Куславккари "симĕс" чарăну

23 Утă, 2014

Куславккапа паллашас шухăшлă туристсен шучĕ çулленех ÿссе пырать. Культура çулталăкĕнче хăнасен йышĕ тата та пысăкрах пултăр тесе тăрăшаççĕ кунта пурăнакансем. Ку енĕпе тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Сăмахран, "Алексей Толстой" теплоходри туристсем валли "симĕс" чарăну туса панă. Хусан тата Самар çыннисем Атăл хĕрринчи пляжра хĕвĕл айĕнче хĕртĕннĕ, хула çывăхĕнчи паркра уçăлса çÿренĕ, Н.Лобачевский музейĕпе, авалхи зодчество палăкĕсемпе, паянхи хулапа паллашнă.