Никĕс çирĕпленет

30 Утă, 2014

Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Культура çулталăкĕнче республикăра тата пысăк яваплăхпа пуçăннă çак ĕçе.

Юлашки çулсенче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма, Вырăс патшалăх театрĕсен çурчĕсене, Чăваш наци библиотекине реконструкцилес енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçланă-ха. 2011 çулта вулавăш çумне тăватă хутлă çурт туса лартнă. Чăваш патшалăх пукане театрне çĕнетес ĕç малалла пырать. 2012-2013 çулсенче Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн спорт залĕпе столовăйне хута янă. Тĕп хулари Ф.Павлов ячĕллĕ музыка, çавăн пекех ÿнер училищисен вĕренÿ корпусĕсене тĕпрен юсанă. Куç курманнисен Л.Толстой ячĕллĕ ятарлă тата ачасемпе çамрăксен республика вулавăшĕсене çĕнетнĕ.

Хальхи вăхăтра ЧР патшалăх истори архивĕн çуртне реконструкцилеççĕ. Объекта туллин ĕçлеттерсе яни Чăваш Ен документ еткерлĕхне туллин упраса хăварма май парĕ.

Ятран тивекен инвестици программине пурнăçа кĕртсе кăçал реконструкципе юсав ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 67,0 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутра: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ валли - 15 млн тенкĕ, Чăваш патшалăх филармонине - 25 млн тенкĕ, Трактор тăвакансен культура керменне - 5 млн тенкĕ, А.Г.Николаев космонавт летчикăн Асăну комплексне - 5 млн тенкĕ, Шупашкарти А.Г.Николаев паркне - 7 млн тенкĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕн çуртне - 10 млн тенкĕ.

Яллă вырăнти культурăпа кану учрежденийĕсене юсаса çĕнетесси те пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче. Муниципалитет шайĕнчи 749 клубран хальхи вăхăтра 212-шне тĕпрен юсамалла. 2008-2013 çулсенче ЧР республика бюджетĕнчен уйăрса панă укçапа 159 клуба тĕпрен çĕнетнĕ. Кăçал тата 27 клубраĕçсем пыраççĕ. Юлашки тăватă çулта республикăра тăватă клубпа культура çурчĕ туса лартнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.