Archive - 9 Ака, 2014 - Хыпар

9 Ака, 2014

Пуçарулăхшăн çул уçă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетĕнче Чăваш Республикин Çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрне уçма хутшăннă.

9 Ака, 2014

"Ачасем Интернетра"

Интернет тĕнчи мĕн вăл? Унта ачасем мĕнле хăрушлăхпа тĕл пулма пултараççĕ? Çакăн пирки тата кăсăклă ытти самант çинчен "Ачасем Интернетра" интерактив куравра тата хăрушлăхсăр Интернет урокĕсенче пĕлме май килет. Шăпах çак ятпа республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче вĕренÿпе курав проекчĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна "МТС" компани ЧР Информаци политикин, Вĕренÿ тата Культура министерствисем пулăшнипе пурнăçа кĕртет.

9 Ака, 2014

Çур аки вăй илет

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çурхи ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Республикăн кăнтăр районĕсенче - Патăрьел районĕнчи «Батыревский», «Красное Знамя», «Малалла», «Первомайск», «Труд» хуçалăхсенче нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕсенче нÿрĕк тытаççĕ.

9 Ака, 2014

Налук калăпăшĕ ÿсĕмлĕ

ФНСăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Енре тĕрлĕ шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене 8,3 млрд тенке яхăн пухнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 106%.

Çак виçен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче хушма хакран илекен налук тÿпи пысăк - 32,4%. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук - 28, усламран - 20,2, пурлăхран - 7,4, акцизсем - 6,1%.

9 Ака, 2014

Хунар ăсталаççĕ

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче тирпейлĕ, илемлĕ, таса пурăнасчĕ тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.

Кунта урнăсене, хунарсене, саксене тата ыттине укçалла туянмаççĕ. Вĕсене хĕллехи-çуркуннехи вăхăтра хăйсен вăйĕпе ăсталама тăрăшаççĕ.

Çак кунсенче ял тăрăхĕнче хунарсем тунă. Вĕсене сăрланă хыççăн тĕп урамри Çамрăксен культурăпа кану тата Ачасен паркĕсенче вырнаçтарĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ кăçал çĕрлехи вăхăтра ял урамĕсене çутатма 10 хунар çакма палăртнă. Вĕсем парксемпе урамсен архитектура сăн-сăпатне улăштарĕç.

 

9 Ака, 2014

Владимир ТИМОФЕЕВ: «Пичет кăларăмĕсемпе çыхăнуçăсен пĕр тĕллевлĕ пулмалла»

Почта ĕçĕ-хĕлĕ халăха тивĕçтернине, хаçат-журнала вулакан патне вăхăтра çитернине уçăмлатассипе çыхăннă ыйтусене «Хыпар» хаçат редакцийĕнче 2014 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Владимир Тимофеев хуравласси, вĕсене «васкавлă лини» телефонĕсемпе пама юрани çинчен хаçатра

9 Ака, 2014

Хамăр чан çапмасан

Урăхла нимĕнле сăмах та тупса калаймăн: шкулти вĕренÿ программинче тăван чĕлхепе тата культурăпа çыхăннă предмет сехечĕсене сахаллатсах пынине курса тăнăран ăна ура хунă пекех туйăнать. Мĕнех тăвăн: федерацин Патшалăх вĕренÿ стандартне çирĕп пăхăнма тивет тетпĕр-çке.

9 Ака, 2014

Амăшĕпе хĕрĕ - яланхи шыравра

Вĕрентекенĕн ачи... Чылайăшĕ ун тĕлĕшпе иккĕллĕ шухăшлать. Пĕр енчен, шкулти мĕн пур вĕренекеншĕн учитель хĕр-ывăлĕсĕр пуçне тата камăн чи лайăх тĕслĕх пулмалла-ха? Тепĕр енчен - хăш-пĕриншĕн çакнашкал вĕренекенсем чи телейлисем, çапла мар-и?

9 Ака, 2014

Культура çулталăкне - анлă çул

Хатĕрленĕвĕн юлашки ĕçĕсем вĕçленчĕç, шкул шăпланчĕ. Вăхăт та чарăннă пек туйăнать çак самантра... Часах шкул алăкĕ васкамасăр уçăлса хупăнма пуçларĕ. Кĕтнĕ хăнасем - пĕрин хыççăн тепри - уяв кĕрекине ларма васкарĕç. Çурхи уçă çилпе «килсе кĕчĕ» Çĕмĕрлери пĕрремĕш вăтам шкула Культура çулталăкĕ.

Pages