Комментари хушас

24 Утă, 2014

Ялти культура управçи

Ялти культура çурчĕ - халăх сăпки, йăла-йĕркене упракан вучах. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинчи информаципе культура центрне ял çыннисем хаваспах çÿреççĕ. Кунта вĕсем хăйсене кирлĕ, хисеплĕ çынсем пек туяççĕ.

Ĕлĕкрен ял çыннисем ярмăрккана пухăннă. Чуна кантармалли вырăн шутланнă вăл. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте вара ярмăрккана культура çурчĕ улăштарнă. Кунта ял халăхĕ уявсем йĕркелет, вăхăта усăллă ирттерет. Пĕтĕмлетерех калас тăк - клуб ял чĕри вырăнĕнчех.

Юлашки вăхăтра Кĕлĕмкассисем Геннадий Степанов директор пуçарăвĕпе культура вучахне юсаса çĕнетнĕ. Кунта Йĕпреçри ачасен искусство шкулĕн филиалĕ ĕçлеме пуçланă. Надежда Никандровăпа Екатерина Анисимова ертсе пынипе фольклор ушкăнĕпе ташă кружокĕ ĕçлеççĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем районти, республикăри конкурссенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Клуб çумĕнчи тĕслĕх вулавăш та вулакана яланах хапăл. Çу тата кану вăхăчĕ пулнине пăхмасăрах культура çурчĕ яланах уçă. Кунта чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ тăтăш иртет, ачасем валли цирк килет.

Р.ИВАНОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.