Комментари хушас

8 Чÿк, 2014

Вăхăта сая ямаççĕ

Культура çулталăкĕнче Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ял вулавăшĕн ĕçченĕсем чылай мероприяти йĕркеленĕ. Унта çамрăксене çеç мар, тивĕçлĕ канурисене те явăçтарнă. Сăмахран, Ватă çынсен кунĕ тĕлне уçнă курава камсен вăйĕпе хатĕрленĕ тетĕр. Тивĕçлĕ канурисеннипе. Курав ячĕ те илемлĕ янăрать, «Пенсире пулсан та вăхăта сая ямастпăр».

Ял çыннисем Ольга Федоровăн ылтăн алли ăсталанă тутăрсемпе, кавирсемпе, çемçе тапăчкăсемпе паллашма пултарнă. Ольга Михайловна пилĕк ача амăшĕ, унăн 11 мăнук. Хуçалăхра вун-вун ĕç, çывăх тăванĕсем валли тутлă апат-çимĕç хатĕрлемелле тата ытти те... Чун киленĕçĕ валли пушă вăхăт çук та темелле. Çапах та тупать иккен ал ĕç ăсти.

Çак сăмахсене Людмила Владимирова пирки те каламалла. Унăн ĕçĕсем те куракансене тыткăнланă.

Аслă ăрурисенчен çамрăксем те ырă тĕслĕх илеççĕ. Акă Татьяна Николаева çĕкĕпе çыхса эрешленĕ хатĕрĕсем кирек камăн кил-çуртне те хăтлăх, илем кÿрĕç.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.