Культура çулталăкне - анлă çул
Хатĕрленĕвĕн юлашки ĕçĕсем вĕçленчĕç, шкул шăпланчĕ. Вăхăт та чарăннă пек туйăнать çак самантра... Часах шкул алăкĕ васкамасăр уçăлса хупăнма пуçларĕ. Кĕтнĕ хăнасем - пĕрин хыççăн тепри - уяв кĕрекине ларма васкарĕç. Çурхи уçă çилпе «килсе кĕчĕ» Çĕмĕрлери пĕрремĕш вăтам шкула Культура çулталăкĕ.
Уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Алăкран кĕрсенех хăнасене пуçламăш шкулта вĕренекен ачасен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ ал ĕç выставки тыткăнларĕ. Мĕн кăна çук кунта! Тĕслĕ хутран, тăмран, кĕленче-савăтран, типĕтнĕ çулçăсенчен ăсталанă теттесем куракансемшĕн пĕринчен тепри асамлăрах пек туйăнчĕç.
Иккĕмĕш хутра тĕрĕ ăстисен «Юратнăран» куравĕ хăй патне илĕртрĕ. Ăна шкулти пултарулăх ушкăнĕ хатĕрленĕ. «Ачипе амăшĕ», «Пĕчĕк пепке», «Сĕрме купăсçă», «Пĕрремĕш тĕл пулу» пир çинчи ÿкерчĕк-тĕрĕсене хăнасем уйрăмах кăмăлларĕç.
Шкул коридорĕпе вăраххăн малалла утатпăр. Акă пире вунпĕрмĕш класра вĕренекен Юлия Егоровăпа тăххăрмĕш класри Антон Дроздов тата тепĕр курава йыхравлаççĕ. Кунта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Илья Степанович Клочков фотохудожникăн «Çулсем - манăн пуянлăх» фотовыставкине вырнаçтарнă иккен. Çапла эпир сисмесĕрех сăн ÿкерчĕксен илĕртÿллĕ тĕнчине лекетпĕр. Ăста фотохудожник пире республикăри паллă вырăнсемпе, ăстаçăсемпе, пултаруллă çынсемпе паллаштарать. Сăн ÿкерчĕксем çинче ачасемпе çамрăксем чылай. Илья Степанович вĕсен чун тасалăхне, малашлăха талпăннине уççăн кăтартса парать.
Хăнасене уяв залне йыхравларĕç. Шкулти «Дрозды» театр студийĕ тата вĕсен ертÿçи Елена Анатольевна Дроздова хăнасене юрă-ташăпа тыткăнларĕç. Пухăннисем çамрăк артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Çĕмĕрле хули.
Илья КЛОЧКОВ сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас