Ял ăстисем

23 Утă, 2014

Канаш районĕнчи Шăхасан ял тăрăхĕнчи библиотекăпа культура аталанăвĕн центрĕнче темиçе çул ĕнтĕ хĕрарăмсен "Хозяюшка" клубĕ ĕçлет. Унта тĕрлĕ çулти çынсем çÿреççĕ. Вĕсен хушшинче çекĕллĕ йĕппе çыхакансем те пур: М.Боголюбова, Л.Николаева, Э.Куропаткина, В.Михайлова тата ыттисем.

Культура çулталăкĕнче центр методисчĕ, "Хозяюшка" клуб ертÿçи И.Петрова "Ылтăн алăсем - ылтăн ĕçсем", "Ял ăстисем" куравсем йĕркеленĕ.

Ял тăрăхĕнчи ал ĕç ăстисем ытти курава та хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, Л.Николаева "Регионсем - чикĕсĕр хутшăну", Э.Куропаткина, В.Михайлова, Г.Фадеева "Ял кĕввисем" выставкăсенче палăрнă. З.Александровăпа Р.Васильева Республика кунĕнче Комсомольски салинче хăйсен ĕçĕсене кăтартнă.

Çак кунсенче центрта çĕнĕ курав, "Пирĕн ăстасем" ятлăскер, уçăлнă. Унта тĕрĕ тĕрлес, çыхас тата çĕлес енĕпе пурнăçланă ĕçсем вырăн тупнă. Вĕсен хуçисем - маларах асăннă çынсемех.

Рубрика: