- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕр улми ÿстерекенсене - субсиди
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви федерацин аграри ведомствине вырăнти экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ тăхăр программа тăратнă. Иккĕшне пăхса тухнă та ĕнтĕ. Республикăра мелиорацине тата çĕр улми туса илессине аталантарма Раççей бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Пĕлтĕрхи пекех шăвармалли техника туянма тăкакăн 50 процентне саплаштараççĕ. Иртнĕ çул хуçалăхсем çак субсидипе анлăн усă курнă.
Çĕр улми ÿстерекенсем чĕр тавара упрамалли хуралтăсем тунă е туяннă чухне, логистика тытăмне йĕркелеме тăкакăн 30 процентне субсидилессе шанма пултараççĕ. Республика бюджетĕнче тĕллеве пурнăçлама 28,5 млн тенкĕ палăртса хунă. Çакăнпа пĕрле федераци мĕн чухлĕ тÿлесси хальлĕхе паллă мар.
"Ку пирĕншĕн çĕнĕлĕх, халĕ эпир субсидисене уйăрмалли правилăсем хатĕрлетпĕр. Çĕр улми туса илекенсем тухăçа ÿстерме, унăн пахалăхне лайăхлатма пултарĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" паян 5-6 çул каяллахи пек тупăшлă е тăкаксене саплаштармалла вырнаçтараймастăн", – тенĕ республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
Комментари хушас