Этнос аталанăвĕн критерийĕ

28 Кăрлач, 2015

Раççей Федерацийĕнче чăвашсем йышлă халăх тесе туллин кăмăлланатпăр эпир. Пирĕн патшалăхра пĕтĕмĕшле - миллион çурăна яхăн чăваш. 2002 çулта вĕсенчен 889 268-шĕ Чăваш Республикинче пурăннă, 2010 çулта çак цифра 814 750 çынпа танлашнă. Паян çак кăтартусем тата пĕчĕкрех. Статистикăра урăхларах цифрăсем те пур, анчах саккунлăх паллă: чăвашсем пĕтсе пыраççĕ.

Халĕ вара халăхсен шайлашулăхне пăхар. Раççейре сахалтан та 143,7 миллион çын пурăнать. Енчен те тăван халăх çинчен Раççейре пурăнакансем илтчĕр те калаçччăр тесен - пирĕн халăхăн хăвачĕ, паянхипе танлаштарсан, 100 хут ытларах пулмалла! Вара тин асăрхĕç те курĕç пире. Хамăра улталар мар: чылай чухне те нумай çĕрте чăвашсем камне пĕлмеççĕ те Раççейре.

Математикăллă çак курăм-шайлашулăх чăнлăха уçса-çутатса парать. Объективлă лару-тăру çакнашкал: эпир ĕçчен те чипер, çепĕç чĕлхеллĕ те эреш тĕрĕллĕ пулсан та - чăвашсене питех пĕлсе каймаççĕ çĕршывра ?тĕнче пирки калаçса çăвар тутине те сая ямăпăр%.

Тепĕр енчен вара математикăллă шайлашулăх пĕр пысăк та пĕлтерĕшлĕ евĕрлĕхе шута хумасть. Халăхсем чăн малтан мĕнпе уйрăлса тăнине аса илер. Паллах, чĕлхепе тата культурăпа. Чĕлхепе культурăна кĕвĕлесе-пĕтĕçтерсе тăраканни вара - литература. «Малтан сăмах пулнă» текен каларăша анлăн сарса-тарăнлатса тăмăпăр. Сăмахпа литература чылай чух синонимсем, пĕр пахалăхсемех.

Темĕнле халăх культурин те чи паллă та курăмлă енĕ - литература. Тăван чăваш халăхĕшĕн илемлĕ сăмах хаклăхĕ-пахалăхĕ паянхи кун шутсăр актуаллă тата пуласлăхлă. Ăнланмалла: илемлĕ литература, унăн аталаннă шайĕ - этнос палли, халăхăн визитлă карточки. Халăхсен аталанăвне хакланă чухне илемлĕ литература шайне пăхасси те виçесси ахаль вăйă мар, этносăн ăс-хакăлне те кăмăл-сипетне палăртаççĕ унпа. Илемлĕ литература - этнос аталанăвĕн критерийĕ.

Хамăр çĕршывăн гражданла евĕрлĕхне те манса каяр мар. Ытти тĕнчешĕн Раççей Федерацийĕнче вырăссем пурăнаççĕ пек пулса тухать. Чикĕ леш енне кайсан - чăваш-и эсĕ, çармăс-и - ют çĕршывра вырăс шутланатăн. Наукăра пирĕн ентеш, маттур чăваш тĕлĕнмелле çĕнĕлĕх тупса Нобель премине тивĕçрĕ пулсан та - пурпĕр çак лауреат вырăс ученăйĕ ятпа пулать те юлать. Паллă ученăйсем хăш халăхран тухнине питех пăхмаççĕ: вĕсем хăш патшалăхра пурăнни кăтартуллă.

Илемлĕ литературăра вара ĕç-пуç пачах урăхла. Енчен те пĕр-пĕр чăваш çыравçи тĕлĕнмелле хăватлă литература хайлавĕпе Нобель премине илчĕ пулсан/ Кун пек чухне писателĕн гражданлăхĕ патшалăхпа мар, тăван халăхпа тÿрремĕн çыхăнать. Илемлĕ литература ĕçченĕ тĕнчешĕн яланах - конкертлă халăх ывăлĕ ?е хĕрĕ%. Литература енĕпе Нобель премине тивĕçнĕ чăваш писателĕ çут тĕнчешĕн хуть те мĕнле лару-тăрура та чăваш çыравçиех пулса юлать.

Раççей империйĕнчи инородец-халăхсем хушшинче эпир мĕнпе паллă пулнă тесе ыйтсан - нумайăшĕ тÿ­­рех «Арçури» балладăпа «Нарспи» поэмăна аса илет. Фольклор хайлавĕсемпе мар, паллă авторсен произведенийĕсемпе виçетпĕр эпир тăван культурăна. Малашне те çаплах пулать. Тăван литература аталанма пăрахни тăван халăх та аталанма чарăннине, летарги ыйхине путнине калать ?вăранмасса та пултарать вăл%. Литература пăчлансан, çĕнĕ хайлавсем кун çути курмасан - çут тĕнчене чăваш ачисем килме пăрахнине пĕлтерет.

Хальхи самана çĕнĕлĕхсемпе пуян. Вĕсене ачасем хăвăрт хăнăхаççĕ, алла илеççĕ. Тĕнче литератури те çĕнĕ шухăш-курăмпа вулакансене серепелет. Чăнлăха юмахлатнă тата юмаха чăнлатнă жанрсем ача-пăча тĕнчинче пуç пулса тăчĕç. Компьютер вăййисем те çак саккунах пăхăнаççĕ. Чăваш литературинче вара тăван ача-пăча тĕнчи валли çакнашкал кĕтменлĕхлĕ жанрсем вăйлăн аталанаççĕ тесе калаймăн.

Пĕтĕмĕшле илсен, тăван литература иртсе кайнă вăхăтсене ытарлăн аса илсе çырăнать тесе хаклас килет. Хальхи çивĕч самантсене питех тивмеççĕ-тишкермеççĕ те писательсем - вĕсене паянхи чăнлăх пит кирлех те мар, вулакана та ?темшĕн% ытла кăсăклантармасть ку.

Енчен те чăваш литературинче чăн чĕрĕлÿ пуçланас-тăк, вăл ача-пăча литературинчен тытăнмалла. Çамрăк ăрăва шухăш вылявĕпе, сюжет аталанăвĕпе, кĕтмен­­лĕ­х­­­­­­лĕ курăмпа тĕлĕнтерме вара çăмăл мар - пысăк технологисен ĕмĕрĕнче çуралнă вĕсем, тĕнче çилĕсенчен хăрамаççĕ пирĕн ачасем: тĕнче тăвăлĕнче çунат сарса хăвăрт­рах вĕçме пулнине ăнланаççĕ.

Çавăнпа ĕнтĕ ача-пăча литературинче хупăлăх пулмалла мар: тĕнче тăвĕ çинче çил ачисемпе вылякан çил арман пек çунатланмалла-авăрмалла унăн.

Антонина Петрова

Шупашкар, 47-мĕш шкул

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.