Вулавăш сукмакĕ

«Кĕнеке – пурнăç çăл куçĕ», – тетпĕр пулсан та халĕ унпа çынна илĕртеймĕн. Çамрăксене пушшех те. Ахальтен мар ĕнтĕ Вера Леонтьева библиотекарь ял халăхĕпе çыхăну тытма урăх мел шухăшласа тупнă. Вулавăш çумĕнчех ача-пăча валли «Çут çанталăк тусĕсем» экологи тата хĕрарăмсен клубĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене Вера Николаевна хăй ертсе пырать. Ачасемпе вăйăсем ирттереççĕ, кĕнекесемпе паллашаççĕ пулсан аслисемпе уявсем, тĕл пулусемпе калаçусем йĕркелеççĕ. Акă Чупай ял тăрăхĕнче Ангелина Павловская çыравçă хăнара пулнă. Ял çынни унăн хайлавĕсене питĕ килĕштернине пĕлтерчĕ библиотекарь. «Кĕнекисем пĕрмаях – алăра. Вулавăша таврăнмаççĕ те. Пĕри вуласан тÿрех теприне куçать», – терĕ Вера Леонтьева. Çавăн пекех вулакансем Нелли Петровская, Улькка Элменĕ, Сергей Павлов тата Николай Симунов çыравçăсен хайлавĕсене килĕштернине палăртрĕ вăл. Ятарлă темăсемпе калаçнă чух вырăнти ФАП ертÿçине Светлана Васильевăна, районти историпе тăван тавралăх музейĕн директорне Василий Цыфаркина, ял тăрăхĕн специалистне Надежда Ивановăна тĕл пулăва чĕнет.

«Çакнашкал мероприятисем ирттермесен ман пата килекен çук», – пăшăрханарах пĕлтерчĕ вăл. Хаçат-журналпа та паллаштарма тăрăшать. Хĕрарăмсене ытларах ал ĕç тата апат-çимĕç журналĕсем килĕшеççĕ, ачасене – «Самант», «Тетте». Çапах та вĕсем вырăсла вулама кăмăлланине палăртрĕ Вера Николаевна. Чăвашла ăнланманран калаçăва ачасемпе вырăсла-чăвашла ирттереççĕ. Кун пирки ял тăрăхĕнче те, шкулта та сăмах пуçартăм. Чăваш ялĕнче ачасем вырăсла калаçса çитĕннине никам та пытармарĕ. «Çамрăксем унта-кунта ĕçлеме кайсан вырăс майрасем çаклатса килеççĕ. Каярахпа ачисене те вырăсла вĕрентеççĕ», – терĕç. Унсăр пуçне чукун çул çывăхра пулни те витĕм кÿрет пулĕ. Мĕншĕн тесен ытларахăшĕ ют хуласенче ĕçлесе пурăнать.

Библиотека фондĕнче паян 7,5 пин кĕнеке. Иртнĕ çул 650 вулакан шутланнă. Вĕсенчен чи ватти – Александра Семенова. Сакăр теçеткене парăнтарнă хĕрарăм халĕ те кĕнекесĕр пурăнаймасть иккен. Вулавăша çÿреймест вăл. Кĕнекепе ăна хĕрĕ тивĕçтерет.

Чи çамрăк вулакансем – 5 çулти шăпăрлансем. Вĕсем ялти «Хĕвелпи» ача садне çÿреççĕ. Час-часах кунта экскурсире пулаççĕ. Ачасене пĕчĕкрен кĕнекене юратма вĕрентеççĕ воспитательсем. Библиотекарь каланă тăрăх – кĕçĕн класра вĕренекенсем кĕнекепе туслă. Аслă класа куçсан ун пирки пачах манаççĕ вĕсем. «Вулама кăна мар, урама тухма та пăрахаççĕ ачасем. Кунĕпех компьютер умĕнче лараççĕ», – терĕ вăл.

Вулавăш хаçат-журнал çырăннипе кăсăклантăм. «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларакан пур кăларăм та пур кунта. Кун пек тĕслĕхе республикăри библиотекăсенче сайра асăрхатăн.

Вера Николаевна та вулама юратать. Малтанах кăларăмсене хăй алла илет, кайран ыттисене паллаштарать.

Ял халăхне хăй енне çавăрма пĕлет вăл. Ахальтен-и вулавăшран çын татăлмасть. Килен-каяна тараватран хисеплеççĕ ăна. Тен, çавăнпах унта çитерекен сукмак та курăкпа витĕнмест.

Вăрмар районĕ

Валентина ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.