«Чавал» пуçарăвĕпе

26 Çурла, 2014

Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулара пурăнакансем яланах пуçарăллă. Культура çулталăкĕнче вĕсен хастарлăхĕ тата та ÿсрĕ. «Чавал» /Хĕрлĕ Чутайсен ентешлĕх ячĕ/ пуçарăвĕпе район центрĕнче пысăк концерт иртнĕ. Халăх килĕштерекен паллă юрăçсем Земфира Яковлева, Станислав Кондратьев, Александр Самсонов, Юлия Юнисова, Иван Шинжаев, çавăн пекех Регина Чишкина, Алесей Максимов çамрăк солистсем хăйсем çуралса ÿснĕ тăван кĕтесĕнче чăн-чăн уяв туса панă.

Рубрика: