Культура çулталăкĕ

7 Çу, 2014

Вулавăшра - паттăрлăх урокĕ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Наци библиотекинче «Ачалăхăн йÿçĕ ас тăвăмĕ: вăрçă ачисем аса илеççĕ» паттăрлăх урокĕ иртнĕ. Çак куна ахальтен суйласа илмен, шăпах 1945 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Мускав вăхăчĕпе 22.40 сехетре, рейхстаг çийĕн Хĕрлĕ ялав вĕлкĕшме пуçланă.

7 Çу, 2014

Фестивальсен фестивалĕ

Ачасен пултарулăхĕн марафонĕ - Культура çулталăкĕнчи пĕлтерĕшлĕ проект. Вăл темиçе фестивальпе конкурса - ÿнер пултарулăхĕн «Черчен чечексем», юрлас ăсталăхăн «Уçă саслă ачалăх», хореографи коллективĕсен «Сывă-и, тĕнче!», чăваш тĕррин «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче», чăваш фольклорĕн «Пĕчĕк çеç путене» - пĕрлештерет.

7 Çу, 2014

Çитĕнекен ăрăвăн хастарлăхĕ

Культура çулталăкĕ вăй илсе пырать. Республикăн культурăпа кану учрежденийĕсенче, вĕренÿ заведенийĕсенче вун-вун мероприяти иртет. Çав шутра - ятарлă фестивальсем, конкурссем, премьерăсем, концертсем. Вĕсене ачасене, çамрăксене ытларах явăçтарма тăрăшнине ырламалла, çитĕнекен ăрура культура никĕсне «хывса» хăвармалла. Çапла тума тăрăшаççĕ те.

29 Ака, 2014

Вулавăш сукмакĕ

«Кĕнеке – пурнăç çăл куçĕ», – тетпĕр пулсан та халĕ унпа çынна илĕртеймĕн. Çамрăксене пушшех те. Ахальтен мар ĕнтĕ Вера Леонтьева библиотекарь ял халăхĕпе çыхăну тытма урăх мел шухăшласа тупнă. Вулавăш çумĕнчех ача-пăча валли «Çут çанталăк тусĕсем» экологи тата хĕрарăмсен клубĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене Вера Николаевна хăй ертсе пырать.

29 Ака, 2014

Асламас ячĕпе - фестиваль

Çак кунсенче Етĕрне хулинче чăваш музыкин республика фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăна, "Хĕвел" ят панăскере, çак районта çуралса ÿснĕ Анисим Асламаса халалланă. Программăра чăваш композиторĕсен /Алексей Иванов, Геннадий Воробьев, Лариса Быренкова, Григорий Хирбю, Анисим Асламас/ произведенийĕсем пулнă.

Pages