Комментари хушас

9 Ака, 2014

"Ачасем Интернетра"

Интернет тĕнчи мĕн вăл? Унта ачасем мĕнле хăрушлăхпа тĕл пулма пултараççĕ? Çакăн пирки тата кăсăклă ытти самант çинчен "Ачасем Интернетра" интерактив куравра тата хăрушлăхсăр Интернет урокĕсенче пĕлме май килет. Шăпах çак ятпа республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче вĕренÿпе курав проекчĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна "МТС" компани ЧР Информаци политикин, Вĕренÿ тата Культура министерствисем пулăшнипе пурнăçа кĕртет.

Интернета "кĕрекенсен" аудиторийĕ çулсеренех çамрăкланса пырать, паянхи ачасем унпа 5-6 çултанах усă курма пуçлаççĕ. Статистикăпа килĕшÿллĕн - çул çитменнисен 40% пĕтĕм тĕнчери сетьпе карас телефонĕ урлă çыхăнать, çавна май ашшĕ-амăшне ывăл-хĕрне ку енĕпе тĕрĕслесе тăма йывăртарах. Çакна шута илсе ачасене Интернетра хăйсене мĕнле тытмаллине пуçламăш классенчех вĕрентмелле.

"Ачасем Интернетра" курава çитсе курни çул çитменнисемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă. Унта пĕтĕм тĕнчери сеть историйĕпе, Интернетра хăйсене тытмалли йĕркепе паллашма, ачасене хÿтĕлемелли ятарлă программа хатĕрĕсем пуррине пĕлме пулать. Курав 6 тема зонине пайланă вăйă лапамне аса илтерет, кашнин хăйĕн ячĕ тата тĕсĕ пур. "Уйрăм Интернет" зонăра, тĕслĕхрен, шăпăрлансем хăйсене ник-ят шухăшласа кăларма тата аватарка суйласа илме, "Хăрушă Интернет" ятлинче - баскетбол "ункине" мечĕк-вируссене ывăтма, "Хаваслă Интернет" ятлинче пĕлĕве тарăнлатакан флеш-вăйă выляма пултараççĕ. Проектăн тĕп сăнарĕсем - мультфильм геройĕсем Интернешкăпа Митясик. Тĕрлĕ лару-тăру тĕслĕхĕсене илсе кăтартса вĕсем ачасене сетьпе тĕрĕс те хăрушсăр усă курмалли правилăсене вĕренме пулăшаççĕ.

Курав çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен - Ачасене хÿтĕлемелли кунччен - ĕçлет. Кăмăл пуррисем унта вырсарни кунран пуçласа эрне кунччен 12-16 сехетсенче çитсе курма пултараççĕ. Çак телефонпа шăнкăравласа малтанах çырăнмалла: /8352/ 52-37-22. Урок программине 1-4 классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.