕм. Тăван халăхăмпа пĕрле пурăннăçемĕн пурăнассăм килет.
ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ
Владимир ВОРОБЬЕВ каласа панине
Герман ЖЕЛТУХИН çырса илнĕ.
Комментари хушас