- Чăвашла верси
- Русская версия
Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе
Шкул çумĕнче музей йĕркелени çав тери меллĕ. «Аваллăхсăр малашлăх çук», - теççĕ халăхра. Çамрăк ăрăва иртнĕ кун-çулпа паллаштарма шăпах музей кирлĕ. Çичĕ хут илтиччен пĕрре курни ĕмĕр-лĕхех асра юлать.
Мамонт асав шăлĕ те, савăт-сапа та
Аслă Елчĕкри вăтам шкул çумĕнче историпе краеведени музейĕ ĕçлет. Ăна 1949 çултах йĕркеленĕ. Пуçарса яракансем - ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Радость Спиридоновнăпа Петр Алексеевич Печковсем. Паян унăн ĕçне Надежда Зиновьевна Хушкина йĕркелесе пырать.
Хальхи вăхăтра кунта 2189 экспонат упранать, вĕсенчен 1820-ĕшĕ - чăннисем (подлинниксем).
Икĕ пайран тăракан музейра аваллăха, ялта колхоз йĕркеленĕ тапхăра, вăрçă çулĕсене, сумлă та маттур çынсене, тискер чĕр чунпа кайăк-кĕшĕке сăнланă. Мĕн кăна çук кунта! Авалхи савăт-сапаран, тумтиртен пуçласа бизон пуç шăммипе мăйраки, мамонт асав шăлĕ таранах. Паллах, экспонатсене пухма шкул ачисемпе пĕрлех ял халăхĕ те тăрăшнă. Çут çанталăк кĕтесĕнче пăши те пур.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсене халалласа ятарлă стенд хатĕрленĕ. Шел, юнлă вăрçă хирĕнчен таврăннисенчен паян пĕри çеç сывă. Вăл - Петр Алексеевич Печков. Аслă Çĕнтер. 70 çул тултарнине халалласа вĕренекенсем тĕрлĕ реферат хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех фронтра пуç хунă аслашшĕ-кукашшĕ вил тăприне тупас тĕллевпе шырава хутшăнаççĕ.
Аслă Елчĕкре ятлă-сумлă çын чылай çуралса .снĕ. Вĕсен шутĕнчех ветеринари наукисен кандидачĕ Анатолий Шаков, ветеринари наукисен докторĕ Федор Петрянкин, РФ тава тивĕçлĕ çар летчикĕ Иван Теньков, Петр Катайкин полковник, Геннадий, Анатолий тата Зинон Волковсем (пĕр тăвансем).
Ячĕ - халăх асĕнче
Анатолий Никандрович - медицина наукисен докторĕ, профессор, Зинон Никандрович - ЧАССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, Геннадий Никандрович вара - педагогика наукисен докторĕ, профессор. Пĕр килтен хисеплĕ виçĕ çын тухни сайра çĕр çинче. Туслă, ĕçчен, пархатарлă кил-йышра çеç çакнашкал ачасем çитĕнеççĕ.
Волковсене халалласа шкулта музей уçнă. Ан тив, хальлĕхе пысăках мар вăл. Çавăнпах пулĕ ăна «Волковсен музейĕн п.лĕмĕ» ят панă. Кунта вĕсен килĕнчи япаласем, документсем Геннадий Никандровича хисеплесе панă парнесем, вăл ашшĕ-амăшĕ патне янă çырусем упранаççĕ.
«Музее уçма шкул директорĕ Николай Малышкин нумай тăрăшрĕ, - терĕ Надежда Хушкина. - Геннадий Никандрович пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă хыççăн йĕркелерĕмĕр ăна. Вилес умĕн пĕр-икĕ уйăх маларах яла килсе кайрĕ вăл, пил пачĕ. Ял-йышпа сывпуллашма килнĕнех туйăнчĕ. Хамăр та куççульпех ăсатрăмăр ăна. Арçынсене хĕрарăма хисеплеме сунчĕ. «Хĕрарăм - Турăпа пĕр тан», - терĕ пил парса».
Кăçал Геннадий Никандрович çуралнă кунне халалласа шкулта чăваш халăх юррисемпе йăли-йĕркисен фестивальне ирттернĕ. Унта пĕтĕм вĕренекен хутшăннă. 1-4-мĕш класра вĕренекенсем чăваш халăх юррисене шăрантарнă. Чăваш халăх йăли-йĕркипе вара вăтам тата аслă .сĕмрисем паллаштарнă: вĕсем салтак ăсатнине, вăййа тухнине, улах ларнине сăнланă. Надежда Зиновьевна каланă тăрăх - малтанлăха шкулта çеç иртнĕ вăл. Каярахпа унăн ахрăмĕ районĕпе, тен, республикипех саланĕ.
Аслă Елчĕксем ентешĕпе савăнма, мухтанма пĕлни хавхалантарать. Тĕнчипе паллă çынна çакăн пек чысламалла та. Унăн ячĕ ĕмĕрех халăх асĕнче упранĕ.
Валентина ПЕТРОВА.
Елчĕк районĕ.
Комментари хушас