Тĕлĕнтермĕш тĕнчинче
Мăн асаттесем пире тĕлĕнмелле пысăк пуянлăх парса хăварнă. Чăваш халăхĕ паян кунчен упраса хăварма пултарнă чи хаклă тупра вăл - чĕлхе, юрăсем, йăла-йĕрке, ал ĕç ăсталăхĕ.
Ал ĕç ăсталăхĕ - хăйне евĕр искусство. Ăна пурнăç хăй илемлĕх енне туртăннă май çуратнă. Чăваш Ен пултаруллă тĕрĕçисемпе, пир тĕртекенĕсемпе, чÿлмекçисемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Хăва хуçакан, музыка инструменчĕсем тăвакан, тир-сăран ăсти... Пирĕн хушăра тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын сахал мар.
Çĕрпÿ районĕнчи Метикассинчи культурăпа библиотека центрĕнче ачасем валли «Тĕлĕнтермĕш тĕнчи» викторина йĕркеленĕ. Ăна чăваш халăх промыслисене халалланă. Ачасем кăлтăрмача хавасаланса çавăрттарнă, ыйтусене питĕ кăсăкланса хуравланă, парнесене тивĕçнĕ... Финала Владимир Михайлов, Анастасия Михайлова, Надежда Андреева тухнă. Вăййа пĕтĕмлетнĕ хыççăн чăваш халăх ал ĕç ăсталăхĕ пирки тĕплĕ тата нумай пĕлекенни Надежда Андреева пулни палăрнă.
«Тĕлĕнтермĕш тĕнчи» викторина ачасене халăх промыслисемпе кăсăкланас, тем те пĕр пĕлес туртăмне вăйлатма пулăшни иккĕлентермест.
Комментари хушас