Ĕмĕре тăсăлмалли çулталăк
Чăваш Енре Культура çулталăкĕ республикăри культура ĕçченĕсен "Культура çулталăкĕнчен - Литература çулталăкне" пысăк форумĕпе хупăнни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл чăннипех курăмлă ĕç пулчĕ. "Культура - регионсен аталанăвĕн стратеги вăй-халĕ" "çавра сĕтел" хыççăн пленарлă ларусем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç.
Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль пирĕншĕн йăлана кĕчĕ темелле. Юлашки çулсенче унăн пултарулăх ертÿçин тивĕçĕсене ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Лаврентьев пурнăçласа пырать. Пытарма кирлĕ мар: асăннă кинофестиваль пирки иккĕленÿллĕ калаçусем те пулнăччĕ: вăл, сахал йышлă халăхсен кинематографине халалланăскер, Шупашкарта иртет пулсан та унта Чăваш Ен кино ĕçченĕсен фильмĕсене кăтартмаççĕ тетчĕç. Культура çулталăкĕнче ку енĕпе лайăх улшăнусем пулчĕç: Чăваш Енре ÿкернĕ картинăсем те конкурса хутшăнчĕç. "Нарспи" мюзикла тĕпе хурса хатĕрленĕ фильм çĕнтерÿçĕсен йышне те лекрĕ. Культура ĕçченĕсен форумне вара Сергей Лаврентьев пушă алăпа килмен - "Папаша" илемлĕ фильмăн презентацийĕ пулчĕ. Унта тĕп роле вылякан пирĕн ентеш, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Анатолий Гущин та хутшăнчĕ.
Пленарлă ларусенчен "Генеалоги тĕпчевĕ - вăхăтсен чĕрĕ çыхăнăвĕ" ятпа иртнине палăртса хăварнă пулăттăм. Пирĕн паян мĕн пурри - мăн-мăн асаннесемпе кукамайсен ытарайми юрри-ташши, урăх никамăн çук тĕрĕ, апат-çимĕç, йăла-йĕрке - пĕтĕмпех вĕсенченçке. Несĕлсем хăйсен йăхне çичĕ сыпăк таран пĕлмелле тенĕ. Асăннă ларăва Вырăс генеалоги обществин президенчĕ, Раççей наци библиотекин генеологи тĕпчевĕсен институчĕн директорĕ Игорь Сахаров хутшăнчĕ, ку енĕпе мĕне тĕпе хурса ĕçлемеллине аса илтерчĕ. "Туслăхăн наци çыхăнăвĕсем" секцире хăйĕн шухăшне Мускаври национальноçсен çурчĕн директорĕн заместителĕ Александр Пономарь пĕлтерчĕ. "Хальхи вăхăтри театр искусствин аталанăвĕпе çивĕч ыйтăвĕсем" "çавра сĕтеле" Санкт-Петербургри патшалăх культурăпа искусство университечĕн преподавателĕ, "Эрик - Эмманюэль Шмитт" фестивалĕн арт-директорĕ Сергей Морозов ертсе пычĕ.
Кусем - пĕр кунхи ĕçсем. Культура министрĕ Вадим Ефимов форумра пĕлтернĕ тăрăх кăçал республикăра - тĕп хуларан пуçласа кĕрсе тухса çÿреме çук кĕтесрине шута илсен - вунă пин ытла тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Ăнланмалла: вĕсен шайĕ тĕрлĕрен пулĕ, анчах кашнийĕ Культура çулталăкĕнче хăйĕн ятне, ĕçне, витĕмне хăварас тенĕ.
Патшалăх енчен мĕнпе пулăшнă-ха? 2014 çулта бюджетран уйăрнă нухратăн 4 проценчĕ /2013 çулта - 3,5 процент/ культурăна тивнĕ. Унсăр пуçне федераци бюджетĕнчен 102 млн тенкĕ /2010 çултинчен 13,4 процент ытларах/ илнĕ. Форумра Раççей Культура министерствин парнине - ятарлă хатĕрсемпе пуянлатнă икĕ "Форд" автомобилĕн уççисене республикăри Культура программисен дирекцине тата Культурăпа халăх пултарулăхĕн керменне пачĕç.
Эпир, чăвашсем, хамăр евĕрлĕхпе уйрăлса тăратпăр. Пирĕн культурăн никĕсĕнче - авалах паллă тунă Акатуй, Çăварни, Çимĕк, Кĕр сăри тата ытти йăлан тымарĕсем. Вĕсене çухатмалла маррине паян та аван туйса тăратпăр. Вăчăрана татсан "йăх-тымара маннă Ивансем" çеç пулса юлатпăр.
Ял культурине аталантарас тĕлĕшпе республикăра ятарлă программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн кану учрежденийĕсенчен 184-не тĕпрен юсанă. Çакă çеç çителĕксĕр, клубсене хальхи вăхăтри оборудованисемпе тивĕçтермелле, вĕсене çĕнĕлле ĕçлеттерсе ямалла. Тĕрĕссипе, культура паян - еткерлĕх, традици пуянлăхĕ çеç мар. Эпир хамăра мĕнле тытнинче унăн витĕмĕ, палли пур. Экономикăна е социаллă пурнăçа илер: вĕсен çивĕч ыйтăвĕсем апла е капла пĕрех культурăпа, пирĕн пурнăçпа, чунпа çыхăннă. Чун "апачĕпе" тивĕçтерекенĕсем республикăра 5 пин ытла çын.
Культура çулталăкне тĕрлĕ хак панине илтме пулать. Тивĕçтермест текенсем те сахал мар. Ăнланмалла вĕсене те. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Пысăк, тĕлĕнмелле акăш-макăш проекта пурнăçа кĕртме кĕмĕлĕ те çавăн чухлех кирлĕ-çке. Ваттисем ахальтен мар: "Тÿшекне кура уруна тăс", - тенĕ. Тата тепĕр йышшисем те пур: хăйсем пĕр ĕçе те, пĕр проекта та пурнăçа кĕртме хутшăнмаççĕ, анчах та çав вăхăтрах вĕсем - тĕнчери чи чаплă "экспертсем", критиксем. Тем те пĕлеççĕ, такама та ăс параççĕ, теме те хак хума пултараççĕ. Шăпах çавсем лайăххипе начаррине пахалакансем пулса тăраççĕ те. Çапла ыйтас килет: "Хăв мĕн турăн-ха?"
Культура çулталăкне вĕçлерĕмĕр те тилхепене алăран вĕçертрĕмĕр темелле мар. Культура вăл яланах пирĕнпе е пачах çук. Паян пуçланă ĕçсене хамăрăнах малалла тăсмалла, кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянланмалла.
Çитес çул Раççейре - Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре - К.В.Иванов çулталăкĕ. Константин Иванов пирĕншĕн - Çÿл тÿпери чи çутă çăлтăр. Ун ячĕпе тем тĕрлĕ ĕç тăвассăн, тем тĕрлĕ мероприяти ирттерессĕн туйăнать. Çапла пулĕ те, анчах "тÿшекĕ" мĕнлерех-ши, урамăрсене "тăсма" май пулĕ-ши? Ун пирки кайран калаçăпăр.
Надежда СМИРНОВА
Валерий ЯКОВЛЕВ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ:
- Культура çулталăкĕ паллă самантсемпе асра юлчĕ. Сцена çине кăларнă кашни спектакль пирки чарăнса тăмăп, паллах. Патшалăх пулăшнипе кăçал театр Эрĕнпура гастроле кайса килчĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи тата Мускаври театрсем хăйсен паллă ĕçĕсемпе паллаштарнă унта. Пирĕн театр Арсений Тарасовăн "Мунча кунĕ" драмипе хутшăнчĕ. Критиксем ырланине пĕлтерчĕç. Маншăн вара чи пахи - унта пурăнакан йăхташсем чунпа йышăнни. Хусанта та пултăмăр. Республикăра пурăнакансем пирки те манман, районсене тухса çÿренĕ.
Культура çулталăкĕнче эпĕ 75 çулхи юбилее паллă турăм. Çак кунсенче вара кĕтмен çĕртен ырă хыпар илтĕм: Раççейĕн театр енĕпе паракан "Ылтăн маска-2015" премийĕн пĕрремĕш лауреачĕсен йышне манăн ята та кĕртнĕ. Питĕ сумлă çынсен - Армен Джигарханян, Майя Плисецкая, Питер Штайн, ыттисен - ретĕнче.
К.В.Иванов çулталăкне хатĕрленме пуçларăмăр ĕнтĕ. И.Максимов-Кошкинскин "Константин Иванов" произведенийĕ пулнă. Театрта хăй вăхăтĕнче икĕ хут лартнă ăна. Çак ĕçе çĕнĕрен сцена çине кăларма тĕв тытрăм. Халĕ репетицисем пыраççĕ.
Ирина УДАЛОВА, Шупашкар районĕнчи "Бичурин тата паянхи самана" музей директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Культура çулталăкĕнчи ÿсĕмсем уйрăмах пысăк тенĕ пулăттăм. Акă çак кунсенче çеç Наци музейĕнче семинар иртрĕ. Унта музейсем çинчен ÿкернĕ фильмсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç, пире видеокамера парса хавхалантарчĕç. Федерацин Атăлçи округĕнче иртнĕ конкурссенче те икĕ диплома тивĕçрĕмĕр. Унсăр пуçне ытти çитĕнÿсем те пулчĕç.
Кăçал Мускаври пĕр сумлă тĕлпулăва хутшăнма тиврĕ. Китайпа Раççей çĕршывĕсен хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленсе кайнăранпа 65 çул çитнĕ ятпа пухнă савăнăçлă мероприятие хутшăнтăм. Унта Китай посолĕпе тĕл пултăм. Вăл Бичурин çинчен нумай пĕлет. Хăй вăхăтĕнче посольство ĕçченĕсем музей çинчен фильм та ÿкернĕччĕ.
Тюменьре йĕркеленĕ "Бичурин вулавĕсене" хутшăнма май килчĕ. Музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштартăм.
Музей лаптăкĕ пысăклансах пырать. Паркра Китай беседкине вырнаçтартăмăр. Çапла майпа икĕ çĕршыв хушшинчи çыхăнусем çывăхлансах пыраççĕ.
Валерий КЛЕМЕНТЬЕВ, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ, ЧНК ĕçтăвкомĕн председателĕ:
- Культура çулталăкĕ Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемшĕн те ăнăçлă пулчĕ. Ял çыннисемпе ытларах хутшăнса ĕçлеме пуçларăмăр. Конгресс çумĕнчи "Чăваш ялĕ" комитет пуçарăвĕпе /ертÿçи Эдуард Бахмисов/ темиçе районта ял уявĕсем çÿллĕ шайра иртрĕç, вĕсем ял çыннисемшĕн пысăк парне пулчĕç. Эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурс та, "Чăваш пики" конкурс та планпа палăртнă ытти вуншар мероприяти пекех тивĕçлĕ шайра иртрĕç.
Комментари хушас