Пĕрчĕн-пĕрчĕн - çичĕ çул

26 Çурла, 2014

Канашри тавра пĕлÿ музейĕн ĕçченĕсем пысăк çитĕнÿ тунă: вăраха пынă реставраци хыççăн пысăк зала хута янă. Ăна нумаях пулмасть уçнă. Савăнăçлă саманта музей ĕçченĕсемпе пĕрле паллă тума Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова, Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, предпринимательсем, строительсем, ыттисем пуçтарăннă.

«Канаш районĕн кун-çулĕнче эпир пурте ас туса юлмалли самант питĕ нумай. Вĕсемпе çыхăннă пулăмсене асăннă музей упрать те, - тенĕ Вячеслав Александров. - Çак учрежденин пысăках мар коллективне истори тĕрĕслĕхне пулас ăрусем валли упранăшăн пысăк тав».

Музей сотрудникĕсем хыççăн тăрăшса çичĕ çул юсанă музей çуртне. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчи икĕ хутлă архитектура çурчĕ паян - культурăн хальхи вăхăтри паха учрежденийĕ. Çапла майпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çут çанталăк, этнографи, чукун çул транспорчĕн залĕсем, картина галерейи тата ремесла çурчĕ уçăлнă.

Пысăк зала реставрацилесси уйрăмах кăткăс пулнă, çапах та ăна малтанхи сăнне тавăрса пама мехел çитернĕ.

Рубрика: