Музейре - туй
Ватăсем каланă тăрăх, туя мĕнле ирттерен - мăшăрăн кун-çулĕ те çапла килсе тухать. Çак савăнăçлă самант пулас телейлĕ пурнăçăн никĕсĕ-мĕн. Çавăнпа та çемье çавăрнă куна пурте асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ.
Елчĕк районĕнчи çамрăк мăшăрсем районти историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕнче туй тума шухăш тытни ăнсăртран мар пулĕ. Паянхи ăру аваллăхпа тытакан çыхăнăва татасшăн мар.
Акă çак кунсенче Хăвăлçырмари Маринăпа Александр Казаковсем те хăйсен пурнăçĕнчи телейлĕ саманта музейре паллă тума йышăннă. Унта ĕçлекенсем вĕсем валли ятарлă программа хатĕрленĕ. Вăл тĕрлĕ сюжетран тăнă: çамрăксене çăкăрпа-тăварпа тата пылпа сăрапа кĕтсе илни* хăмлапа, тырăпа пуç çийĕн сапни* чăваш тумĕпе сăн ÿкерĕнни* çамрăк кине тĕрĕ тĕрлеттерни тата авалхи станокпа пир тĕрттерни* пасарта кин валли çăпата туянни* утă купи ăшĕнче «Телей таканне» шырани тата ытти те.
Маринăпа Александр шухăшĕпе - туй кунĕнче музейре пулни вĕсен çемье пурнăçне ырă самант парнеленĕ.
Комментари хушас