Герман ЖЕЛТУХИН

1 Юпа, 2014

Юрлакан чÿре тата чун

Мĕншĕн чуна çывăх, мĕншĕн килĕшеççĕ пире Юрий Жуковăн лирикăллă юррисем? Çепĕçлĕхĕпе, тасалăхĕпе тата тирпейлĕхĕпе. Ытарайми ĕлккенлĕхĕпе, чĕрене çемçен сĕртĕнекен çемĕсемпе тыткăнлаççĕ вĕсем. Юрăсенче ырă савăнăçпа çăмăл куляну, йăваш эрлĕхпе телейлĕ хĕпĕртев, ÿкĕнÿ çеç айккинче тăрса юлать.

27 Çурла, 2014

Филипп Лукин пил панă

Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ Гурий Федорович Алексеев 200 ытла юрă çырнă. Вăл композитор, баянист тата педагог. Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн 2-мĕш фестивалĕн лауреачĕ, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ.

18 Утă, 2014

Асăмри Кронид Прокопьев

Хаçатри сăн ÿкерчĕк - пурнăçри пĕр самант, уйрăм çынпа е ушкăнпа пурнăç илемĕпе тата тасалăхĕпе пĕр пĕтĕмленнĕ курăмлă чăнлăх. Кирек мĕнле вулакан та алла хаçат тытсан чăн малтан сăн ÿкерчĕксене пăхать, хак парать. Камсем унта? Клише айне мĕн çырнă?

25 Çĕртме, 2014

Чăваш ĕçĕпе пурăннă...

1987 çулхи çу уйăхĕнче мана, нихçан парти ретĕнче пулман журналиста, Чул хулана партин аслă шкулне пĕр уйăхлăха вĕренме ячĕç. "Кайса кан, телейлĕскер", - тесех ăсатса ячĕç "Тăван Атăл" журналта пĕрле ĕçлекен юлташсем.

Pages