Чăваш кĕнеки пулнă, пур, пулать те!

24 Ака, 2015

Чĕмпĕрти Кĕнеке керменĕнче - облаçри В.И.Ленин ячĕллĕ ăслăлăх библиотекинче - Чăваш литературин кунĕ иртнĕ. Уява «Халăхсен туслăхĕн литература кăшăлĕ» проектпа тата Ульяновск облаçĕнче çулсеренех иртекен «Чĕмпĕр кĕнеки» вуниккĕмĕш курав-конкурспа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Кĕнекене сума сăвакансен хаваслă тĕлпулăвне Чĕмпĕр тăрăхĕнчи тата Тутарстанри йăхташăмăрсем чылаях пуçтарăннă.

1848 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче уçăлнă Карамзин библиотекин кермен пек чаплă та хитре çуртĕнче, ăна И.А.Бенземан архитектор 1846 çулта Дворянсен пухăвĕ валли лартнă, Чăваш кĕнеке издательстви хăйĕн экспозицине йĕркелерĕ. Издательство директорĕн заместителĕ Наталия Яхатина тĕрлĕ ярăмпа тухнă 100 ытла паха та илĕртÿллĕ кăларăмпа паллаштарнă май, «Чăваш кĕнеки пулнă, пур, пулать те», - тесе çирĕплетсех каларĕ. Чĕмпĕрти Кĕнеке керменĕн директорĕ Светлана Нагаткина Шупашкарсен парнине - 4 томлă Чăваш энциклопедине тата ытти паха кăларăма - хапăлласах йышăнчĕ.

Чăваш наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» пай ертÿçи Ольга Величко паллаштарнă проектсем пурне те кăсăклантарчĕç. Уйрăмах «Нарспи» поэма сыпăкĕсене Сан-Франциско хулинче тата Таиландра еплерех вуланине видеопа ÿкерсе кăтартни кăмăла çĕклерĕ. Проект тĕллевĕ - Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэмин сыпăкĕсене пурĕ 25 çĕршывра вулаттарса пĕрле кăтартасси. Поэтăн 125 çулхи юбилейĕ тĕлне «Нарспие» пĕтĕмĕшле çапла кăтартсан мĕнле пысăк тĕлĕнÿ те хăпартлану пуласса шансах тăратпăр.

Чăваш литературин Чĕмпĕрти кунĕ тăп-тăрă та иксĕлми çăлкуçран ывăçласа илнĕ сыпкăм шыв пекех туйăнчĕ. Чĕмпĕр ен чăвашĕсен наци культура автономийĕн ертÿçи Владимир Сваев, «Канаш» хаçат редакторĕ Николай Ларионов уява йĕркелекенсене тав туни те, Валентина Тарават Олег Прокопьев сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарни те, уява пухăннисем кашни сăмаха тимлĕн итлесе алă çупни те çак кăмăл-туйăм тĕрĕс пулнине çирĕплетет.

Асра юлмалли тепĕр саманта та палăртса хăварасах килет. Пире, Шупашкартан килнĕ хăнасене, Кĕнеке керменĕнче вырнаçнă «Карамзинская общественная библиотека» музее те кĕртсе кăтартрĕç. Тĕлĕнмелли унта, чăннипех те, питĕ нумай... Музейпе тата Карамзин библиотекин комитет пайташĕсемпе паллаштаракан кĕнекере çапла çырни те пур, «Комитет, возглавляемый Н.А.Языковым, был комитетом единомышленников и соратников. В то же время в комитете библиотеки работал И.Я.Яковлев, известный просветитель чувашского народа»... Апла ку библиотекăна Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Константин Иванов, Федор Павлов, Степан Максимов, ыттисем те çÿреме пултарнă? Халь унта упранакан сайра тĕл пулакан кĕнекесене вуламан-ши, нота тетрачĕсене тĕпчемен-ши вĕсем? Ку ыйтăва библиотека директорне Светлана Нагаткинăна та патăмăр. Хальлĕхе вăл татăклăн нимех те хуравлаймарĕ-ха. Тен, килес çулхи курав тĕлне ку тĕлĕшпе ятарлă тĕпчев те ирттерĕç...

Çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ. Эпир Шупашкартан пĕр кутамкка хаçат-журналпа кайрăмăр, каялла та тулли кутамккапах таврăнтăмăр. Хамăрăннипе мар, Чĕмпĕр чăвашĕсем парнеленĕ чăваш кĕнекисемпе. Мухтав Турра, чăваш кĕнеки ПУР, апла малашне те пулать.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: