Комментари хушас

7 Çу, 2014

Фестивальсен фестивалĕ

Ачасен пултарулăхĕн марафонĕ - Культура çулталăкĕнчи пĕлтерĕшлĕ проект. Вăл темиçе фестивальпе конкурса - ÿнер пултарулăхĕн «Черчен чечексем», юрлас ăсталăхăн «Уçă саслă ачалăх», хореографи коллективĕсен «Сывă-и, тĕнче!», чăваш тĕррин «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче», чăваш фольклорĕн «Пĕчĕк çеç путене» - пĕрлештерет.

Асăннă юхăма республикăри 3 пин ытла çамрăк талант хутшăннă. Фестивальсен концерчĕсем Чăваш Енĕн пур районĕпе хулинче те иртнĕ. Ачасен пултарулăхне паллă специалистсем хакланă, вĕсем коллективсен ертÿçисене тĕрлĕ сĕнÿпе, канашпа пулăшнă. Сăмахран, Евгения Жачева тĕрĕ ăсти чăваш тĕррин конкурсĕ вăхăтĕнче ачасен ĕçĕсене пахаланисĕр пуçне вĕсем валли ăсталăх класĕсем ирттернĕ, ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

Фестивалĕн тĕп мероприятийĕсем тата гала-концерчĕ çу уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Культурăпа халăх пултарулăхĕн республика керменĕнче иртĕç. Унта çавăн пекех çĕнтерÿçĕсене те чыслĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.