Владимир ТИМОФЕЕВ: «Пичет кăларăмĕсемпе çыхăнуçăсен пĕр тĕллевлĕ пулмалла»
Почта ĕçĕ-хĕлĕ халăха тивĕçтернине, хаçат-журнала вулакан патне вăхăтра çитернине уçăмлатассипе çыхăннă ыйтусене «Хыпар» хаçат редакцийĕнче 2014 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Владимир Тимофеев хуравласси, вĕсене «васкавлă лини» телефонĕсемпе пама юрани çинчен хаçатра малтанах пĕлтернĕччĕ.
Почта тытăмĕпе çыхăннă çырусем редакцие йышлă килчĕç. Хурав кунĕнче телефонпа шăнкăравлакан та сахал мар пулчĕ.
- Нумай хваттерлĕ çуртсенчи почта ешчĕкĕсене юсаса тăманран, унти хаçат-журнал тăтăш çухалнăран хула халăхĕ пичет кăларăмĕсенчен писрĕ тесен йăнăшмастăп-и? Пĕри çырăнать тĕк тепри унăн хаçат-журналне «сыхласа», «кĕтсех» тăрать вĕт. Çак лару-тăруран тухмалли çул-йĕре тупма пулать-и?
- Федераци почта çыхăнăвĕ çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи абонент ешчĕкĕсене упрасси тата вĕсене пăхса тăрасси пурăнмалли çурт хуçисен тата вĕсене эксплуатацилекен организацисен тивĕçĕ шутланать. Çак ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен контрольлемелле.
Енчен те сирĕн подъездри абонент ешчĕкĕсене çĕмĕрнĕ тĕк ыйтăва управляющи компанипе пĕрле татса парăр, вырăнти администрацие пĕлтерĕр.
Кирек мĕнле пулсан та саккун тăрăх çакна пурлăх хуçисен уçăмлатмалла. Ешчĕксене реклама материалĕпе пултаракан курьер компанийĕсем евĕрех, почта та вĕсен юсавлăхĕшĕн явап тытмасть.
- Хаçат-журнал хакĕсене капашсăр ÿстерсе янинче çыхăнуçăсен «çылăхĕ» пысăкрах пек туйăнать. Чăвашла каласан - «Хамăр ларакан турата хамăрах касатпăр». Хака пĕр май ÿстерсе пыни хамăршăнах тÿнтерле пулса пырать. Тата çырăнтару укçин пысăк пайĕ почтăра юлнине шута илсен хаçат-журнал сарасси вĕсен тĕп ĕçĕ пулмалла пек. Халĕ хаçатçăсем ытларах вĕткеленеççĕ. Çак тивĕçе çыхăну ĕçченĕсен хăйсем çине илмелле. Пĕр енлĕ ĕçленипе /хаçатçăсем тăрăшнипе çеç/ пичет кăларăмĕсем хупăнасси патне çитсе тухмăпăр-ши?
* * *
- Çырăнтару хакĕсене палăрмаллах хăпартни шыва путакан çын улăм пĕрчинчен тытса çăлăнса юлас тенĕ евĕрех пулса тухать. Ку çул-йĕрпе инçех каяймăпăр. Эсир мĕнле шухăшлатăр?
- Раççей почти - нацин çыхăнăвăн универсаллă пулăшăвĕпе тивĕçтерекен оператор. Пирĕн тивĕç çыру корреспонденцийĕсене ярса парасси пулнине çирĕплетет çакă. Асăннă тытăм - социаллă сĕмлĕ тата тăкаклă. Çырăва Калининградран Владивостока çитермешкĕн 15 тенкĕ кăна тăккаланманнине ăнланатăрах. Эпир вара Правительство çирĕплетнĕ çак тарифа тĕпе хуратпăр. Универсаллă çыхăнăвăн тăкакĕсене почтăн тупăшлă ытти ĕçĕн шучĕпе саплаштарма тивет.
2013 çулхи иккĕмĕш çур çултан пире пичет кăларăмĕсене çитерсе панипе çыхăннă тăкаксене компенсацилемелли дотаци пама пăрахрĕç. 2012 çулта республикăри филиал 64 млн тенкĕ илнĕ тĕк, пĕлтĕр - 30 млн. Суммăсен уйрăмлăхне почта хăйĕн тупăшĕн шучĕпе саплаштарнă, анчах малашне çапла тума май килмĕ. Тăкак ÿссех пырать - транспорт валли çунтармалли-сĕрмелли япала туянмалла, ĕçлекенсен шалăвне ÿстермелле, арендăшăн, коммуналлă пулăшушăн, налук тÿлемелле тата ытти те. Аса илтеретпĕр: Раççей почти пĕр çăмăллăхпа та усă курмасть.
Çавна май Раççей Коммуникаци çыхăнăвĕсен министерстви çырăнтару тарифне ÿстерме йышăннă. Экономикăн хальхи условийĕсем çапла тума хистеççĕ тата çакă Раççей почтине субсиди уйăрманнипе ÿссе кайнă тăкаксене саплаштарма май парĕ.
Раççей почти паянхи рынока хутшăнакансемпе танлаштарсан тупăшăвăн пĕрешкел мар условийĕсенче ĕçлет. Альтернатива мелĕпе валеçекенсем юридици сăпатĕнче тăракансене пичет кăларăмĕсене каталогра кăтартнинчен йÿнĕрех хакпа çырăнма сĕнеççĕ. Паллах, пысăк хулара çырăнакансем çав конкурентсем патне куçаççĕ ĕнтĕ. Альтернатива мелĕпе валеçекенсем тĕрĕссипе хаçата район центрĕсене почтăпа ярса параççĕ, мĕншĕн тесен республика тăрăх валеçсе çÿрени вĕсене пайта кÿмест. Патшалăх организацийĕн вара çакна хирĕçлеме право çук.
Пичет кăларăмĕсен канăçсăрланăвне ăнланатпăр, сире те Раççей почтине çăмăл мар лару-тăрура пулăшма ыйтатпăр. Халĕ РФ Патшалăх Думинче почта çыхăнăвĕ çинчен çĕнĕ саккун сÿтсе яваççĕ, асăннă тытăма бюджет субсидийĕпе - универсаллă пулăшу панăшăн та, ăна Инçет Çурçĕр регионĕсене çитернĕшĕн те - тивĕçтерме палăртман. Çав вăхăтрах социаллă, урăхла каласан, тăкаклă тивĕçсене пурне те сыхласа хăварнă. Раççей почти валли юрăхлă тарифсене сыхласа хăварса ĕç пахалăхне ÿстерме май паракан условисем тăвасси пирки ыйтмашкăн халĕ - шăпах меллĕ самант.
- Хаçат илсе тăракансене кÿренмелле ан пултăр тесе йÿнĕпе çырăнмалли акцие çак тапхăрăн пирвайхи уйăхĕнче ирттерме, тăсăмне 30 куна çитерме ыйтатпăр.
- Пирĕн управлени федерацин унитарлă предприятийĕн филиалĕ шутланать тата республикăра корпоративăн пĕрлехи политикине - çав шутра хакпа çыхăннине те - тĕпе хурса ĕçлет. Тарифсене йÿнетесси е хаçат-журнала çырăнтармалли çăмăллăхлă тапхăра тăсасси пирки хамăр тĕллĕн йышăнма пултараймастпăр, ку пирĕн компетенцие кĕмест. Республикăри пичет кăларăмĕсене асăннă ыйтупа «Раççей почти» ФПУП генеральнăй директорĕ патне çырма сĕнетпĕр.
- Хаçат-журнала ваккăн сутассине ÿстерме май çук-и? Республикăри кашни почтальон пĕршер экземпляр «Тăван Атăл», «Капкăн», «Тетте», «Самант» журналсем çырăнтарсан та вĕсен тиражĕ палăрмаллах ÿсмелле. Çапла тумашкăн мĕн чăрмантарать?
* * *
- Почта уйрăмĕсенче халăха Мускавран ярса панă вун-вун тĕрлĕ хаçат, журнал сĕнеççĕ. Чăваш Енре пичетленекен кăларăмсене чи пирвай сутмассине йĕркелес тĕлĕшпе вырăнта мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?
- Чăн та, Раççей почти çĕр-шыври вун-вун издательствăпа çыхăнса ĕçлет, çĕр-çĕр хаçат-журнал валеçет, сутать. Вĕсен пурин те пĕрешкел условипе усă курма ирĕк пур, хăш кăларăма туянассине вулакан хăй суйласа илет. Раççей почти никама та нимĕн те хистемест тата сĕнмест. Енчен те вырăнти кăларăмсем интереслĕ тата халăх кăмăлне тивĕçтереççĕ пулсан вĕсем сутăнасси иккĕлентермест.
- Почта тытăмĕнче миçе çын ĕçлет?
- Чăваш Республикинчи филиалта виçĕ пин çын тăрăшать, çав йышра - 1400 почтальон.
- «Хыпар» издательство çурчĕн кăларăмĕсене пилĕк-ултă района пĕр ăстрăмпа /пĕр автомашинăпа/ ăсатнă çĕртех вĕсене мĕншĕн расна илсе кайнă пек палăртатăр, туман расхутшăн тÿлеттеретĕр?
- Раççей почти çирĕп графикпа ĕçлет: кашни почтамта уйрăм машина каять. Çыру корреспонденцийĕсене тата хаçатсене район центрĕсене ирхине 8.00 сехетре илсе çитереççĕ. Кун пек чухне 5-6 вырăна пĕр машинăпа вĕсене леçесси пирки калаçмалли те çук.
Пичет кăларăмĕсене Шупашкар хулинчи экспедици участокĕнчен почтамтăн хаçат узелĕсене илсе çитернĕшĕн филиал издательствăран çирĕплетнĕ сумма илет: 1 килограмм грузшăн - 9 тенкĕ. Ку тариф километражпа е кăларăма илсе çитерекен халăх пурăнакан вырăн мĕн чухлĕ пулнипе çыхăнман. Тĕслĕхрен, 50 грамм виçеллĕ тата 5000 экземпляр тиражлă хаçата республикăри почтамтсене турттарни 2250 тенке ларать: 9 /1000 х 50 х 5000/.
- Почта сĕнекен тавар лавккаринчен чылай хаклă. Мĕншĕн?
- Почта уйрăмĕсенче сутакан таварсен хакĕн йĕрки лавккарисенчи евĕрех анлă. Тĕслĕхрен, эпир сĕнекен тип çу 40 тенкĕлли те, 80-ăлли те пур. Ытти тавар пирки те çавнах калама пулать. Туянакан хăйне килĕшекеннине суйлать.
- Тавара пенсионерсене пенси панă кун ирĕксĕрлесе туянтарни пирки мĕн шухăшлатăр?
- Кунашкал тĕслĕх пирки «васкавлă лини» телефонĕпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатăп. Тивĕçлĕ мерăсене çийĕнчех йышăнатпăр.
- Почта уйрăмĕсенче «Тăван Атăл» литература журналне сутассине йĕркелеме май çук-ши?
- Тавара сентре çине кăларса хунипех сутма май килмĕ. Ăна сутăнмалла тумалла, вулаканшăн интереслĕ кăлармалла. Журнал сумне ÿстерес, тавар туянакансем ăна ыйтмалла тăвас тĕллевпе ытларах ĕçлемелле. Эпир почтăн кашни уйрăмĕнчех ăна 400 экземпляр кăларса хума пултаратпăр. Икĕ уйăх иртиччен журнала никам та туянмасан «Хыпар» издательство çурчĕ ăна 100 проценчĕпех тавăрса панине йышăнать-и? Пирĕншĕн çакă пĕлтерĕшлĕ.
- Хăш-пĕр почта уйрăмĕнче е почтальон чăваш хаçат-журналне мĕншĕн сутмаççĕ?
- Суту-илÿ тапхăрĕнчи кирек хăш коммерсант евĕр эпир те халăх ыйтакан тавара сĕнетпĕр. Енчен те клиент вăл е ку пичет кăларăмне илсе тăрас тет - ăна почта уйрăмĕнче çырăнма е ваккăн туянмашкăн почтальона заявка пама пултарать. Кăмăлне çийĕнчех тивĕçтересси иккĕлентермест, мĕншĕн тесен пирĕн ĕçченсем ытларах сутмашкăн хăйсем тăрăшаççĕ. Кăларăмсен пĕтĕм ассортиментне пĕрле йăтса çÿремешкĕн почтальона кансĕр. Почта уйрăмĕшĕн те халăх ыйтман кăларăма саккас панин усси çук, мĕншĕн тесен çакă сутăнман тавар шутне ÿстерет кăна. Ăна юрăхсăр тесе пăрахăçлама тивет.
- Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче, Канаш районĕнчи Шăхасанта пулнă чухне «Хыпар» хаçат журналисчĕсене пичет кăларăмĕсене вăхăтра валеçменнине тата вĕсенче почтальонсем çителĕксĕррине пĕлтернĕ. Асăннă ял тăрăхĕсенчи лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ мĕнле мерăсем йышăнма шухăшлать?
- Ыйтăва халĕ татса панă, асăннă уйрăмсен штачĕсене кадрсемпе çирĕплетнĕ.
- Темиçе ял халăхĕн ыйтăвне тивĕçтерсен те почтальонсене сахал тÿлени пирки çырса пĕлтерни редакци почтинче сахал мар. Çав сăлтавпа пичет кăларăмĕсене вăхăтра валеçменшĕн вулакансен шавлама кирлĕ мар иккен. Кун пирки эсир мĕнле шухăшлатăр?
* * *
- Почтальонсем тĕпрен илсен - хĕрарăмсем. Шалăвĕ пысăках мар вĕсен. Çыхăну уйрăмĕсенче кадрсем çитменни çакăнпа çыхăннă ĕнтĕ. Ку ыйтăва татса пама пулать-и?
* * *
- Почтальонсен шалăвĕ пысăкланать-и? Пирĕн тăрăхра ĕçлекенсем укçа сахаллипе пăрахса кайрĕç - пĕр çын темиçе яла хаçат-журнал, тĕрлĕ тавар илсе çÿрет - çавăншăн пире уйăхра 3,5-4 пин тенкĕ тÿлеççĕ.
- Почта çыннисем шалăва бюджетран илмеççĕ, вĕсен ĕç укçийĕ виçи предприятин финанс лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Ялти почтальон мĕн чухлĕ ĕçлесе илесси çуран çÿренин тăсăмĕнчен килет, çавăн пекех ăна тавар сутнăшăн хавхалантараççĕ, план тултарсан преми параççĕ.
Раççей почтин генеральнăй директорĕ хăйĕн приоритечĕ сотрудниксен шалăвне ÿстерессипе çыхăннине тата ăна 2016 çулччен икĕ хут пысăклатасси çинчен пĕр хут кăна мар пĕлтерчĕ. Ку енĕпе тунă пĕрремĕш утăм - кăрлачăн 1-мĕшĕнче почтальонăн уйăхри ĕç укçине 20 процент хăпартни. Çыхăнуçăсен тупăшĕ майĕпен пысăкланса пырасса шанатпăр. Çакна пурнăçа кĕртмелли тĕп услови предприяти усламне пысăклатасси пулса тăрать тата шалăва тивĕçлĕ шая çĕклемешкĕн укçана малтан ĕçлесе илмелле. Ялта çапла тумашкăн çăмăл мар, мĕншĕн тесен унти уйрăмсенчен чылайăшĕ тăкак тÿсет. Апла тăк пысăк тупăш паракан ытти рынока алла илмелле, вĕсем тăкаксене саплаштарма, малалла аталанма, тивĕçлĕ шалуллă пулма май парĕç. Сăмах мĕнле рынок пирки пынине почта çинчен халĕ Раççей Патшалăх Думинче сÿтсе явакан çĕнĕ саккун уçăмлатĕ.
- Элĕк районĕнчи почтальонсем корреспонденцисене 3 кун кăна салатаççĕ, урăхла каласан вĕсен ĕç эрни 3 куна тăсăлать. Çавна пула «Хыпар» хаçата 2 е 3 хут кăна пырса параççĕ. Пичет кăларăмĕсене хут пухас тĕллевпе çырăнман эпир, республикăри, çĕр-шыври, тĕнчери лару-тăрупа паллашасшăн, ÿсĕме пăхмасăр самана уттипе тан пырасшăн. Ĕненĕр, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин йывăр çулĕсенче те почта паянхи пек япăх ĕçлемен. Ырă улшăнусемпе савăнтарма шантаратăр-и?
- Хальхи лару-тăрăва шута илсе çывăх вăхăтра пичет кăларăмĕсене эрнере виçĕ хут валеçесси пирки вĕсене кăларакансемпе ĕçлĕ калаçу пырать. Самана çапла тума хистет, урăхла май çук.
- Эпĕ «Хыпар» издательство çурчĕн чылай кăларăмне çырăннă. Шел, юлашки вăхăтра хаçат-журнала вăхăтра валеçменни пăшăрхантарать, эрнере пĕр купа илсе килеççĕ е кăларăмсен номерĕсем арпашăнса çитеççĕ: çĕнни - маларах, кивви каярах килни темиçе те пулчĕ. Унсăр пуçне «Самант» журналăн иртнĕ çулхи 12-мĕш номерне паянччен те тупса параймаççĕ. Мĕншĕн?
- Çакăн пек конкретлă тĕслĕх пирки пирĕн пата çийĕнчен пĕлтерсен эпир Пушкăртстанри ĕçтешсемпе çыхăнса çитменлĕхсене пĕтермелли майсене пĕрле шыранă пулăттăмăр.
- Шупашкар районĕнчи Чурачăкри çыхăну уйрăмĕ пысăках мар çуртра вырнаçнă, ăна вутăпа хутса ăшăтаççĕ. Çакнашкаллисем татах пур-и? Почта уйрăмĕсене тĕпрен юсасси мĕнле пырать?
- Юлашки 10 çулта 53 уйрăма - çав шутра район центрĕсенче вырнаçнисене пурне те - тĕпрен çĕнетсе улăштарнă.
Кивĕ çуртсенче паянхи куна 48-шĕ юлнă. Халĕ вĕсене модульлипе улăштармалли проектсене хатĕрлес енĕпе ĕçлеççĕ.
- «Хыпар» Издательство кашни кăлларăмне «Раççей почтин» çĕр-шыври каталогне кĕртнĕшĕн, урăхла каласан унта вырнаçтарнă 3-4 йĕркешĕн 11670 тенкĕ тÿлеме тиврĕ. Хучĕ чаплă йышши мар, хаçат çапмалли кăна. Ку кăларăм нумай млн тенкĕ кÿрекен ылтăн кĕнеке пулса тăнине пичет ĕçĕпе çыхăннă çын тÿрех ăнкарать. Çакнашкал йĕркесĕрлĕхĕн вĕçĕ пулĕ-ши? Халĕчченхи евĕр вырăнти каталогпа çырлахма май килмĕ-и?
- Сăмах кунта «Хыпар» Издательство çурчĕ «МАП» ОООпа çирĕплетнĕ килĕшÿ çинчен пынине тÿрех палăртса хăварăпăр. Çакă - сирĕн бизнес, тепĕр организаципе йĕркеленĕ икĕ енлĕ хутшăнусем эппин. Раççей почти унта хутшăнмасть. Эсир çакнашкал çыхăнупа кăмăлсăр тăк ытти партнера суйлама е хăвăр вăйпа çырăнтару агентстви йĕркелеме пултаратăр.
Г.ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ