Культура çулталăкĕ

24 Утă, 2014

Ялти культура управçи

Ялти культура çурчĕ - халăх сăпки, йăла-йĕркене упракан вучах. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинчи информаципе культура центрне ял çыннисем хаваспах çÿреççĕ. Кунта вĕсем хăйсене кирлĕ, хисеплĕ çынсем пек туяççĕ.

23 Утă, 2014

Кивĕ Арланкассинче - ачасен ансамблĕ

Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси ялĕн кунĕ иртнĕ. Ял çыннисене уявпа саламлама район центрĕнчен ачасен "Мандаринки" ансамблĕ пынă. Кĕçĕн çулти артистсем юрлас тата ташлас енĕпе палăрнă. Сăмахран, ушкăнри чи çамрăк Татьяна Арефьева "Мама" юрă шăрантарнă, Елена Пыркина вара инди ташшипе палăрнă.

23 Утă, 2014

Куславккари "симĕс" чарăну

Куславккапа паллашас шухăшлă туристсен шучĕ çулленех ÿссе пырать. Культура çулталăкĕнче хăнасен йышĕ тата та пысăкрах пултăр тесе тăрăшаççĕ кунта пурăнакансем. Ку енĕпе тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Сăмахран, "Алексей Толстой" теплоходри туристсем валли "симĕс" чарăну туса панă.

23 Утă, 2014

Вулавăшра кичем мар

Комсомольски районĕнчи Элпуç ял тăрăхĕнчи вулавăш - ачасен юратнă вырăнĕсенчен пĕри. Библиотека ĕçченĕсем çуллахи каникул вăхăтĕнчи вулав валли ятарлă çÿлĕксем хатĕрленĕ, вĕсене ытти чухнехинчен капăртарах тума тăрăшнă, канура усăллă литература вырнаçтарнă.

23 Утă, 2014

Ял ăстисем

Канаш районĕнчи Шăхасан ял тăрăхĕнчи библиотекăпа культура аталанăвĕн центрĕнче темиçе çул ĕнтĕ хĕрарăмсен "Хозяюшка" клубĕ ĕçлет. Унта тĕрлĕ çулти çынсем çÿреççĕ. Вĕсен хушшинче çекĕллĕ йĕппе çыхакансем те пур: М.Боголюбова, Л.Николаева, Э.Куропаткина, В.Михайлова тата ыттисем.

Pages