Савнă яла юратса
Патăрьел районĕнчи Хурама Тăварсем çак кунсенче «Савнă ялăм - пĕчĕкçĕ çĕр-шывăм» уяв ирттернĕ. Ăна Культура çулталăкне халалланă.
Праçнике Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану тата информаципе тивĕçтерекен пайăн пуçлăхĕ Валерий Осипов, Патăрьел район Пухăвĕн депутачĕ Сергей Манзуркин, «Хастар» ЯХПК председателĕн çумĕ Валерий Косойкин, Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн директорĕн çумĕ Сергей Богданов, Хурама Тăвар поселокĕн ял комитечĕн председателĕ Терентий Давыдов хутшăннă, салам сăмахĕ каланă.
Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Сымов поселок историйĕпе, унăн аталанăвĕпе паллаштарнă, хастаррисемпе пуçаруллисене Тав çырăвĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă. «Хастар» хуçалăх ертÿлĕхĕ те ялти ватăсене савăнтарнă. Асăннă ялти чăваш фольклор ушкăнĕ, «А-Зоренька» эстрада ансамблĕ, Юрий Езюков, Роза Семенова, Владимир Семенов, Светлана Кузьмина юрăçсем хăйсен юрри-ташшипе праçнике илем кÿнĕ.
А.ГРОМОВА.
Комментари хушас