Культура çулталăкĕ

12 Çурла, 2014

Кевер юбилярсем

Кевер /бриллиант/ - çирĕплĕх, питĕлĕх палли, çавăнпа та кевер туй çинчен калаçнă чухне çемье телейĕн тĕреклĕхĕ пирки шухăшлатăн. 60 çул пĕр сукмакпа утакан мăшăрсем чăннипех пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăнаççĕ. Çакă вĕсене вăй-хал, тÿсĕм парать.

12 Çурла, 2014

Çу кунĕнчи кĕнеке сукмакĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Культура çулталăкĕнче тĕллевлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Кану вăхăтĕнче те хулари «Çемье вулавĕ» библиотекăра ачасемшĕн усăллă куравсем йĕркелеççĕ. Сăмахран, библиотекăн ача-пăча пайĕнче çитĕнекен ăрăва каникул вăхăтĕнче кирлĕ литература вулама сĕнекен «Класс тулашĕнчи вулав» выставка хатĕрленĕ.

12 Çурла, 2014

Музейре - туй

Ватăсем каланă тăрăх, туя мĕнле ирттерен - мăшăрăн кун-çулĕ те çапла килсе тухать. Çак савăнăçлă самант пулас телейлĕ пурнăçăн никĕсĕ-мĕн. Çавăнпа та çемье çавăрнă куна пурте асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ.

11 Çурла, 2014

«Экватор» - хыçра

Культура çулталăкĕн çурри питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Вăл паллă пулăмсемпе асра юлчĕ. Хăшĕсем-ха вĕсем? Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçни, Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пыракан «Раççей юрри» фестиваль-марафон, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль тата ытти те.

Pages