Культура çулталăкĕ

11 Авăн, 2014

Тĕлĕнтермĕш тĕнчинче

Мăн асаттесем пире тĕлĕнмелле пысăк пуянлăх парса хăварнă. Чăваш халăхĕ паян кунчен упраса хăварма пултарнă чи хаклă тупра вăл - чĕлхе, юрăсем, йăла-йĕрке, ал ĕç ăсталăхĕ.

9 Авăн, 2014

Вĕсем пуррипе вучах хĕмленет

Кашни районтах ыттисенчен мĕнпе те пулин палăрса тăракан ялсем пур. Куславкка районĕнчи хамăрăн Кунер ялĕ мĕнпе мухтанма пултарать-ши тесе шухăшласан тÿрех культура çурчĕ пуçа килчĕ. Совет самани вĕçлениччен хăтласа лартнăскер паян кĕрлесе кăна тăрать тесен те тĕрĕсех. 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе йышăннăран кунта ĕçлекенсем кăçал пушшех пуçаруллă пулни сисĕнет. Календарьти кашни праçник ячĕпех концерт йĕркелеççĕ.

26 Çурла, 2014

Никамшăн та ют мар

Культура учрежденийĕсенче çеç мар, ытти отрасльте ĕçлекенсем те Культура çулталăкĕнче ырă пуçарусемпе палăраççĕ: вăл никамшăн та ют мар. Ял хуçалăхĕнче, акă, çĕр ĕç культури пĕлтерĕшлĕ, тепĕр тытăмра - тата тепри.

26 Çурла, 2014

«Чавал» пуçарăвĕпе

Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулара пурăнакансем яланах пуçарăллă. Культура çулталăкĕнче вĕсен хастарлăхĕ тата та ÿсрĕ. «Чавал» /Хĕрлĕ Чутайсен ентешлĕх ячĕ/ пуçарăвĕпе район центрĕнче пысăк концерт иртнĕ.

Pages