Культура çулталăкĕ

18 Раштав, 2014

Ĕмĕре тăсăлмалли çулталăк

Чăваш Енре Культура çулталăкĕ республикăри культура ĕçченĕсен "Культура çулталăкĕнчен - Литература çулталăкне" пысăк форумĕпе хупăнни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл чăннипех курăмлă ĕç пулчĕ. "Культура - регионсен аталанăвĕн стратеги вăй-халĕ" "çавра сĕтел" хыççăн пленарлă ларусем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç.

19 Чÿк, 2014

Иксĕлми çăлкуç

Культура çулталăкĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ иртнине каларĕ Юрий Тимофеев ертÿçĕ. Нумаях пулмасть асăннă ял тăрăхне кĕрекен Пысăк Чăрăшра культурăпа библиотека аталанăвĕн центрне уçрĕç.

12 Чÿк, 2014

Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе

Шкул çумĕнче музей йĕркелени çав тери меллĕ. «Аваллăхсăр малашлăх çук», - теççĕ халăхра. Çамрăк ăрăва иртнĕ кун-çулпа паллаштарма шăпах музей кирлĕ. Çичĕ хут илтиччен пĕрре курни ĕмĕр-лĕхех асра юлать.

Мамонт асав шăлĕ те, савăт-сапа та

Аслă Елчĕкри вăтам шкул çумĕнче историпе краеведени музейĕ ĕçлет. Ăна 1949 çултах йĕркеленĕ. Пуçарса яракансем - ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Радость Спиридоновнăпа Петр Алексеевич Печковсем. Паян унăн ĕçне Надежда Зиновьевна Хушкина йĕркелесе пырать.

Pages