Пĕчĕкрен сăнаса ÿстереççĕ
"Питрав уявне хатĕрленмелле. Пÿрт-çурта тасатмалла, чÿречесене çумалла, тавралăха типтерлемелле. Яланхи йăла çакă", – терĕ Евгения Георгиевна Архипова ял пурнăçĕ çинчен калаçнă хушăра. Шăрăхран пытанса шыв тараси çывăхĕнчи сак çине вырнаçнă та шăкăл-шăкăл пуплетпĕр иксĕмĕр, тарават та вашават кинемее ыран тата виçмине тумалли ĕçсем шухăшлаттараççĕ. "Килĕр-çуртăр таса вĕт. Урам та типтерлĕ. Кунти халăх культурăллă пурăнать пек туйăнать", – тетĕп эпĕ. "Ара урама çÿпĕлеме памастпăр ĕнтĕ. Унта хамăр пурăнатпăр-çке.