Питĕ хытă тарлатăп. Лавккана кайса килетĕп – йĕп-йĕпе, картишне тухса сурăхсене апатлантарса кĕретĕп – каллех йĕпе. Çав хушăрах хамăн мĕн ыратнине те пĕлместĕп. Мĕнле чир-ши манăн?
Сыпăсем сурсан. Çур литр банкине 1 стакан кĕвелĕк тата туличчен ыраш çăкăрĕ тĕпретсе ямалла. Çакăн хыççăн кĕленчене 1 чей кашăкĕ апат соди хушса хупламасăрах 5 сехетлĕхе ăшă вырăна лартмалла. Кайран хутăша марля витĕр сăрăхтармалла. Марльăна хайхи шĕвекпе йĕпетсе ыратакан вырăна хумалла.