Аваллăх упрантăр асăмра

6 Çурла, 2014

Ял историне çырас, çемье музейне анлăлатас тĕлĕшпе пурăнать Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнчи Александр Фролов. Тĕрĕссипе, ял историне вăл маларах çырса хатĕрленĕ. Ăна пичетлесе кăларма укçа-тенкĕ çукран пĕр пуçлăхран пулăшу ыйтнă. Лешĕ вара самаях кÿрентернĕ ăна. Тарăхнипе хатĕр текста çунакан кăмакана ывăтнă. «420 страница çырнăччĕ, – тет Александр Иванович иртнине аса илсе. – Ял историйĕпе кăсăкланакансем каллех тупăнчĕç. Ăна çĕнĕрен çырма ыйтаççĕ. Пичетлесе кăлармашкăн пулăшма шантарчĕç. Эпĕ ялти кашни çемьене тĕпрен пĕлетĕп».

Кăçал 80 çул тултараканскер ĕмĕрĕпех шкулта учительте ĕçленĕ. Пĕр вăхăт шкул директорĕнче тăрăшнă. Вăл пуçарнипе кунта шкул историйĕн музейне уçнă. Анчах унпа çеç çырлахман арçын, çемье музейне йĕркелеме шут тытнă. Экспонатсене пĕчĕк пÿртне вырнаçтарнă. Кунта тĕрлĕ документ, ĕç хатĕрĕсем, çи-пуç, савăт-сапа упранаççĕ. Несĕл йывăççи те пур. Унта ултă сыпăка сăнланă. «Çак сăпкара ÿснĕ эпĕ, – малалла сăмахлать ватă. – Ку çăпатасене хам тунă, тĕртнĕ япаласем аннерен юлнă. Платник ĕç хатĕрĕсемпе пуринпе те усă курнă».

Экспонатсен хушшинче авалхи укçа та пур. «Лупас валли юпа шăтăкĕ чавнă чухне пĕр ешчĕк сиксе тухрĕ. Уçрăм та тĕлĕнтĕм: туп-тулли укçа. 1917 çулта асатте пытарнă ăна. Хăй манса кайнă. Çапла çĕр айĕнче упраннă вăл. Ун чухне ачасем пĕчĕкчĕ. Вĕсене выляма патăм», – пăшăрханса пĕлтерчĕ ватă. Тупрана упрама пĕлменни кулянтарчĕ ăна.

Вăл е ку хатĕр-хĕтĕр ятне те пĕлместпĕр эпир халĕ. Александр Иванович мана тĕрĕслеме тенĕ пек хăш-пĕр экспоната ятран калама ыйтрĕ. Сăмахран, качака кăкармалли кăлтăрмача пĕлеймерĕм эпĕ. Ăна хамăн ĕмĕрте пĕрремĕш хут куртăм.

Çемье музейĕ пысăках мар пулин те кăсăклă хатĕр-хĕтĕрпе пуян. Ашшĕн ĕçĕпе ачисем те кăмăллă. Мăнукĕсем хăнана килсен те тÿрех унта кĕреççĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ.

Александр Ивановичпа Зинаида Георгиевна халĕ иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Сăмах май, мăшăрĕ те шкулта ĕçленĕ, ачасене химипе биологи вĕрентнĕ. Виçĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ тăван йăвана час-часах килсе çÿреççĕ, ватăсене пулăшаççĕ.

Аслă Фроловсем хăйсен ĕмĕрĕнче виçĕ çурт лартнă. Иккĕшĕ вара – кÿршĕллех. Пĕринче çемье музейне аталантарма шухăшлать Александр Иванович. «Эпĕ мĕнле йăхран тухнине, мĕн ĕçлесе пурăннине пĕлччĕр ачасем. Тăвансем пĕр-пĕрне ан манччăр», – терĕ вăл. Ырă, ăслă шухăш çумне нимĕн те хушса калаймăн.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.