Культура çулталăкĕ

24 Ака, 2015

Чăваш кĕнеки пулнă, пур, пулать те!

Чĕмпĕрти Кĕнеке керменĕнче - облаçри В.И.Ленин ячĕллĕ ăслăлăх библиотекинче - Чăваш литературин кунĕ иртнĕ. Уява «Халăхсен туслăхĕн литература кăшăлĕ» проектпа тата Ульяновск облаçĕнче çулсеренех иртекен «Чĕмпĕр кĕнеки» вуниккĕмĕш курав-конкурспа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Кĕнекене сума сăвакансен хаваслă тĕлпулăвне Чĕмпĕр тăрăхĕнчи тата Тутарстанри йăхташăмăрсем чылаях пуçтарăннă.

19 Пуш, 2015

Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕ - ЧУЛКАСРА

Литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалласа респуб-ликăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Чулкас шкулĕ те айккинче юлмасть. Кунти пурнăçа наукăпа практика конференцийĕ-сем, конкурс-ăмăртусем кăсăклатаççĕ.

28 Кăрлач, 2015

Этнос аталанăвĕн критерийĕ

Раççей Федерацийĕнче чăвашсем йышлă халăх тесе туллин кăмăлланатпăр эпир. Пирĕн патшалăхра пĕтĕмĕшле - миллион çурăна яхăн чăваш. 2002 çулта вĕсенчен 889 268-шĕ Чăваш Республикинче пурăннă, 2010 çулта çак цифра 814 750 çынпа танлашнă. Паян çак кăтартусем тата пĕчĕкрех.

25 Раштав, 2014

Пĕтĕмпех малашлăхра

Пĕтĕм çĕршывĕпе ирттернĕ Культура çулталăкĕ Вăрнар район халăхĕн кулленхи пурнăçне те савăклатакан тĕрлĕ мероприяти-акцие, кану каçĕсемпе, уявсемпе тулли пулчĕ. Çапла пĕтĕмлетрĕç кунта Çулталăка официаллă йĕркепе «хупма» пухăнсан.

24 Раштав, 2014

Çитĕнÿ савăнтарать

Культура çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май Хĕрлĕ Чутайсем «Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем» фестивале пухăннă. Ăна кăçалхипе тăххăрмĕш хут ирттернĕ. Наци культурине тата вырăнти йăла-йĕркене упраса хăварас, аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ фестивале. Асăннă тупăшура Атнарти «Айхал» ушкăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Pages