Юрлакан чÿре тата чун
Мĕншĕн чуна çывăх, мĕншĕн килĕшеççĕ пире Юрий Жуковăн лирикăллă юррисем? Çепĕçлĕхĕпе, тасалăхĕпе тата тирпейлĕхĕпе. Ытарайми ĕлккенлĕхĕпе, чĕрене çемçен сĕртĕнекен çемĕсемпе тыткăнлаççĕ вĕсем. Юрăсенче ырă савăнăçпа çăмăл куляну, йăваш эрлĕхпе телейлĕ хĕпĕртев, ÿкĕнÿ çеç айккинче тăрса юлать. Сăмахĕсенче те, кĕввинче те çут çанталăк ÿкерчĕкĕсем, тăван тавралăхри ялсем, вăрмансемпе уй-хирсен, вĕтĕ-вĕтĕ хумлă юхан шывсемпе шăнкăр-шăнкăр çăл куçсен тĕрри-эрешĕ палăрса тăрать: пĕр чарăнми юрлас килет!
Светлана Асаматăн "Тăван кил ăшши", Игорь Майковăн "Лартрăм чечексем эп çуркунне", Василий Прохоровăн "Вăй выляççĕ шевлесем", Юрий Сементерĕн "Шăнкăр-шăнкăр çăл куç", Ольга Тимофеевăн "Авăтать куккук", Лидия Туктинан "Вĕçсе кайсассăн кайăксем" сăввисемпе çырнă юрăсем радиопа телекурав передачисенче час-часах пулаççĕ.
Юрий Нестерович Жуков 1950 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Янăм ялĕнче çуралнă. Пысăк çемьере ултă ывăлпа пĕр хĕр ача çитĕннĕ. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкулти виççĕмĕш класа çÿренĕ чухнех вăл хут купăспа чăваш ташшин кĕввине калама пĕлнĕ. Çĕпĕрте шахтăра ĕçленĕ аслă пиччĕшĕ Микула ăна пĕр сăмахсăрах çĕнĕ купăс туянса парать. Икĕ çул та иртмест, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçлекен тепĕр пиччĕшĕ Геннадий баян парнелет. Юра ачаранах кĕвĕ-çемĕ ăнкарăвĕ вăйлă пулнипе палăрнă: кирек мĕнле кĕвве те пĕрре илтнипех калама пултарнă. Чирĕккассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче вăл ачасен пултарулăх ушкăнне хăех ертсе пынă, районти смотрсенче яланах çĕнтернĕ. Нотăсем те вуланă, сăвăсем çырнă...
Юрий Жуковпа эпĕ 1967 çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче паллашнăччĕ. Виçĕ çул Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă хыççăн Шупашкара, Чăваш педагогика институтне вĕренме таврăнтăм. Хулара университет уçăлнă, пирĕн историпе филологи факультетне унта куçарнă иккен. Çапла эпĕ университетра вырăс тата чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕн 2-мĕш курсĕнче вĕренме пуçларăм.
Студентсен пурнăçĕ – савăнăçлă вăхăт. Пĕрле вĕренекенсем пурте çамрăксем, пĕри те çарта пулман. Пурте маттур, пултаруллă, лайăх вĕренеççĕ. Занятисем хыççăн репетицие пухăнаççĕ, концерта хатĕрленеççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ. Баянисчĕ – пединститут студенчĕ Юрий Жуков пулчĕ. Вăл пирĕн ушкăна хăй ирĕкĕпе пулăшма килĕшнĕ иккен. Пĕрре тĕл пулсанах манăн сасса тĕрĕслесе пăхрĕ, тÿрех юрлакансен ретне тăратрĕ.
Çĕнĕ çул уявĕнче юрлама çар юрри те суйласа илчĕç. Пуçларăмăр юрлама. Хамăр та сисетпĕр, уçăмлă тухмасть. Чылайăшĕ сăмахĕсене те пĕлмест. Баянист юрă вĕрентме те ăста иккен. Пачах тарăхмасть, йăл кулса илет, тăсать те тăсать баяна.
Малтан эпир салтаксем пек вырăнта утса юрларăмăр, вĕренсе çитсен малалла хускалса кайрăмăр. Сехет те иртмерĕ, юрă çав тери селĕм янăрама тытăнчĕ. Коридорта иртсе çÿрекенсем пирĕн аудитори алăкĕ умĕнче чарăнса тăраççĕ, тĕлĕннипе пуçĕсене пăркалаççĕ.
Нихçан ывăнма пĕлмен баянист ертсе пынипе пирĕн хор Шупашкарти клубсемпе общежитисенче, тĕрлĕ районти ялсенче концертсем кăтартрĕ. Мĕн тери пысăк пуçарулăх! Пĕррехинче Чăваш патшалăх университечĕн акт залĕнче студентсен юрри-ташшине пăхакансен хушшинче Чăваш халăх поэтне Петĕр Хусанкая асăрхасан, пĕтĕм чун-чĕререн савăннăччĕ эпир. Сцена çинчех пăшăл пăтти пĕçерме пуçларăмăр.
Хăйĕн "Чечеке ларсассăн çĕмĕрт" пĕрремĕш юррине те Юрий Жуков çав çулсенче кĕвĕленĕччĕ. Сăввине пирĕн ушкăнра вĕренекен Элĕк каччи Егор Ярдыков çырчĕ. Илемлĕ юрă.
1971 çулта пулас композитор пединститутăн музыкăпа педагогика факультетĕнчен вĕренсе тухать, çара каять. Салтаксен юрăпа ташă ансамбльне ертсе пырать.
Çулталăкран Юрий Нестерович çартан таврăнать, Етĕрне хулинчи шкулсенче ĕçлет. 1973 çулта Муркаш салине куçса каять, ачасен музыка шкулĕнче ĕçе кÿлĕнет. Виçĕ çултан вăл кунти вăтам шкулта музыка учителĕнче ĕçлеме пуçлать, учительсемпе вĕренекенсен тата Культура çуртĕнчи пултарулăх коллективĕсене ертсе пырать. Вĕсем районти халăх пултарулăхĕн фестивалĕсемпе смотрĕсенче çуллен малти вырăнсене йышăнаççĕ. Культура çурчĕн "Шурăмпуç" юрăпа ташă халăх ансамблĕ республикăри халăх пултарулăхĕн 2-мĕш телефестивалĕн лауреачĕ ятне тивĕçет.
Юрий Жуков пĕрремĕш юрă çырнăранпах кĕвĕ-çемĕ тĕнчинче пурăнать, çĕнĕрен çĕнĕ юрăсем кĕвĕлет. Паллă сăвăçсемпе туслашать, çепĕç сăмахсемлĕ те тарăн шухăшлă сăвăсем суйлать. Юррисене халăх умне кăларма васкамасть, чунне хытарса улăштарать, эреветлĕ çаврăмсем кĕртет. 1980 çулсем вĕçĕнче кăна вăл хăйĕн пирвайхи хайлавĕсене паллă юрăçсене парать. "Чечеке ларсассăн çĕмĕрт" юррине те чи малтан Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн юрăçисем Светлана Бубновăпа Римма Шикирова пысăк сцена çинчен шăрантараççĕ.
– Сăвă килĕшрĕ пулсан илемлĕ юрă çуралать, – хăйĕн вăрттăнлăхне уçать Юрий Нестерович. – Тарăн шухăшпа пурнăçри, çут çанталăкри ÿкерчĕксем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юрă халăх чунне тыткăнлатăр, ăна йышăнтăр, юрлама пуçлатăр. Кĕвĕри çĕнĕлле çаврăмсем те эреветлĕ туйăмсем вăратчăр.
Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн артис-
тсен репертуарĕнче атте çинчен пĕр юрă та çукчĕ. Çакăн пирки Лидия Туктина сăвăçпа калаçрăм. Чăн та, вăл манпа килĕшрĕ. Эрне те иртмерĕ, мана "Аттене чунра упратăп" сăвă çырса та пачĕ. Эпĕ те çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕнтĕм. Тепĕр эрнерен ăна Виталий Петров юрăçă чăваш халăхĕ патне çитерчĕ. Шухăша яракан юрă пулчĕ. Тата иккĕшĕ те ашшĕсене пĕчĕкле, пиллĕкре çухатнă-мĕн...
Иртнĕ ĕмĕрти тăхăр вуннăмĕш çулсенче Юрий Жуков çырнă "Юратнă, кăмăллă аннем", "Тавах сире, атте-аннем", "Хĕрарăм куççулĕ", "Чунăма ан хускат", "Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет", "Мана çеç парнеле", "Пурнăç çулĕ такăр мар" юрăсене чăваш тĕнчинче пур çĕрте те юрлама пуçлаççĕ. Вĕсем уçă та çепĕç лирикăллă, ирĕк сывлăшпа шăранаççĕ. Композитор хăйĕн юррисенче пултарулăхĕнчи чи лайăх енĕсене аталантарать. Вĕсем чăваш халăхĕн юратнă юррисем пулса тăчĕç.
"Юрий Жуков композиторăн пултарулăхĕ чăвашсен музыка культуринче паллă вырăн йышăнать, – хак парать ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Николай Зимин музыковед. – Чăннипех юрлакан чĕре тата чун. Кăмăла хускатакан юрăсем парнелет тăван халăха". Хавхалантаракан сăмахсем ĕнтĕ. Вĕсем халăх юррисем евĕр пулса кайнă та пирĕнпе юнашар пыраççĕ, халĕ эпир юрлатпăр, каярахпа ачасемпе мăнуксем шăрантарĕç. Çапла пултăр!
Композиторăн канăçсăр ĕçĕ çинчен те темиçе сăмах калассăм килет.
Шăнкăр-шăнкăр çăл куç,
Кăмăла эс ан хуç
Çурхи каç кĕввине каласа...
Юрий Сементер сăввипе çырнă çак юрра Чăваш Енре çирĕм çул ытла юрлаççĕ ĕнтĕ. Илĕртÿллĕ кĕвĕ, асра юлакан сăмахсем.
"Сăвва çыртăм та пĕр эрне хушшинче Филипп Лукина, Виктор Ходяшева, Тимофей Фандеева – пурĕ çичĕ композитора кăтартрăм, – аса илет халĕ Юрий Семенович. – Ăнсăртран урамра Юрий Жуков тĕл пулчĕ. – Шăкăл-шăкăл калаçса кайрăмăр хайхи. Калаçу вĕçĕнче вăл манăн пĕр-пĕр сăвăпа юрă çырас кăмăлĕ пурри çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ ăна пĕр сăмахсăрах çак сăвва тыттартăм. Тĕлĕнмелле ăслă-тăнлă йĕкĕт иккен! Йывăç сулхăнне пăрăнса кĕрсе, сăвă йĕркисене тимлĕ вуласа тухрĕ те мана тав турĕ.
Хăйне евĕр композитор вăл. Хăйĕн сасси. Сăвăç мĕн калас тенине тÿрех тавçăрса илнĕ-çке-ха. Çĕр каçа çывăрман, юрă кĕвĕленĕ. Тепĕр кунхине ирхине Муркашран каллех Шупашкара килнĕ, Зоя Лисицина юрăçа шыраса тупнă. Çапла "Шăнкăр-шăнкăр çăл куç" Чăваш Енре хăйĕн сассине пачĕ. Ун хыççăн унпа "Йăл кулсам, савниçĕм" тата ытти юрăсем çыртăмăр.
Юрий Жуков – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, учитель-методист. Вăл 200 ытла юрă кĕвĕленĕ, вĕсем пурте тенĕ пекех Чăваш радио фондĕнче упранаççĕ. 2006 çултанпа Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче унăн юррисемпе илемлетнĕ В.Лекановăн "Юратсан юрлас килет" спектакльне кăтартрĕç. Халĕ Юрий Нестерович районти пĕрлештернĕ хора ертсе пырать тата Муркашри культура çуртĕнчи ветерансен хорĕн илемлĕх ертÿçи. Кăçал хор районти пур яла та çитме ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ юрăсем те кĕвĕлет. Çыру сĕтелĕ çинче Петр Михайловăн "Телей пăрăнчĕ манран", Лидия Туктинан "Çеçпĕл çеçкисем", Игорь Майковăн "Эп çухатрăм сана" сăввисем выртаççĕ. Шанас килет: илемлĕ юрăсем пулĕç. Турă пулăштăр, юлташăм!
Герман ЖЕЛТУХИН.