Культура çулталăкĕ

8 Чÿк, 2014

Муркашсем - çĕнтерÿçĕсем

Пирĕн республикăра çулсерен «Аталану çеçкисем» конкурс-вăйă иртет. «Эткер» центр пу­çар­нипе йĕркелекен мероприятие кăçал чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларĕç.

8 Чÿк, 2014

Аслă Çĕнтерĕве пуç тайса

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кĕçех 70 çул çитет. Çак пулăма кĕтсе илме хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Ку енĕпе пур тытăмра та çине тăрса ĕçлеççĕ. Акă театрсенех илер.

8 Чÿк, 2014

Вăхăта сая ямаççĕ

Культура çулталăкĕнче Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ял вулавăшĕн ĕçченĕсем чылай мероприяти йĕркеленĕ. Унта çамрăксене çеç мар, тивĕçлĕ канурисене те явăçтарнă. Сăмахран, Ватă çынсен кунĕ тĕлне уçнă курава камсен вăйĕпе хатĕрленĕ тетĕр. Тивĕçлĕ канурисеннипе.

22 Юпа, 2014

Ĕçлеме пĕлни тупăш кÿрет

Ялти культура çурчĕ умĕнче çавăн чухлĕ чечек нихăш тăрăхра та курман эпĕ. Оранжерейăпа танлаштарма пулать. Тĕрлĕрен тĕрли куçа илĕртет. Лаптăка карта тытса та çавăрман. «Выльăх-чĕрлĕх таптасран та шикленмеççĕ», - шухăшларăм хам тĕллĕн.

Культура урамран пуçланать

21 Юпа, 2014

Асамлăх таврăнни, ахах-мерченпе кĕмĕл вылянни...

Чăваш тĕрринче илем çеç мар, çырулăх аталанăвĕ те, тĕнче ăнлавĕ те...    Паянхи ăрăва чăваш тĕрри, тумĕ пирки каласа пама ыйтсан мĕнех аса илĕ-ши? Тухья, масмак, сарă, сурпан, шупăр... Çак тата ытти хатĕр пĕчĕккĕн манăçа тухса пырать.

Pages