Вĕсем пек пуласчĕ
"Тепĕр 10-15 çултан-и? Пурнăçа никам та пĕлмест. Эпир çакăнта хуларан ахальтен куçса килмен вĕт. Пурнăçра нимĕн те ахаль пулса пымасть. Яла çухатма кирлĕ маррине патшалăх та ăнкарĕ. Хулара юлнă ачасем пиртен тĕслĕх илмĕç тетĕр-и? Илмелле. Ватăлнăçемĕн ăс-хакăл, тĕнчекурăм улшăнать", - терĕ Тăвай районĕнчи Лачкассинче пурăнакан Надежда Геннадьевна Лепилина. Çирĕп шухăшлă хĕрарăмăн сăмахĕсем хавхалантарчĕç. Вăл пурнăçра тем те курнă. Тĕрлĕ вăрă-хурахпа куллен кун курнăçма, калаçма тÿр килнĕ унăн.