Пĕчĕкрен сăнаса ÿстереççĕ

"Питрав уявне хатĕрленмелле. Пÿрт-çурта тасатмалла, чÿречесене çумалла, тавралăха типтерлемелле. Яланхи йăла çакă", – терĕ Евгения Георгиевна Архипова ял пурнăçĕ çинчен калаçнă хушăра. Шăрăхран пытанса шыв тараси çывăхĕнчи сак çине вырнаçнă та шăкăл-шăкăл пуплетпĕр иксĕмĕр, тарават та вашават кинемее ыран тата виçмине тумалли ĕçсем шухăшлаттараççĕ. "Килĕр-çуртăр таса вĕт. Урам та типтерлĕ. Кунти халăх культурăллă пурăнать пек туйăнать", – тетĕп эпĕ. "Ара урама çÿпĕлеме памастпăр ĕнтĕ. Унта хамăр пурăнатпăр-çке. Тасатсах тăратпăр", – васкаса хуравлама тăрăшрĕ пирĕн калаçăва хутшăннă кÿршĕсенчен пĕри.

Тирпей-илем пирки ытахальтен сăмах хускатмарăм. Манăн, тин çеç ялти Культура çуртĕнчен тухнăскерĕн, унти ертÿçĕсем хавхаланса каласа пани тÿрре тухнипе тухманнине пĕлес килчĕ. Чăваш ачи вĕт эпĕ, вăл вара çыртса пăхмасăр ĕненмест.

Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакансен культура шайĕ пĕчĕк тееймĕн. Апла ялти Культура çуртĕнче тăрăшакансен ĕçне те хисепе хумалла. Халăхăн культура шайне пĕр сехетре савăнăçлă концерт е шухăша яракан спектакль лартса панипе ÿстереймĕн. Пĕр кунта, пĕр çулталăкра пулакан ĕç те мар вăл. "Çимĕçе" темиçе çул кĕтмелле. Çапла чĕрĕк е çур ĕмĕр те иртме пултарать. Культура тытăмĕнче 26 çул вăй хуракан Ольга Петровна Муравьева çакна лайăх ăнланать.

– Ольга Петровна, каçарăр та, сирĕнпе культура ăнлава юрă-ташă урлă мар, урăх енчен те пахалас килет. Стена çинчи Хисеп хучĕсем кунти коллективăн çитĕнĕвĕсене аван сăнлаççĕ. Вĕсемпе эпĕ паллашрăм. Çак ĕçре нумай çул ĕçленĕ май пĕтĕмлетÿсем тăватăрах пулĕ: паянхи ял çыннишĕн культура ниме тăман сăмах мар-и?

– Çук, паллах. Ял халăхне концертсемпе савăнтарнисĕр пуçне урăх нимĕн те тумастпăр тетĕр-и? Ĕçлетпĕр. "Чи таса урам", "Чи илемлĕ чечек пахчи" конкурссем йĕркелесе ирттерме хутшăнатпăр. Чи лайăххисене хамăр тĕрĕслесе çÿресе палăртатпăр. Пĕлтĕр акă Ольга Петровнăпа Олег Николаевич Осиповсен пахчи пуринчен илемлĕ пулчĕ. Пĕр вунă çул каяллах лару-тăру урăхчĕ. Халĕ ял çыннисем тирпейлĕхе çĕнĕрен вĕренсе пыраççĕ темелле-ши? Илем енне туртăнни сисĕнет. Урамсене, пахчасене таса, типтерлĕ тытма тăрăшаççĕ, карта-хÿмене те чун ыйтнă пек илемлетеççĕ.

– Сирĕн Культура çуртне кĕрсен темĕнле лăпкăлăх тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ. Кунти тĕссем чуна уçăлтараççĕ. Каçсерен çак илеме тĕтĕм мăкăрлантаракансем е "симĕс шĕвеке" кăмăллакансем пăсмаççĕ-и?

– Тен, мухтанса каланă пек, анчах пирĕн Культура çуртĕнче пирус мăкăрлантарни те, ахăрса кăшкăрни те, çапăçни те пулман. Хĕлле урама тухас умĕн пирус тивертме хатĕрленекенсем те çын ан куртăр тесе ăна хул хушшине пытарса утаççĕ. Ĕçлеме пуçласассăнах çирĕп ыйтни пулăшрĕ пулĕ йĕрке тума.

– Культура çуртне йĕркеллĕ тытса тăма укçа-тенкĕ те кирлĕ. Вăл вара нихăçан та çитсе пымасть.

– Пирĕн культура çурчĕ библиотекăпа пĕр тĕвĕре. Модернизаци программине лексе çĕнĕ техникăпа, музыкăн тĕрлĕ аппаратурипе пуянланчĕ. Залри сцена хуларинчен пач та кая мар: чаршав çĕкленет, анать. Çĕнĕ тумпа тивĕçтерчĕç. Пирĕн çинче – Культура çуртне юсасси, типтерлесси. Пĕлтĕр хамăр ĕçлесе тупнă укçапа юсав ирттертĕмĕр. Пире тÿлевлĕ пулăшу енĕпе укçа тума план параççĕ вĕт. Çулталăкне 40 пин тенкĕ ытла пуçтармалла. Ялта дискотекăсене укçалла çÿрекен сахал, çавăнпа ку мероприятие шăмат кунсенче кăна ирттеретпĕр. Концертсемпе тухса çÿресе укçа тума тивет. Кăçал Комсомольски районĕнчи ялсене те çитрĕмĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе килĕшÿсем тăватпăр. "Тав" фирмăпа çыхăну йĕркеленчĕ. Троица кунĕнче Хăвăлçырмара ял уявĕ иртрĕ, унта халăха савăнтартăмăр.

– Тăхтăр-ха, сирĕн пата çитиччен кÿршĕри Мучар ялĕнче пултăмăр. Унта пурăнакан ватăсем хăйсем патне концертпа çÿренине шарламарĕç. Ăна пăхма Çирĕклĕ Шăхале çитмелле терĕç...

– Тĕрĕс сăмах. Унти урама концертпа çитмен. Кăçал ял урамĕсене (Культура çурчĕ çÿлерех асăннă икĕ яла тивĕçтерет) тухма тĕллев лартнă. Ăна пурнăçлатпăрах. Хальччен Мучарсем Шăхале çÿренĕ-ха. Пĕчĕк ялти халăх ватăлать çав. Вăл тухса çÿретĕр тесе пĕлтерĕшлĕ мероприятисене кăнтăрла йĕркелетпĕр. Килкелеççĕ.

Калаçнă хушăра Ольга Петровна (Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ) мана клубри ял историйĕпе культурин музейĕпе паллаштарчĕ. Чухăн мар вăл, ял çыннисен ал ĕçĕсен куравĕ те тăтăшах иртет кунта. Таçта васканăран-ши, Ольга Петровна мана Людмила Егорова методистпа хăварчĕ. Малтанхи калаçу çиппи культурăпа спорт хушшинче татăлнăран çакна палăртса хăварам. Культура çуртĕнче ĕçлекен 10 кружок хушшинче спортпа çыхăнни те пур. Çакна валли клуб çумĕнче ятарлă зал ĕçлет. Унсăр пуçне – шкулта та. Нимĕн те калаймăн – пуян ял.

– Людмила Петровна, тĕрлĕ кружока çÿреме ачасем, çамрăксем çитеççĕ-и? Мучарта ав çур ял ытла ватă.

– Пирĕншĕн кашни ача мĕн пĕчĕкренех шутра. Хăш çемьене пепке килнине пĕлсе тăратпăр, ача садне çÿрекенсене те сăнатпăр. Ачан юрă-ташă е урăх пултарулăх енне туртăм пуррине пĕчĕкренех пĕлни пире малашнехи ĕçре пулăшать. Ав сирĕн умăрта чупакан 5 çулти Аньăн музыка енĕпе те, ÿкерессипе те пултарулăх палăрать. Пĕчĕкскерсене микрофон патне пыма чăрмантармастпăр. Тĕрĕслесе хак паратпăр та ĕçе явăçтаратпăр.

Аслисем, ватăраххисем мĕне пултарнине те пĕлетпĕр. Çакă, паллах, пире концерт программисене кăсăклăрах хатĕрлеме май парать.

– Кашни ача шутра пулсан çамрăксем сахал. Тĕрĕс ăнланатăп-и?

– Сахалрах çав. Çакă пăшăрхантарать. Ялта халĕ пурăнма мĕн пур услови пур, хуларинчен те лайăх, пахча çумра, уçă сывлăш. Ӳркенмелле мар çеç. Тепĕр тесен ăçта ĕçлемесĕр пурăнма пулать? Хĕрарăмсем ача сахал çуратаççĕ.

Хуларан яла килес текенсем тупăнаççĕ, пурăнма çурт шыракансем те пулчĕç. Хальхи вăхăтра Культура çуртĕнче упăшкипе арăмĕ Красновсем ĕçлеççĕ. Хăвăлçырмара çуралса ÿснĕ Эдик Степанов та пирĕн пата ĕçе вырнаçнăччĕ. Мăшăрĕ те культура тытăмĕнчи специалист. Çемье çурт туянса тĕпленесшĕнччĕ. Темиçе ялта шырарăмăр, анчах тупса параймарăмăр. Пушă ларакан çуртсем пур, пĕрне те сутмаççĕ. Çамрăксене патшалăх программисене хутшăнса çурт-йĕрлĕ пулма сĕнтĕмĕр. Вĕсен тăхтас килмерĕ курăнать, васкарĕç. Тухса кайрĕç те Тăвай районĕнче ĕçлеме тытăнчĕç. Вĕсене вĕçертнĕшĕн кулянтăмăр.

– Хăвăр ял çыннисене культурăллă тенĕ пулăттăр-и?

– Паллах. Çакă аслисем те, ачасем те хăйсене тыткаланинче, калаçнинче, урамсене, килти хуçалăха типтерлĕ тытнинче, пĕр-пĕрне пулăшнинче палăрать. Республика кунĕн уявне хутшăнтăмăр. Пĕлетĕр-и: унта халĕ икĕ аркăллă кĕпе е мĕн пуррине çакса тухнине кураймастăн. Кашнин пĕрешкел те хитре тумĕ куçа савăнтарать. Тем тесен те культура шайĕ ÿсет.

Ирина Никитина.

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.