Ял туризмне çĕклесшĕн

26 Çурла, 2014

Федерацин Атăлçи округĕнчи культура учрежденийĕсем Культура çулталăкĕнче палăртнă тĕллевсене мĕнле пурнăçласа пыни пирки çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта пысăк мероприяти иртнĕччĕ. Ун чухне вырăнтан килнĕ министрсем, яваплă ытти специалист хăйсен опычĕпе паллаштарнăччĕ. Эрĕнпурсем, сăмахран, Атăлçи округĕнчи театрсен фестивальне йĕркеленĕ. Вăхăт нумай та иртмен, облаçри Соль-Илецк хулинче каллех пысăк форум, «Раççейри ял туризмĕ» ятлăскер, пухăннă. Ун ĕçне Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. Ăна ЧР культура министрĕн çумĕ И.Иванов ертсе пынă.

Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра ял туризмĕ ура çине тăрса пырать. Вăл яллă хутлăхра ĕç вырăнĕсем тума пулăшать, унта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, социаллă инфратытăма йĕркене кĕртме, халăх промыслине аталантарма, йăла-йĕркене упраса хăварма май парать.

Форум вăхăтĕнче Раççей субъекчĕсен ĕç тăвакан влаçĕсен ертÿçисен регионсен хушшинчи канашлăвĕ, конференцисемпе семинарсем иртнĕ.

Рубрика: