Хресчен хуçалăхĕ - тĕнче умĕнче

3 Юпа, 2015

1984 çулта Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра Аркадий Айдак пуçарнипе «Ĕлĕкхи хресчен кил-хуçалăхĕ» музей комплексĕ тума пуçланă. Пÿртне, кĕлечĕ-хуралтине, лаçне, мунчине, картишне, çатан картине... майласа лартаççĕ. Колхоз председателĕн çумĕпе Н.Сапожниковпа ялти шкул учителĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ П.Яжейкин ялсем тăрăх килтен киле çÿресе XIX ĕмĕрти савăт-сапана, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре пухма тытăнаççĕ. Н.Сапожников Красноярск крайĕнчен пĕр михĕ кантăр вăрри турттарса килнĕ. Музейĕн 1 гектар çĕр пур. Унта колхоза килекен хăнасене истори чăнлăхне кăтартма кантăр, кишĕр, купăста, сухан, петрушка, укроп ÿстерме пуçланă. Çĕрулмие пирĕн тăрăхра иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче кăна лартса тума вĕреннĕ. Апла пулине те вăл ют çĕршывсенчен килнĕ туристсене халĕ те хытă кăсăклантарать, пĕçерсе çитерме те ыйтаççĕ. Çавăнпа ăна та лартаççĕ.

Юлашки çулсенче кантăр вырăнне пысăках мар лаптăкра йĕтĕн акса тăваççĕ. Ял хуçалăхĕнче пĕр культура та йĕтĕн чухлĕ ĕç вăйĕ ыйтмасть. Ăна çуркунне ăшăнса çитнĕ нÿрĕ çĕре акмалла. Çурхи уй-хир ĕçĕсем хĕрсе пынă чух çавнашкал самант тупма питĕ нушаллă теççĕ. Тата ана çине тухакан çумкурăкне çумласах тăмалла. Пулса çитсен те ăна вырмаççĕ те, çулмаççĕ те - çĕртен тымарĕ-мĕнĕпе алă вĕççĕн тăпăлтарса кăлараççĕ. Çак ĕçе хĕрарăмсемпе ачасем çеç пурнăçлаççĕ, арçынсем ку вăхăтра çĕрулми кăлараççĕ. Унтан тĕрлĕ майпа типĕтме пуçлаççĕ. Унсăр пуçне те çĕр тĕрлĕ ĕç тата...

Тури Ачакра ку музее тупма çăмăл, урамсемпе пралуксем тăрăх шыраса çÿремелле мар. Ялти пÿртсем ретĕнчех - карта тытса çавăрнă пысăк комплекс. Хапха умĕнчи çÿллĕ шалча çинче лашан пуç купташки мăнаçлăн çакăнса тăрать. Нимĕнле шуйттан асамĕ те мар ку. Лаша пуçĕ киле усал сывлăшран сыхлать, хуçалăха тытса пыма пулăшать тесе шухăшланă ĕлĕкхи чăвашсем.

Хура пÿртре эрешлĕ вырăн витти, минтерсем. Кăмака çумĕнче хуп сăпкара та хитре тĕрĕллĕ витĕнкĕçсем, сак çинче кĕнчелеççи, юнашарах пир тĕртмелли хатĕр... Мĕн кăна çук! Музее экспонатсемпе пуянлатма пĕтĕм колхоз хутшăннă. 1993 çулта вăл «Халăх музейĕ» ята тивĕçнĕ. Музейри ĕçсене тĕрлĕ çулсенче П.Яжейкин, В.Моисеев, Е.Ефимова... йĕркелесе пынă. Унтан виçĕ çула яхăн музее Л. Петрова пăхса тăнă.

- Мана музей ертÿçи пулма шанчĕç, - каласа парать Людмила Витальевна. - Эпĕ килĕшесшĕн пулмарăм, мĕншĕн тесен мĕнпур хуралтă кивелсе çитнĕччĕ, пĕренисем çĕрĕшнĕ. Витнĕ улăмĕ те хуп-хура пулса кайнă. Çак хуралтăсем вăтăр çула яхăн ларнă-çке. Самана улшăннине пула вĕсене юсама та укçа-тенкĕ пулман.

1913 çулта Мăн Шемертен ял тăрăхĕ, конкурсра çĕнтерсе, музее юсама грант илчĕ. Музей йăлтах çĕнелчĕ. Пурĕ миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Республика Правительстви те пысăк пулăшу пачĕ. Малтан шыв çукки чăрмав кÿретчĕ. Халĕ урамра çĕнĕ тараса пур. С.Эткер скульптор музей комплексĕпе юнашар çил арманĕ туса лартрĕ. Музей çĕрĕ çинче чăвашсен йăлипе лартнă юпа та вырăн тупрĕ.

Людмила Витальевна кашни кун музее пыракан хăнасене ĕлĕкхи хресчен хĕрарăмĕн хитре çи-пуçĕпе - тĕрĕллĕ шурă кĕпепе - кĕтсе илет. Музейре 300 яхăн экспонат: çăпата тумалли калăпран пуçласа лаша урапипе ут таврашĕ таранах упранать. Вăл кашни экспонат çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлет, хресченĕн йывăр пурнăçĕ тавра пуçлать калаçăва.

- Ял çыннисем хура мунча çинчен пурте илтнĕ. Ĕлĕк хресченсем пурте тенĕ пекех мăрьесĕр кăмакаллă пÿртсенче пурăннă. Тĕтĕм пÿлĕме мăкăрланса тулнă, ирĕке ятарлă пĕчĕк чÿречерен - тĕнĕрен - тухнă. Çак пÿлĕмре хĕл кунĕсенче пăру, путексем усранă. Кунтах апатланнă, çывăрнă, - каласа парать Людмила Витальевна. - Музейре ĕçлеме пуçласан çеç эпĕ те йĕтĕн мĕнне пĕлтĕм. Ăна акса çитĕнтересси питĕ кăсăклă иккен. Шкул ачисене чечекĕ те килĕшет. Туристсем, аслă ăру çыннисем ăна кăкласа асăнмалăх илсе каяççĕ.

Пĕлтĕр музейре 1098 çын пулса курнă. Çав шутра - студентсемпе шкул ачисем, «Чапаев» теплоход çинчи туристсем, Китайри «Çамрăклăх» ансамбль, Турци, Германи, Швейцари ăсчахĕсем.

Халăх музейĕн алăкĕ яланах уçă. Канмалли кунсенче те ĕçлет вăл. Çуллахи кунсенче чăваш хресченĕн кил-хуçалăхĕпе паллашма килекенсем уйрăмах йышлă. Туристсенчен ытларахăшне хура мунчара юман тата вĕлтрен милĕкĕпе çапăнни кăсăклантарать.

Хăнасене «Вирьял» халăх ансамблĕн юрри-ташшипе савăнтарать. Вĕсем чăваш халăх, туслăхпа тăванлăх юррисене шăрантараççĕ. Юрий Жуков композитор кĕвĕленĕ юрăсене те манмаççĕ. Ансамбльте - тăххăрăн. Купăсçăсем - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Долгов тата М.Михайлов.

Кĕркунне Людмила Витальевна хăнасене сăйламашкăн çăра та кăпăклă чăваш сăри хатĕрлет. Чăвашсен историне упракан чăн-чăн музей - ĕлĕкхи хресчен килĕ - вăтăр çул хушшинче вăл пĕтĕм тĕнче умне тухнă.

- Музейре ĕçлеме питĕ килĕшет, - палăртать Людмила Витальевна. - Халĕ кулленхи ĕçре мана мăшăрăм Юрий Михайлович пулăшать. Вăл Аркадий Айдакăн шоферĕ пулнă. Питĕ килĕштерсе ĕçлетпĕр юсаса илемлетнĕ кил-хуçалăхра. Пирĕн колхозра нумай музей. Вĕсемпе пĕрле эпир те хамăр ята çÿлте тытăпăр.

Халĕ эпĕ ĕлĕкхи хресчен çинчен тĕрлĕ кĕнеке вулатăп. Тата ытларах пĕлес килет-çке.

Юрий Михайловичпа Людмила Витальевна икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Авăн уйăхĕнче вĕсен ывăлĕ Денис мăшăрланчĕ. Хĕрлĕ Чутай хĕрне, РФ спорт мастерне Маша Петровăна качча илчĕ. Таврара чаплă туй кĕрлерĕ.

Герман ЖЕЛТУХИН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.