Асамлăх таврăнни, ахах-мерченпе кĕмĕл вылянни...
Чăваш тĕрринче илем çеç мар, çырулăх аталанăвĕ те, тĕнче ăнлавĕ те... Паянхи ăрăва чăваш тĕрри, тумĕ пирки каласа пама ыйтсан мĕнех аса илĕ-ши? Тухья, масмак, сарă, сурпан, шупăр... Çак тата ытти хатĕр пĕчĕккĕн манăçа тухса пырать. Авалхи несĕлĕмĕрсем çĕр-çĕр çул каялла шăрантарнă халăх юррисем пекех.
Тĕнче унталла-кунталла пăтрашăнса çĕнĕ йĕркесем, йăласем кăларать. Анчах пирĕн хамăрăн тымара, ĕмĕрсен эрешĕсене татмаллине пĕлтермест çакă. Пин-пин халăх хушшинче чăвашах пулса юлас тесен пирĕн тăван чĕлхене çеç мар, культурăна, йăла-йĕркене те упраса хăвармалла. Çĕр пин юрăпа танах çĕр пин тĕрĕ те чечеклентĕр, халăха савăнтартăр. Анчах сăмахпа калани, кăмăлпа йышăнни çеç сахал, ĕçпе пурнăçламалла. Телее, ку енĕпе тымар татăлсах кайман-ха пирĕн. Çак ĕçе тăсса пыракансенчен пĕринпе - Чăваш Республикин, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Татьяна Шарковăпа паян сире, вулаканăмăрсем, паллаштарасшăн. Татьяна Васильевнăпа тĕл пулса калаçма сăлтав та тупăнчĕ: вăл çак кунсенче юбилейне кĕтсе илет.
«Чăвашсемшĕн тĕрĕ ылтăн пекех хаклă»
Çапла каланă пирĕн ватăсем. Çакăн вăрттăнлăхне тĕрĕ ăсти - пирĕн паянхи хăна - уçса пачĕ: «Ăна пасарсенче ытти тавара туяннă пек сутма та, илме те май пулман. Тĕрленĕ кĕпесем, масмаксемпе тухьясем, сарăсемпе яркăчсем, пĕркенчĕксемпе çулăхсем ăруран ăрăва, ламран лама куçса пынă. Ăсчахсемпе тĕпчевçĕсем чăваш тĕрринче илеме çеç мар, çырулăх аталанăвне, халăхăн тĕнче ăнлавне те кураççĕ. Çак пахалăха тĕпе хурса вĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăваççĕ: чăваш тĕрри ылтăнран та хаклă».
Шăпах Татьянăн асамлă алли, вĕри те канăçсăр чĕри пурнăç парнелет ăна. Эппин, тĕплĕнрех паллашар-ха унпа.
Татьяна Шаркова Елчĕк районĕнчи Кавалта çуралса ÿснĕ. 1979 çулта Шупашкарти ÿнер училищинчен вĕренсе тухнă, 1985 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет/ дипломне илнĕ. Çавăнтанпа вăл шурă пире авалхи мăн асаннесен мелĕпе эрешлет, тĕрре «вулать», унтан та ытларах - хăйĕн шухăшĕсене, тĕнче курăмне тĕрĕре палăртать. Чăваш ăслайĕсем унăн чылай ĕçĕ тарăн философиллĕ пулнине палăртаççĕ.
Ачалăхри йĕрсем
- Куккăрсем пек пулăр, лайăх вĕренĕр, - паян та ачалăхри амăшĕ сасси хăлхаран каймасть унăн. «Камăн - çавăн теççĕ», - илтĕнет тата. Акă ашшĕ сĕтел хушшинче «Пионер сасси» хаçатран сăн ÿкерчĕксене рамăна вырнаçтарать. Амăшĕ паллаштарать: «Ку - Гена, Толя, Зинон. Вĕсем - пурте ăсчахсем. Ку - усрав хĕрĕ Лена, вăл учительница. Вĕсем - Альтук аппапа Никандр Волковсен ачисем.
Вĕсем - тăвансем. Геннадий Никандрович Татьянăна йăмăкăм тесе чĕнетчĕ. Хурăнташĕсем пирки аса илсе чылайччен калаçса ларнă. Ăсчах хăйĕн ал çырăвĕсенче ялти кашни çын пирки ырă сăмах çырса хăварма пултарнă. Сăмахран, «Сăваплисем... Çиччĕшĕ те. Пурте» статьяра, вăл «Хыпарта» 2002 çулта пичетленнĕ, Татьяна Васильевнăн кукамăшĕ çинчен çапла асăннă: «Натюк аппа - ман кукаçпа пĕр тăван. Пĕтĕм тĕнче пĕлекен Татьяна Шаркова кукамăшĕ. Илемлĕ калаçатчĕ, илемлĕ хăналатчĕ, илемлĕ çĕлетчĕ, тĕрлетчĕ. Пĕччен пурăннă чух та, ватăлсан та пÿрт-çуртне тап-таса тытатчĕ. Ĕмĕрĕнче никампа вăрçса курман, никама усал сăмах мар - хытă та каласа çылăха кĕмен. Юрланă пекчĕ сасси ун...»
Ашшĕ пирки çапларах аса илет паян ÿнерçĕ: «Атте ялта пурăннă, ялти ĕçпе тăрмашнă пулсан та питĕ тирпейлĕ, таса тăхăнатчĕ. Хăй тумне хăй тирпейлетчĕ, тепĕр чухне ларса саплани те пулнă: унăн саплăкĕсем те питĕ çыпăçуллă пулса тухатчĕç. Вăл яланах çын илемлĕ, тирпейлĕ пулмалла тесе вĕрентетчĕ. Ялти хĕрарăмсем ĕççи вăхăтĕнче ал айне мĕн лекнине тăхăнса урама тухсан: «Сан аçу тĕлне пулас марччĕ, ăна курасран именетпĕр», - тетчĕç.
Ачалăхри никĕсĕ çирĕп те шанчăклă унăн. Алла диплом илсен: «Эпĕ халь пурне те пĕлетĕп», - тесе лăпланса лармасть, малалла ăнтăлать. Çав тапхăрта пысăк ăстасемпе: чăваш тĕррин амăшĕпе - Екатерина Ефремовăпа, пир-авăр художникĕпе Александра Ильбековăпа паллашать. Вĕсен витĕмĕпе тĕрлеме çеç мар, чăваш тĕррине тĕпчеме, выставкăсене хутшăнма пуçлать.
Ăна асăрхаççĕ, ун пирки хаçат-журналта çырма пуçлаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Татьяна Шаркова çинчен «Тĕнче тăршшĕ сурпан сарнă пулăттăм» /«Вышила бы на весь мир узор»/, «Иероглифы Тора», «Из вьюги я вышла» видеофильмсем ÿкернĕ.
Хăй вара çаплах тĕлĕнтерме чарăнмасть. Тĕрĕ вăрттăнлăхне алла илнĕ хыççăн «Три солнца Татьяны Шарковой» альбом-каталог кăларчĕ. Унта - пултарулăх савăнăçĕпе терчĕн «çимĕçĕсем»: ĕлĕкхи эрешсене тĕпченĕ май тĕрĕ никĕсĕ çине куçарнă ĕмĕрхи туйăмсем - çамрăклăх, савăнăç, юрату...
«Три солнца...» кĕнеке пирки çывăх тăванĕ Геннадий Волков çапла çырнăччĕ: «...Чăваш халăхĕн талантлă хĕрĕ пирĕн виçĕ хĕвеле пирех тавăрса пама пултарчĕ. Пехил сана, Татьяна - Танюк, çак ĕçÿсемшĕн».
Кашни теттен - хăйĕн шăпи
Пултарулăх кăвайтне чĕртнĕ çын малтанхи çитĕнĕвĕсемпе лăпланса лараймасть ахăртнех, чун-чĕри - канăçсăрлăх авăрĕнче. Алли тепĕр ĕçе тытăннине акă мĕнлерех ăнлантарать вăл:
- Ĕлĕк-авал пукане хăйне евĕрлĕ ырă йĕрĕх - сывлăха, çемьене, кил-йыша упракан вăй шутланнă. Тетте çавăн пекех ачан шухăшлавĕпе чăн пурнăçа çыхăнтаракан хатĕр те... Ачасен искусство шкулĕнче ĕçленĕ май /Çĕнĕ Шупашкарти искусство шкулĕнче ÿнер уйрăмне 25 çул ертсе пынă - Авт./ çитĕнекен ăрăва тăван культурăпа, йăла-йĕркепе мĕнле майпа çыхăнтарма пулать-ха тесе сахал мар пуç ватма тиврĕ. Мелĕсем пур-ха: асламăшĕ-кукамăшĕ халап каласа кăтартĕ, ашшĕ-амăшĕ кĕнеке вуласа парĕ, вĕрентекенĕсем куравсемпе музейсене илсе çÿрĕç... Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче ку енĕпе кружоксем те ĕçлеççĕ. Çапах та çакă çеç çителĕксĕр. Çавăнпа йĕркеленĕ те ĕнтĕ хушма пĕлÿ паракан тытăма.
Унта ĕçлекенсене пулăшас тĕллевпе Татьяна Шаркова ÿнерçĕ виçĕ çул каялла «Освоение традиций национальной культуры в системе дополнительного образования на примере чувашского декоративно-прикладного искусства/» кĕнеке кăларчĕ.
Унпа кирек хăш тытăмри педагогсем усă курма пултараççĕ. Кунта наци культурин йăли-йĕркипе çыхăннă пур вăрттăнлăха та уçса панă.
Çакă та паха - кĕнекере чăваш терминĕсен словарĕ пур. Наци тумĕпе çыхăннă сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланмалла уçса панă. Ачасен вăййисене тата ăçта тупса вулама пулать? Çукрах унашкал кăларăмсем. Татьяна Васильевна хăйĕн кĕнекинче авалхи икĕ вăййа - япала сутмалла тата кантăр акмалла вылянине - çырса кăтартнă.
Сăмахăма тетте патнех тавăрам-ха. Татьяна Васильевна 2012 çулта ЧР Пуçлăхĕн культурăпа искусство сферинчи инновацисен проекчĕсен конкурсĕнче «Чăваш халăх теттин тĕнчи» темăпа гранта тивĕçнĕ. Асăннă ыйтупа кĕнеке - альбом хатĕрлесе кăларасси çăмăл пулманни паллă. Çак ĕçе пурнăçа кĕртес тĕллевпе таçта та çитме тивнĕ. Республикăри аваллăх управçисенче çеç мар, Питĕрти Раççей этнографи, Сарă ту облаç тавра пĕлÿ, Чĕмпĕр, Хусан музейĕсенче пулнă, тĕл пулнă теттесене ÿкерсе илнĕ.
Кĕнекен ум сăмахĕнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров Татьяна Шарковăн ĕçне çакăн пек хак панă: «Татьяна Васильевна пухнă, реконструкциленĕ теттесем пире канăçсăрлантараççĕ, иртнĕ аваллăха, хресчен культурин историне, атте-аннесен, асатте-асаннесен, хамăрăн ачалăха тавăрма пулăшаççĕ... Кашни экспонатăн хăйĕн шăпи, уйрăмлăхĕ, историйĕ. Çак коллекци валли малашне Чăваш теттин музейĕнче тивĕçлĕ вырăн тупни - питĕ тĕрĕс пулĕччĕ».
Ютрисемшĕн хамăр евĕрлĕхпе кăсăклă
Культура çулталăкне Татьяна Шаркова тулли кăмăлпа, пысăк тепĕр ĕçпе - «Чувашские вышивки и куклы Т.Шарковой» - кĕнекепе кĕтсе илчĕ. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинчен «Халăх ăстисен опытĕнчен» ярăмпа /авторĕ Г.Н.Иванов-Орков/ пичетленсе тухрĕ.
Кунта Татьяна Васильевнăн пултарулăхĕ, пурнăçĕ, ăнтăлăвĕ пĕтĕмпех пĕрле, пĕр тĕвĕре. Сăмах май, ентешĕм çинчен сахал мар пĕлетĕп тесе шухăшлаттăмччĕ, кĕнекене алла илтĕм те - çĕнни, халĕччен илтменни темĕн чухлĕ.
Кĕнекере ÿнерçĕ пултарулăхĕнчи виçĕ ен пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Пĕрремĕшĕ. Т.Шаркова Раççейре ÿнер тĕлĕшĕпе пуканесемпе ĕçлекен темиçе художникрен пĕри. Иккĕмĕшĕ. Вăл наци искусствинче çĕнĕ пулăмпа палăрчĕ: авалхи чăваш çĕввисемпе усă курса хальхи йышши паннăсем ăсталать. Виççĕмĕшĕ. Çак икĕ ене çыхăнтарса халăх йăли-йĕркине тĕллевлĕ тĕпчет тата анлă пропагандăлать, çутлăх проекчĕсем пурнăçлать. Ÿнерçĕ çамрăк чунсенче чăвашлăх туйăмĕ чĕртет, мăн-мăн асанне-кукамайсен тĕрĕ вăрттăнлăхне тĕпчесе малалла аталантарнă Екатерина Ефремовăн, Валентина Минеевăн, Альберта Анцыгинăн, ыттисен пархатарлă ĕçне - чăваш тĕррине - çĕр çинчен çухалма памасть. Ютрисемшĕн вара эпир хамăрлăхпа кăсăклă.
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас