«Шупашкар çутисене манмăп»
Хĕллехи каникул хыççăн Шупашкарти уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 37-мĕш шкула ачасенчен чылайăшĕ куллен хавхаланса çÿреме тытăннă. Сăлтавĕ акă мĕнре. Кунта Германирен Тюбингенри Эйберхардпа Карл университетĕнче филологи факультетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренекен нимĕç хĕрĕ Карина Фрис практикăна килнĕ.
Йăхташсен çĕрĕнче
Одессăра çуралса ÿснĕ вырăс нимĕçĕ Бертхольд Гейгер мăшăрлансан Çĕпĕрти Рубцовск поселокĕнче, Раççейпе Казахстан чиккинче, тĕпленсе пурăнма тытăннă. 35 çул каялла Гейгерсем виçĕ ачипе Германири Тюбинген хулине /Штудгардран 35-40 çухрăмра/ куçса каяççĕ. Çемье кун-çулĕн пуçламăшне - вырăссен хушшинче пурăннине - аса илтерекенĕ хăйсен мăнукĕ пуласса Гейгерсем тĕлленмен те ахăр.
Вĕсен кĕçĕн хĕрĕн Эльвирăн пĕртен пĕр хĕрĕ - Карина - мĕн пĕчĕкренех йăхташĕсемпе кăсăкланнă. Юратнă кукамăшĕпе Валентина Александровнăпа килте юлсан вырăсла перкелешнĕ. 10-12 çултах хĕр ача çитĕнсен хăйĕн йăхташĕсем патне çитсе курăп тенĕ. Икĕ çул каялла ĕмĕтне пурнăçланă.
- Рубцовскра халĕ кукамайăн пĕр тăванĕсен ачисем пурăнаççĕ. Аслăрах ăрурисем вилсе пĕтнĕ. Эпир килсен питĕ хĕпĕртерĕç. Вырăссем хăнасене ăшшăн йышăннине çавăн чухне хам курса ăнлантăм, - каласа кăтартать малтанхи çул çÿрев пирки Карина. Сăмах май, хĕр вырăсла яка та тĕрĕс пуплет, сайра усă куракан сăмахсене те пĕлтерĕшне кура вырăнлă меллештерет.
- Пулас филологсенчен кирек кам та практикăна аякка кайма пултарать-и? - тĕлĕнсе тĕпчетĕп ют çĕр-шыв студентĕнчен.
- Пирĕн факультетра çакăн пек йĕрке: тăван чĕлхесĕр пуçне 2-3 ют чĕлхе суйласа вĕренмелле. Эпĕ акăлчан тата вырăс чĕлхисене кăмăлларăм. Диплом илсен вĕрентекен пулăп, çавăнпа та кирек хăш чĕлхене те лайăх пĕлме тивĕç. Виçĕ уйăхлăх практикăна университет ертÿлĕхĕ ахальтен çирĕплетмен. Юлташăмсем Мускаври, Питĕрти шкулсенче хăнăху илеççĕ. Чăн та, унта пурăнма хакла ларать ĕнтĕ.
Карина Фрис, халĕччен чăвашсем çинчен пачах илтменскер /хăйĕн сăмахĕпе - Раççейре сахал йышлă халăх чылаййи пирки илтнĕ, вĕсем çинчен уйрăммăн - пĕлмен/ Шупашкара мĕнле лекнĕ-ха? Кун пирки акă мĕнле хурав пулчĕ:
- Кукамайăн тусĕ Екатерина /шел, хушаматне пĕлместĕп/ Пĕтĕм тĕнчери нацисен пĕрлĕхĕнче ĕçлет. Çак организаципе Шупашкар хулин вĕрентÿ мониторингĕн центрĕ ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленĕ-мĕн. Шăпах çав центр йыхравĕпе çула тухрăм та сирĕн тăрăха.
Шăрттанпа, хуплупа сăйланă
- Пĕрремĕш хут, çитменнине хĕл варринче хăнана килнĕ çынран мĕн çинчен ыйтассине чухлатăн пулĕ: малтанхи самантсенче чăваш çĕрĕ çинче хăвна мĕнле туйрăн?
- Германире хĕл çемçерех. Эпĕ çула пуçтарăннă чухне 5 градус сивĕччĕ. Кăçал юр пачах çуман. Кунта шăпах шартлама сивĕ кунсемччĕ: 25-30 градус, кун чухлĕ юр нихăçан та курман! Тĕп хулари кÿлмек таврашĕнче уçăлса çÿренине нихăçан та манмăп: юр ĕмĕлкинче тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем - иллюминаци хунарĕсем - юмахри пек илемлĕ. Чăвашсем - тĕлĕнмелле вашават. Ăçта пыратăн - тÿрех сĕтел хушшине чĕнеççĕ, кучченеç сĕнеççĕ. Нимĕçсем ку енчен асăрхануллă темелле-ши: чи малтанхи минутсенчи хутшăнура дистанци тытаççĕ. Кăмăла ларакан çынпа кăна «уçăлаççĕ» вĕсем.
- Виççĕмĕш уйăх Шупашкарта пурăнса чăвашла та вĕренме тытăнатăн пуль? - шÿтлесе ыйтатăп Каринăран.
- Акă паян кăна улттăмĕш классем мана чăвашла вуннă таран шутлама вĕрентрĕç: пĕрре, иккĕ, виççĕ... /йăнăшмарĕ! - Авт./ «Салам», «питĕ лайăх», «тавтапуç», «атте», «анне», «асатте», «асанне», «кил», «кай», «эпĕ сана юрататăп»... - тепре килсен чăвашла ытларах сăмах вĕренме тăрăшăп. Эпĕ 37-мĕш шкул директорĕн Р.Сосновăн хваттерĕнче пурăнатăп. Пĕррехинче Римма Александровнăн аппăшĕ патне хăнана кайрăмăр. Хваттере кĕрсен: «Салам, Тамара аппа», - терĕм. Чăвашла сывлăх суннинчен хĕрарăм малтанах тĕлĕнмерĕ. Йăмăкĕ ăна эпĕ нимĕç хĕрĕ пулни пирки каласан тин «куçне уçрĕ». Тамара Александровна патĕнче чăваш апат-çимĕçне ас тиврĕм: вăл мана шăрттанпа, хуплупа хăналарĕ. Питĕ тутлăччĕ!
«77 кун - Раççейре»
Çакăн пек ятпа Карина Фрис хăйĕн практика вăхăтĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентаци хатĕрленĕ. Унпа 37-мĕш шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсене паллаштарнă. 10 А класра ăс пухакан Татьяна Васильевăпа иккĕшĕ наука-практика конференцийĕ валли «Истори ас тăвăмĕ» темăпа тĕпчев хатĕрленĕ. Асăннă проектпа шкулта пĕрремĕш вырăн йышăннă.
- Наци библиотекинче «Дмитриев вулавăсене» хутшăнма тÿр килчĕ. Шупашкарта иртнĕ Шотланди фестивалĕнче эпĕ вырăсла сăвва - Роберт Бернсăн «Любовь как роза...» хайлавне - вуларăм. Пурте хыттăн алă çупни хавхалантарчĕ. Вырăс драма театрĕнче «Преступление и наказание» спектакль куртăмăр. Достоевскин нимĕçле куçарăвĕпе унчченех паллашнăран чиперех ăнлантăм. А.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи Çăварни уявĕ, шкулти Çар мухтавĕн музейĕнчи экскурси-урок... - кашни мероприяти асăмра юлĕ, - профессие хăнăхас кунĕсем чăннипех кăсăклă иртнипе кăмăллă пулас педагог.
Кĕçĕн классенчи уроксем унăн практика программине кĕмеççĕ, анчах шăпăрлансен кăмăлне епле хирĕç кайăн-ха? Çамрăк «учитель» виççĕмĕшсемпе паллашма тĕв тунă: «Госпожа Фрис теççĕ мана е Карина тесен те кÿренмĕп». Раççей шкулĕнче вĕренекеншĕн ку - кĕтменлĕх. Эпир вĕрентекене ячĕпе ашшĕ ятне каласа чĕнетпĕр-çке. Нимĕçсен - апла мар. Шкул ачисемпе студентсем мĕн вĕренсе тухичченех учителĕн ятне пĕлмесен те пултараççĕ. Вĕсен йăли тăрăх - хушамат çумне «госпожа» е «господин» сăмах кăна хушăнать.
- Пуçламăш классем эпĕ сĕннипе килĕшменрен ачасене çапла каларăм: «Манăн атте Маркус ятлă. Эппин, Карина Марковна тесе чĕнме пултаратăр». Тинех килĕшрĕç, - йăл кулать хитре шап-шурă шăлĕсене кăтартса чиперкке.
- Чăваш Енрен тăван килне таврăнсан çул çÿрев çинчен «анлă доклад» тутарĕç-и?
- Эпир практика пирки отчет парса аппаланмастпăр: кам мĕнле пĕлÿ илни вĕренÿре ахалех палăрĕ. Хамăн кăмăлпа вара пысăк аудитори умĕнче Раççейри 77 кун çинчен калаçас килет. Сирĕн пата тепре килес ĕмĕтĕм пур: кăçал юпа уйăхĕнче иртекен «Чăваш Енри Германи кунĕсем» мероприятие хутшăнма йыхрав илтĕм.
Комментари хушас