Никамшăн та ют мар

26 Çурла, 2014

Культура учрежденийĕсенче çеç мар, ытти отрасльте ĕçлекенсем те Культура çулталăкĕнче ырă пуçарусемпе палăраççĕ: вăл никамшăн та ют мар. Ял хуçалăхĕнче, акă, çĕр ĕç культури пĕлтерĕшлĕ, тепĕр тытăмра - тата тепри.

Юлашки вăхăтра чăваш ялĕсем типтерлĕхпе палăрма тытăнчĕç, уйрăм çынсен хуçалăхĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла хитреленеççĕ. Çав вăхăтрах коллективлă обществăсене, кооперативсене ку тĕлĕшпе ырлаймăн. Ытларах чухне вĕсем хăйсене тÿррен тивекен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ те культура, чунлăх, ăс-хакăл пирки аса та илмеççĕ. Культура çулталăкĕн пархатарĕ çав енĕпе пысăк та, кашнин чĕрине пырса тивет, халĕччен лăпкăн пурăннă çынсене «вăратать».

Рубрика: