Кивĕ Арланкассинче - ачасен ансамблĕ

23 Утă, 2014

Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси ялĕн кунĕ иртнĕ. Ял çыннисене уявпа саламлама район центрĕнчен ачасен "Мандаринки" ансамблĕ пынă. Кĕçĕн çулти артистсем юрлас тата ташлас енĕпе палăрнă. Сăмахран, ушкăнри чи çамрăк Татьяна Арефьева "Мама" юрă шăрантарнă, Елена Пыркина вара инди ташшипе палăрнă. Ансамбль ĕртÿçи Марина Кузьмина та аяккинче пăхса тăман, "Ромашка" юрăпа савăнтарнă.

Ял çыннисем шăпăрлансене ăшшăн тав тунă. Уяв йĕркелÿçисенчен пĕри - Марина Александрова - ачасене ял çумĕнчи кÿлĕ хĕррине экскурсие илсе кайнă.

Рубрика: