Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕ - ЧУЛКАСРА

19 Пуш, 2015

Литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалласа респуб-ликăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Чулкас шкулĕ те айккинче юлмасть. Кунти пурнăçа наукăпа практика конференцийĕ-сем, конкурс-ăмăртусем кăсăклатаççĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче «Сывă пултăр Литература!» ятпа йĕркеленĕ каç питĕ кăмăллă иртнĕ. Ачасем патне Литература çулталăкĕн тĕп сăнарĕсем - А.С.Пушкин, Н.В.Гоголь тата А.А.Ахматова - килсе çитнĕ. 5-9 классенче вĕренекенсем вĕсене классиксен сăввисене илемлĕ вуласа савăнтарнă, «Повесть временных лет» тата «Слово о полку Игореве» кĕнекесенчи хайлавсем тăрăх лартнă инсценировкăсемпе паллаштарнă. Литература каçĕ асамлă сывлăшпа тулнине пула вăхăт иртни те сисĕнмен. Çавăнпа акт залĕнчен пурте тулли кăмăлпа тухнă.

Нумаях пулмасть вара «Константин Васильевич Иванов - ялкăшса тăракан талант» темăпа йĕркеленĕ конференцире ачасем классик пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан презентацийĕсемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне 5-9 классенче вĕренекенсем К.В.Иванов произведенийĕсем пирки тухса калаçнă. «Нарспи», «Тăлăх арăм», «Шуйттан чури», «Икĕ хĕр» тата ытти хайлавсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Жюрисем ĕçсене пахаланă хыççăн çĕнтерÿçĕсен йышне çак маттурсене кĕртнĕ:

1-мĕш вырăн - Валя ФЕДОРОВА (8 класс);

2-мĕш вырăн - Алина ПАВЛОВА (7 класс);

3-мĕш вырăн - Саша ЕГОРОВ (6 класс).

Ачасем «Нарспи» поэмăна тĕпе хурса лартнă спектакль сыпăкĕсемпе сцена çинчен ял халăхне савăнтарнă. Тĕп рольсене саккăрмĕш класри Марина Порфирьева тата çиччĕмĕшĕнчи Алексей Миронов калăпланă.

Вĕренекенсем Константин Иванов произведенийĕсем тăрăх ÿкерчĕк туса курав та хатĕрленĕ. Çак ĕçе кашниех хастар хутшăннă, хăй евĕрлĕхĕпе палăрнă.

Çулталăк пуçланнă кăна-ха, вĕрентекенсем тата чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Çав шутра чăваш литературин классикĕн хайлавĕсен вулавĕ те, Чăваш патшалăх академи драма театрне çитсе курасси те. Литература çулталăкĕн тухăçĕ пуласса, калем ăстисем йышланасса шанас килет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.