Хамăр чан çапмасан
Вĕрентÿ

Урăхла нимĕнле сăмах та тупса калаймăн: шкулти вĕренÿ программинче тăван чĕлхепе тата культурăпа çыхăннă предмет сехечĕсене сахаллатсах пынине курса тăнăран ăна ура хунă пекех туйăнать. Мĕнех тăвăн: федерацин Патшалăх вĕренÿ стандартне çирĕп пăхăнма тивет тетпĕр-çке. Регионсенче наци чĕлхипе литературине, культурине мĕнле майпа вĕрентессине те хайхи çав «калăп» виçине лартмалла. «Калăпĕ» вара асăннă предметсемшĕн хĕсĕнсех пырать.

21-мĕш ĕмĕрте чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки пăшăрханмасăр май çук: хулара çеç мар, ялсенче те çитĕнекен ăру тăван чĕлхерен писсе пыни куç кĕрет. Çакнашкал кăткăс лару-тăрура шкулта асăннă предметсен сехечĕсене сахаллатни глобализацие пушшех хăвăртлатать. Ĕнерхи-паянхи чăваш çыравçисен хайлавĕсене те çиелтен кăна йĕрлесе тухас тăк /сахал урокра мĕн туса ĕлкĕрмелле?/, çыру сехечĕсенче чĕлхе правилисене ячĕшĕн кăна шăйăркалас пур - ачасене тăван чĕлхене хисепе хума епле хăнăхтармалла-ха? Чун ыратăвĕпе тулнă çак ыйту каллех чан çапма вăхăт çитнине палăртать...

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи хула-районта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕсен /меслет пĕрлешĕвĕсен/ ертÿçисен «Чăваш чĕлхипе тăван ен культури предмечĕсен паянхи шкул вĕрентĕвĕнчи вырăнĕ» семинар иртрĕ. Канашлăва ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин специалисчĕ Татьяна Николаева, ЧР Вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура кафедрин пуçлăхĕ Юрий Виноградов доцент, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, ЧНК вице-президенчĕ Алексей Леонтьев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕсем Анна Егоровăпа Евдокия Андреева, Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ çумĕнчи секци ертÿçи Геронтий Никифоров, Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социолингвистика пайĕн тĕпчевçи Эктор Алос-и-Фонт, 40 ытла вĕрентекен хутшăнчĕç. Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем /Юлия Анисимовăпа Эдуард Бахмисов/ те пурччĕ - пысăк яваплăха ку организаци ÿлĕм тата вăйлăрах туяссине ĕненес килет.

Паянхи шкулăн вĕрентÿ хăйне евĕрлĕхĕ çинчен калаçма пуçличчен «Хыпар» ИÇ ертÿçи Алексей Леонтьев сăмах илчĕ. Чăвашлăха сыхласа хăварассипе тÿррĕн çыхăннă йăхташсемпе чун уççи евĕр калаçăвĕнче халăхăмăрăн историне аса илчĕ, паянхи тăрăмне хак пачĕ, пуласлăхне те тинкерчĕ вăл. Кашни чăваша ĕнчĕ пек хакласа вăя, ăс-тăна пĕр чăмăра пĕтĕçтерес вырăнне хăшĕ-пĕри шухăшсене арăш-пирĕш сапаланине /чăвашăн тăхăмĕ пăлхар е сăвар çынни пулни пирки пыракан тавлашу тĕлĕшпе/ ăнланманнине палăртрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен холдингĕн ертÿçи паян çамрăк ăрăвăн вулав культури уксахланишĕн те чунтан пăшăрханать. Республикăра тĕпленсе пурăнакан 870 пин чăвашран çурри тăван чĕлхепе çырма-вулама пĕлменни ыранхи кунăн ÿкерчĕкĕ лайăхрах пуласса шантарма ниепле те пултараймасть. Мĕнре-ха çăлăнăç? «Такам пирĕн шăпана йĕркелессе шанни ура хурать пире. Улшăну - шухăшлав улшăнăвĕ - хамăртан пуçланма тивĕç. Чуна мăкатас марччĕ - çакă чи кирли», - тĕп шухăшне çапла палăртрĕ А.Леонтьев.

Мускавра çÿç касма хушсан пирĕн енре пуç касма пуçлаççĕ тени чăнлăхпа килĕшсех тăрать пулас. 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем патшалăх экзаменĕн аттестацийĕ витĕр тухнă чухне тăван чĕлхепе халĕччен изложени çыраканччĕ. Кăçал вара ку экзамен пăрăнмисен мар /обязательнăй/, суйласа илмеллисен шутĕнче пулĕ. Чиновниксем, паллах, тÿррĕнех Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çирĕплетекен нормăсене пăхăнаççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине экзамен тытма суйлакан вара... «Аран-аран районĕпе /пирĕн хутлăхра 27 шкул/ 28 вĕренекен пухрăм», - чунĕнче капланнă ыратăвне ĕçтешĕсемпе пайларĕ Канаш район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ Елена Иванова. Елчĕк районĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Левая экзамена муниципалитет шайĕнче те пулин пăрăнмисен шутĕнче хăварма сĕнчĕ.

Çивĕч тепĕр ыйту - вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлесси. Юрий Виноградов шухăшĕпе - çĕнĕ стандартсем вăя кĕнĕ майăн учебниксен те улшăнмалла. Унчченрех республика хăйĕн стандартне тума пултарнă тăк халĕ апла ирĕк çук. Çавна май малтан - тĕслĕх программăна, кайран авторсен программисене çирĕплетме тивĕ. Хула шкулĕсенче чăваш литературине хайлавсен вырăсла куçарăвĕсемпе кăна вĕрентни те педагогсене тивĕçтермест. Хрестоматисенче чăвашла текстсем кирлех тесе шухăшлать чылайăшĕ. Вĕренÿ кĕнекинче стандартпа килĕшÿллĕн ыйтусен ушкăнĕ пулма тивĕç. Шел, халĕ 10, 11-мĕшсем усă куракан кĕнекере вăл çук.

Шупашкар районĕнче Кăшавăш шкулĕнче тăрăшакан Евгений Майков сăмахĕ темĕнле хытă чĕреллĕ йăхташа та витерсе шухăшлаттарĕ:

- Шкул алăкĕ тăррине «Килĕрех!» тесе çырнă питĕ илемлĕ хăма вырнаçтарнăччĕ. Мускавран килнĕ пĕр-пĕр тÿре мар, районăн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ хушнипе илсе пăрахтарчĕç ăна. Пĕрремĕшĕнчен, чăвашла хапăл тăвассин йĕрки-майне пĕлсех кайманран-ши, сăмах форми килĕшмен имĕш. Иккĕмĕш сăлтавĕ те кăсăклă: «Мĕншĕн чăвашла кăна ырă сунатăр?» Иккĕленместĕп, тутар ялĕнче вырăсла «Добро пожаловать!» тесе çырма «маннăшăн» ятлас шухăш никамăн пуçне те пырса кĕмĕччĕ. Усламçă тупăш илес тесен хăйĕн ĕçне мухтамаллине лайăх ăнланать. Ăнăçăвăн 75 проценчĕ рекламăпа çыхăннине питĕ лайăх пĕлет. Эпир кăна хамăра хисеплеттересси мĕнрен килнине чухлама ниепле те хăнăхаймастпăр...

Хамăрăн чи пысăк тупрана - тăван наци культурине - тивĕçлĕ шая хуманни вак-тĕвекрен те сисĕнет. Муниципалитетсенчи вĕренÿ пайĕсене акă асăннă семинара хутшăнмашкăн йыхрав чылай маларах ярса панă. Шел, пур çĕрте те информацие вăхăтра пĕлтермеççĕ-мĕн. Республика шайĕнче иртекен конкурс-фестиваль пирки те хÿре вĕçне туй килсен хыпарлани - хăнăхнă пулăм. Мероприятие тивĕçлĕ шайра хатĕрленсе ирттерсен такамран малта пуласран шикленетпĕр-ши?..

Усси пуласса шанакансем сахаллăн пулин те - семинар темиçе йышăну турĕ.

1. ФПВСа /Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ/ тивĕçтерекен чăваш чĕлхи тĕслĕх программинчи çĕнĕлĕхсене вĕрентÿре пурнăçа кĕртмелле.

2. Шкул вĕрентĕвĕнче, шкул валли кăларакан кĕнекесенче хальхи орфографие çирĕп пăхăнма ыйтас. Кивĕ орфографие тавăрас шухăш паян вырăнсăр пулнине палăртас.

3. Интернет тата информацин ытти хатĕрĕ вăйлă аталанса пыракан тапхăрта республикăн чăваш чĕлхи кашни вĕрентекенне пурнăçпа тан утма, вĕрентĕве кирлĕ шайра йĕркелесе пыма компьютерпа тивĕçтерме майсем тупмалла.

4. Чăваш шкулĕнчи 9 класс пĕтерекенсемшĕн чăваш чĕлхипе, 11 класран вĕренсе тухакансемшĕн чăваш чĕлхипе тата литературипе пăрăнми патшалăх экзаменĕ кĕртме ыйтас.

5. Хула шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсене ачасене икĕ ушкăна пайласа вĕрентесси, чăваш чĕлхине 3 сехет вĕрентесси çирĕп йĕрке пулмаллине палăртас.

6. Хула шкулĕсен 9-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕренсе пĕтерекенсен пĕлĕвне тĕрĕслеме-хаклама тĕрлĕ мел - экзамен е зачет, калаçу /собеседовани/ суйласа илес йĕркене кĕртмелле. /.../

Паллах, 23 пунктран тăракан резолюцие хаçатра туллин пичетлеймĕпĕр. Шкулччехи вĕренÿ тытăмĕнче паян чăваш чĕлхине вĕрентекен специалистсем çукки, республикăри хăш-пĕр шкулта «Тантăш», «Хыпар» хаçатсене çырăнса илменни, вĕренÿ учрежденийĕсенче чăвашлăхпа çыхăннă кĕтессем йĕркелеменни... - темшĕн те пăшăрхантарать семинара хутшăннисене - çивĕч кашни ыйтупах уйрăм йышăну турĕç. Чун ыратăвĕпе тулнă çав çыру, ахăртнех, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствине, Чăваш наци конгресне çитнĕ те. «Çÿлтисем» хутшăннăран ырă мĕнле-тĕр улшăну пулĕ-и е пĕтĕм ĕç-пуçа хут чĕркелессипе çыхăнтарса çырлахăпăр-и - вăхăт кăтартĕ.

 

 

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.