- Чăвашла верси
- Русская версия
Филипп Лукин пил панă
Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ Гурий Федорович Алексеев 200 ытла юрă çырнă. Вăл композитор, баянист тата педагог. Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн 2-мĕш фестивалĕн лауреачĕ, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ.
Вăл 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Пăрăнтăк ялĕнче çуралнă. Вăрçă ачи. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Яманакра пурăнакан çывăх тăванĕ Евдокия Захаровна Захарова патĕнче иртнĕ. Малтан çак ялти 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ.
Савăнăç арчи
Кĕвĕ-çемĕ ăнкарулăхĕ ача чухнех палăрнă. Купăспа калама вĕреннĕ. Йăмра туратĕнчен ăсталанă шăхличпе хитре шăхăртнă.
Гурий мĕн ачаран спортпа туслă пулнă. Хоккейла вылянă, çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусенче палăрнă. "Тарзан" кино курнă хыççăн çÿллĕшне шăчăпа сикессипе ăмăртма пуçланă. Хăйне те паян кунчченех ялта пĕр ÿсĕмри çынсем "Тарзан" тесе чĕнеççĕ.
Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне вăл Яманакри ăстаçăсенчен çырмари кăвак тăмран шăхличĕ тума вĕренет. Шăхличсем типсе çитсессĕн вучахри кăварпа хĕртсе хытарать. Унтан сăмалапа сĕрсе тухать, акварельпе сăрласа илемлетет. Вара тин тăм шăхличсем чÿрече янахĕ çинче пĕр каçлăха вырăн йышăнаççĕ. Ирхине ăстаçă шăхличсене вĕрсе кĕвĕ каласа тĕрĕслет. Вара хаçатпа чĕркесе чăланти арчана хурать.
– Савăнăç арчи питĕ пулăшрĕ, – ачалăха аса илет халĕ Гурий Федорович. – Арчари шăхличсене ярмарккăсенче сутаттăм. Ача-пăча амăшĕсемпе пĕрле тем вăрăмăш черет тăратчĕ. Шăхлич сутса Красноармейски вăтам шкулĕн 8-мĕш класне вĕренме кайма 45 тенкĕлĕх костюм туянтăм.
Малтанхи утăмсем
Шкул – иккĕмĕш кил. Епле чун туртать унта! Кашни кун çĕнĕлĕх ытамне лекетĕн. Вуланăçемĕн вулас килет, веçех пĕлес килет. Тăрăшса вĕренет Гурий. Тăххăрмĕш класра хăйсен ял хĕр ачи Зина Терентьева ăна балалайкăпа такмаксем каласа кăтартать. Гурий те хăвăртах пăнтăртатма тытăнать. Çапах çав çулсенче музыка инструменчĕсем туянайман пирки лайăх калама вĕренеймест. Çитменнине тата Яманакри паллă ăсчах Иван Анисимович Патмар тĕл пулмассерен алла аттестат илсенех çар училищине вĕренме каясси çинчен аса илтерсех тăрать.
Ăса пула инкек
Ăмăрт кайăк та хĕвелтен çÿлерех вĕçеймест çав. 1956 çулта Гурий вăтам шкул пĕтерет те Вольскри авиатехниксен çар училищине вĕренме кĕрет. Чăваш юррисемшĕн, кĕвви-çеммисемшĕн хытă тунсăхлать курсант. Иккĕмĕш курсра унăн аллине хут купăс лекет.
Икĕ-виçĕ уйăх та иртмест, пĕрле вĕренекен Çĕпĕр вырăсĕ Петр Агафонов ăна нотăсем вулама вĕрентсе хăйĕн баянне тыттарать. Акă вăл пĕтĕм тунсăха манăçтаракан чун киленĕçĕ!
Училище хыççăн çамрăк офицер 1959-1965 çулсенче Кольски çур утравĕ çинчи çар чаçĕсенче хĕсметре тăрать. Ĕçре пурте йĕркеллĕ. Анчах ăшра, чунра кунĕн-çĕрĕн кĕвĕ-çемĕ. Ĕçе пуçăнсан пирвайхи çулах баян, аккордеон, гитара туяннă. Кĕвĕсен вăрттăнлăхĕсене чухлать ĕнтĕ. Анчах Совет Çарĕн офицерĕсене музыка вĕрентекен аслă шкулсене йышăнмаççĕ. Çапла çул хыççăн çул вĕçсе иртет. Ăста вăйăçа тĕрлĕ хуласене ĕçе йыхравлаççĕ. "Çамрăклăхри пĕтĕм ĕмĕтĕм, хĕрÿлĕхĕм сÿнет-ши? Мĕн тумалла?" Аслă лейтенантăн çурăлса кайма юрамасть. Чаçри аслă командирсем те ăна ăнланаççĕ, юлташла калаçаççĕ, саппаса тухма канаш параççĕ...
1966-1967 çулсенче Гурий Алексеев Ленинград облаçĕнчи Луга хулинчи юрăпа ташă ансамблĕн концертмейстерĕнче ĕçлет. Концертсемпе ялтан яла, хуларан хулана Латви Республики таранах çÿрет. Халăха савăнăç кÿресси мĕн тери пархатарлă та ырă иккен. Халĕ тата вĕçе-вĕçĕн Чăваш Ене таврăнма чĕнекен çырусем килеççĕ. Хуть çу пар, хăта, хуть пыл, кил шухăшĕ ÿкрĕ пил çине теççĕ-çке. Çул – пĕр тăхтаса тăмасăр – Трак ен тăрăхне.
Юрă-кĕвĕ ытамĕнче
"Ытарайми тăван ен! Йышăнсам хресчен ачине"... Гурий Федорович Красноармейски районĕнчи культура çуртĕнче баянистра ĕçлеме пуçлать. Пур çĕрте те тăван чĕлхе сасси кăмăл-туйăма ачашлать. Чăтаймасть вăтăр çулти вăйăçă чĕри – Шупашкара каять те Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине куçăн мар майпа вĕренме кĕрет. Çамрăксемпе малтан Рем Жуковский, каярахпа Аркадий Чернов патĕнче ăс илет, ăсталăхне малалла туптать. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа Георгий Ефимовăн "Савнăç курать савакан" сăввипе пĕрремĕш юрă кĕвĕлет. Ăна вăл тÿрех Филипп Лукин композитора кăтартма унăн хваттерне çĕклесе каять.
– Филипп Миронович ăшшăн кĕтсе илчĕ, – аса илет халĕ Гурий Алексеев. – Мана палларĕ. Училищĕре темиçе хутчен курса калаçнă. Кашни сăмах урлă "ентешĕм те ентешĕм" терĕ. Чей ĕçме лартăмăр. Вăл манăн пурнăç çулĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Калаçу вĕçленсен çеç сăвăпа паллашрĕ. Вара тин нотăсене çĕклесе пианино умне ларчĕ.
Паллă композиторăн кашни сăмахĕ ылтăн пулчĕ. Вăл уйрăмах чăваш кĕвви-çеммин илемĕпе тасалăхĕ çинчен асăрхаттарчĕ, юрăри йăваш вырăнсене палăртрĕ. Тухăçлă ĕçлеме пил пачĕ...
Гурий Федорович Красноармейски салинче культура çуртĕнче хорпа ĕçлеме пуçлать. Кунта пулас мăшăрĕпе Вера Филипповнăпа паллашать. Гурий Федоровича Красноармейски музыка шкулĕн директорне лартаççĕ. Хор коллективĕ "халăх" хорĕн ятне тивĕçет. Çав хушăрах вăл Яманакпа Супар ялĕсенчи хорсене те пулăшать. Вĕсем те тĕрлĕ смотрсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ. Хорсем Гурий Алексеев çырнă "Кĕтетĕп çăлтăрсем çинче", "Хурланса юлаççĕ хурăнсем", "Кĕтрĕм-çке сана ирччен", "Хĕр тунсăхĕ" тата ытти юрăсене шăрантараççĕ.
Кăнар – илем тĕнчи
1975 çулта Алексеевсен çемйи нефть уçлакан "Тиньговатово" станци чĕннипе Кăнар поселокне куçса пырать. Кунта Çĕрпÿри музыка шкулĕн филиалне уçмалла-мĕн. Тĕлĕнмелле хитре тавралăх тыткăнлать композитор чун-чĕрине. Хутăш вăрман, çеремлĕ çырмасем, пĕвесем. Ку вырăна ĕлĕк-авалах Кăнар тесе ят панă. Çĕрпÿ ярмăрккине çÿрекен çул çинче вырнаçнă вăл. Сĕвек тăвайккине тулли лавсем аран-аран хăпарнă. Ямшăксем ывăннă лашисене: "Канар, канар!" – кăшкăрнă. Хĕрĕх çул пурăнать ĕнтĕ Гурий Федорович Кăнарта. Канмасть, ырми-канми ĕçлет.
Мĕнле кăна ĕç шанса паман-ши ăна? Вăтам шкул директорĕ пулнă, Çĕрпÿ районĕнчи культура пайне ертсе пынă, военрук, шкулти ОБЖ преподавателĕ... Кăнарти культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ чухне тĕрлĕ кружоксем уçнă, кăсăклă мероприятисем, кану каçĕсем, дискотекăсем йĕркелесе ирттернĕ. Хĕрĕхре Хусанти патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ, ăнăçлă пĕтернĕ. Пушă вăхăтра çывăхри вăрмансене кăмпана çÿрет, мăйăр татать, пĕвесенче пулă тытать. Пур ĕçе те юратса, тÿрĕ кăмăлпа тăвать.
Çемьере виçĕ ывăл ÿсет. Пурте пĕрле пахча çимĕç лартса тăваççĕ. Хресчен ĕçĕ – шăл çемми. Пушă вăхăтра пĕрле юрлаççĕ, тăван тавралăх илемĕпе киленеççĕ.
Гурий Федорович сăвăсем те çырать. Вĕсен сăмахĕсемпе 50 ытла юрă кĕвĕленĕ. Унăн çепĕç юррисене Лариса Васильева, Галина Смирнова, Ольга Прокопьева, Василий Раймов, Валерий Семенов, Галина Краснова, Михаил Семенов юрлаççĕ. Инструментпа калама кĕвĕленĕ произведенийĕсене Чăваш Енри оркестрсем хăйсен репертуарне кĕртнĕ. 1998 çулта "Юрла, тăван" кĕнеке кăларнă. Юрий Сементер, Василий Давыдов-Анатри, Александр Ильин, Николай Карай, Гурий Дубров, Николай Янкас сăвăçсемпе тачă çыхăну тытать. Темиçе çул каяллах çамрăк армеецсем валли "Статен и строен – уваженья достоин" методика пособийĕ çырса хатĕрленĕ. Çуллен мăшăрĕпе "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестивале хутшăнаççĕ, малти вырăнсем йышăнаççĕ. Юлашки виçĕ çулта умлă-хыçлăн Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Мая Егорова унăн юррисемпе ача-пăча юрăçисен республикăри "Мехел" телеконкурсĕнче лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Кăçал вăл Чĕкеç Люççин сăмахĕсемпе çырнă "Янăра, чăваш юрри" юрра шăрантарнă.
– Ырă та илемлĕ кĕвĕ-çемĕ, юрă çырма чунри киленĕç, çемьери лăпкă та килĕшÿллĕ пурнăç кирлĕ, – шухăшне пĕтĕмлетет Гурий Федорович. – Кĕвĕ-çемĕ çыннăн чунне витертĕр, тыткăнлатăр...
Композитор паян та сĕтел хушшинче ĕçлесе ларать. Кĕçĕн ывăлĕпе – Чăвашрадиора сасă режиссерĕнче тимлекен Федор Гурьевичпа – Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" романĕ тăрăх опера çыраççĕ. Ăнăçу сунатпăр!
Герман ЖЕЛТУХИН.
Комментари хушас