«Экватор» - хыçра

Культура çулталăкĕн çурри питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Вăл паллă пулăмсемпе асра юлчĕ. Хăшĕсем-ха вĕсем? Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçни, Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пыракан «Раççей юрри» фестиваль-марафон, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль тата ытти те.

Кусем - Раççей тата республика шайĕпе йĕркеленĕ мероприятисем. Унсăр пуçне муниципалитет тытăмĕпе тата учрежденисемпе организацисен вăйĕпе ирттернĕ ĕçсем çĕр-çĕр.

Отрасльти учрежденисем çак тапхăрта бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен 51,3 млн тенкĕ тупăш илнĕ.

Театрсемпе концерт организацийĕсем çĕнĕ 23 спектакльпе, концерт программипе пуянланнă, билет сутмалли плана 132 процент пурнăçланă. 1272 мероприяти вырăнне 1449 ирттернĕ. Вĕсене 318,5 пин çын пырса курнă.

Культура çулталăкĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнчен тата вăтам пĕлÿ паракан ятарлă виçĕ вĕренÿ заведенийĕнчен 228 çамрăк специалист вĕренсе тухнă. Институт ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх - «Халăх ÿнер пултарулăхĕ» специальнăçпа пĕлÿ илнĕ 24 хĕрпе каччă ĕçе вырнаçнă ĕнтĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ялсенчи культура учрежденийĕсене суйласа илнĕ. Сăмахран, Куславкка районĕнчи Куснарти информаципе культура центрĕнче халăх фольклор ансамбльне çамрăк специалист ертсе пыма пуçлĕ.

Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче «Инструментпа каласси» специальноçпа пĕлÿ илнĕ 5 музыкант та ĕçе вырнаçнă. Шел те, тăван хутлăха каялла таврăнман çамрăксем те чылай.

Культура çулталăкĕнче республикăри музейсем ăнăçлă ĕçлеççĕ, вĕсем 470 мероприяти йĕркеленĕ, 2,1 пин экскурси ирттернĕ, 540 лекци вуланă. Библиотекăсем те ĕçсĕр ларман, вĕсен 950 пысăк мероприятине 60 пин çын хутшăннă.

Надежда СМИРНОВА