Çитĕнекен ăрăвăн хастарлăхĕ
Культура çулталăкĕ вăй илсе пырать. Республикăн культурăпа кану учрежденийĕсенче, вĕренÿ заведенийĕсенче вун-вун мероприяти иртет. Çав шутра - ятарлă фестивальсем, конкурссем, премьерăсем, концертсем. Вĕсене ачасене, çамрăксене ытларах явăçтарма тăрăшнине ырламалла, çитĕнекен ăрура культура никĕсне «хывса» хăвармалла. Çапла тума тăрăшаççĕ те. Çулталăк пуçламăшĕнчех ачасен пултарулăхне ÿстерессипе çыхăннă конкурссем - «Раççейĕн культурăпа истори еткерлĕхĕ», «Çăлтăрлă çумăр», «Асамлă шăхлич» - иртрĕç. Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ кăçал тепĕр конкурс - çамрăк сĕрме купăсçăсемпе виолончелистсен ăсталăхне тĕрĕслекеннине - йĕркеленĕ.
Республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх çынни те Культура çулталăкне хăйĕн тÿпине хывасшăн. Узбексен, азербайджансен, эрменсен наци уявĕсем иртрĕç те ĕнтĕ. Белоруссен наци культура обществи ака уйăхĕнче «çавра сĕтел» пухрĕ.
Çывăх вăхăтри мероприятисем Çĕнтерÿ кунĕпе çыхăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене тепĕр хут аса илĕпĕр, вĕсен паттăрлăхĕ умĕнче пуç тайăпăр.
Комментари хушас